Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĔПРЕÇСЕН ЧЫСНЕ ÇŸЛТЕ ТЫТАТЬ

27 сентября 2003 г.

Çак кунсенче Йĕпреç поселокĕнчи Дзержинский урамĕнче пурăнакан Вера Семеновапа Александр Никитич Семеновсем ывăлĕ тăракан çар чаçĕн командирĕнчен çыру илнĕ. Мускав çар округне кĕрекен 62812 çар чаçĕн командирĕ С. Рыжков Денисăн ашшĕпе амăшне лайăх ывăл çитентернĕшĕн тав тунă. Пĕлтĕр çара кайнă Д. Семенов çур çул иртнĕ хыççăнах гварди сержант ятне тивĕçнĕ. Вăл кăçалхи çу уйăхĕнче пĕрлехи хăрушсăрлăх килĕшĕвне кĕнĕ çĕршывсен вăйĕпе ирттернĕ çар вĕренĕвне хутшăннă. Унта хăюлăхпа хастарлăх, пуçарулăхпа пĕлÿ кăтартнăшăн А. Меркурьев гварди генерал-лейтенанчĕ ăна тав тунă. Денис Семенова çавăн пекех “Хĕç-Пăшаллă Вăйсен отличникĕ” паллă панă. Денис Семенов пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче 18 çул тултарнă. Вăл ун чухне Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ. Çул çитсен, салтака хăй ирĕкĕпе кайнă. Йĕпреç каччи ятарлă батальон разведкинче, гранатометчик. Çарта хăйне лайăх енчен кăтартать. Шкулта спортпа туслă пулни ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать. Хăй вăхăтĕнче вăл Йĕпреçри искусствăсен шкулĕнче ÿкерес ăсталăха туптанă. Каччă хăйне лайăх енчен кăтартнăран тăван тăрăхра икĕ хутчен отпускра пулма та ĕлкĕрчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика