Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГИННЕСС КĔНЕКИНЕ КĔМЕ ТИВĔÇЛĔ

17 сентября 2003 г.

Ирçе Çармăсри вăтам шкулти таврапĕлÿ музейне эпĕ халиччен курман, анчах та сăн-пи-чĕпе илсен пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ пек туйăнакан çын кĕрсе тăчĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн вăл хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ку вăл - хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнакан, вăрман варринчи Малиновка ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Павлович Колькин пулчĕ. Ку хушамат, чăнах та, çак поселокра анлă сарăлнăччĕ. Халĕ кунта çав хушаматлисем юлманпа пĕрех. - Шăпа мана та тăван тăрăхран уйăрчĕ, - çапла пуçласа ячĕ хăйĕн калаçăвне аякран килнĕ çын. - Хама сăпка сиктернĕ çĕртен тухса кайнăранпа 40 çул ытла иртрĕ вĕт. Хĕрÿ ĕçре, тĕркешÿллĕ-вĕркĕшÿллĕ пурнăçра вăхăт иртнине сисместĕн те... Николай Колькин Тăван çĕршывăн тĕп хулин Кăнтăр-Хĕвеланăç Администраци округĕн тĕп микрорайонĕнче - Выхинăра милицин участокри уполномоченнăйĕнче ĕçлет. Ăна кунта лайăх пĕлеççĕ. Тус-юлташĕсем пĕрле ĕçлекенсем “Выхинăри Анискин” тесе чĕнеççĕ йĕркелĕх хуралçине. Паллă писатель, “Деревенский детектив” авторĕ Анатолий Алексин çырнă роман тăрăх кăсăк сюжетлă киноповеç те ÿкернĕччĕ хăй вăхăтĕнче. Шанса панă тивĕçе чун-чĕри хушнă пек пурнăçлассине тĕпе хуракан Анискин пекех, пирĕн ентеш те ырă ят-мухтава тивĕçнĕ, Администраци округĕнче кăна мар, Мускав хулин шалти ĕçсен пайĕнче те ун пирки ăшă сăмах çÿрет-мĕн. Хăй каланине çирĕплетсе, Николай Павлович мана “Юго-восточный курьер” хаçатра пичетленнĕ “Анискин из Выхино” тĕрленчĕкпе те паллаштарчĕ. Унăн авторĕ Арсений Семенов пирĕн ентешĕн службăри тĕрлĕ енлĕ пурнăçне туллин уçса пама тăрăшнă. Йĕркелĕх хуралçи ăнсăртран пулса тăнă вăл. Салтак ячĕ тухсан, Демократиллĕ Германи Республикинче хĕсмет ирттернĕ. Çамрăклах спортпа туслă пулнă, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче тантăшĕсем хушшинче унпа танлашаканни пулман та темелле. Унăн пурнăçне “гражданкăна” тухсан, электричкăра тĕл пулнă пĕр милиционер тĕппипех улăштарса янă. Лешĕ шалти ĕçсен пайĕн кадрсен уйрăмне васканă иккен. “Пире сирĕн пек маттур, хастар çамрăксем кирлĕ”, - сĕннĕ ăна çĕнĕ пĕлĕшĕ. Коля Колькин та ун хыççăн кадрсен уйрăмне çул тытнă. Ăна çав кунах ĕçе вырнаçтарнă. Йывăр участок лекнĕ ăна. Рабочисен общежитийĕнчи йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăма шаннă. Мĕн тетĕр; Кĕске вăхăт хушшинчех лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пултарнă çамрăк участ-ковăй. Кĕçех ăна малтанхинчен те йывăртарах участок шанса панă. Ун чухне Выхино çĕнĕ стройкăсен микрорайонĕ шутланнă. Кунта çĕршывăн тĕрлĕ районĕсенчен килнĕ çамрăксем ĕçленĕ. Колькин ку участокра та çирĕп йĕрке тунă. Милицин ĕçне килĕштермеллипех килĕштернĕ вăл. Мускаври участковăйсем хушшинче хăйĕн типтерлĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тунипе палăрнă. Раççей шалти ĕçсен министрĕн Борис Грызловăн Тав çырăвне те пĕр хутчен кăна мар тивĕçнĕ. Николай Павловича Гиннес кĕнекине кĕртмелле. 63 çулта вăл, анчах та паянхи куна çитсе те юратнă ĕçĕпе сывпуллашма шутламасть. Халичченех спортпа туслă. Мускав хулинчи йĕркелĕх хуралçисен спартакиадинче кăçал çамрăксенчен те иртсе кайнă, 1,5 тата 3 çухрăмлă дистанцисенче пĕрремĕш вырăн йышăннă. - Колькин пек çынсем милицин сумне çĕклеççĕ, - тенĕ ун пирки шалти ĕçсен управленийĕн начальникĕн кадрсем тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Анатолий Алексеевич Андриянко. - Паян, милици пирки тĕрлĕ калаçу-сăмах çÿрет. Унта карьера тăвассишĕн пырса кĕнисем те çук мар. Çирĕплетсех çапла калама пултаратăп: Николай Павловичран тĕслĕх илме тивĕçлĕ çак службăра хăйсене курас текенсен... Çакăн пек çын вăл пирĕн хисеплĕ ентеш, милицин подполковникĕ, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин тава тивĕçлĕ сот-рудникĕ Николай Павлович Колькин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика