Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИЕНЛĔ ПУЛĂМА ХИРĔÇ ПĔРЛЕХИ ВĂЙПА КĔРЕШМЕЛЛЕ

27 сентября 2003 г.

Çуллахи тăхтав хыççăн район Пухăвĕн депутачĕсем авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма вырăнти администрацисен пуçлăхĕсене, тĕрлĕ предприятисен, хуçалăхсен тата шкулсен ертÿçисене, ытти яваплă çынсене чĕннĕ. Пухăннисем умĕнче малтан “Районта преступноçа хирĕç кĕрешессине вăйлатмалли мерăсем çинчен” ыйтупа райадминистраци пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ В. Л. Михалик доклад туса пачĕ. Вячеслав Людвикович Йĕпреç Енре преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессипе кăçалхи 8 уйăхри кăтартусене тата киревсĕр пулăмсен сăлтавĕсене уçса панипе пĕрлех право йĕркисене çирĕплетессипе, преступноçăн тымарĕсене кăклассипе ĕçсене вăйлатассипе 2004-2006 çулсем валли хатĕрленĕ районти комплекслă программа çинче чарăнса тăчĕ. Çак документăн тĕп тĕллевĕ ра-йон территорийĕнче криминаллă лару-тăрăва лайăхлатассипе, граждансене преступниксенчен шанчăклăн хÿтĕлессипе, право йĕркине пăсассине сирсе ярас тĕллевпе профилактикăна вăйлатассипе çыхăннă. Кăçалхи кăтартусенченех уçăмлăн курăнать: обществăри сиенлĕ пулăмсем вăй илсех пыраççĕ. Енчен те отчетлă тапхăрта хулиганла тата экономикăна хирĕçле ĕçсем тăвасси чакнă пулсан, ытти преступленисен хисепĕ ÿсет. Киревсĕр те сиенлĕ утăм тума “хавхалантараканни” вара ĕçкĕ-çикĕ пулса тăрать. Çакна ларура тухса калаçнă кашни çынах палăртса хăварчĕ: Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. С. Аширов: “Уйрăм çынсем сăмакун юхтарса сутасси анлă сарăлнă. Çак сиенлĕ пулăма хирĕç вирлĕн кĕрешес ĕçре уйăх каялла вăя кĕнĕ Чăваш Республикин административлă правăна пăсни çинчен саккунне çул паратпăр. Унпа килĕшÿллĕн административлă çирĕп мерăсем йышăнмасан çав киревсĕр йăлана пĕтереймĕн. Айăпа кĕнисене, саккуна пăхăнманнисене пысăк штрафсем кĕтĕç. Сăмахран, çĕнĕ саккунăн 16-мĕш статйипе килĕшÿллĕн сутас тĕллевпе сăмакун юхтарнăшăн е çак хаяр шĕвеке туяннăшăн чи пĕчĕк ĕç укçин çирĕм пилĕк виçи таран тÿлеттерме пултараççĕ”. Çуллахи тăхтав хыççăн район Пухăвĕн депутачĕсем авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма вырăнти администрацисен пуçлăхĕсене, тĕрлĕ предприятисен, хуçалăхсен тата шкулсен ертÿçисене, ытти яваплă çынсене чĕннĕ. Буинск поселок администрацийĕн пуçлăхĕ А. С. Гулянов: “Пирĕн поселокра пулса иртекен инкексемпе хăрушă ĕçсен сăлтавĕсем йăлтах ĕçкĕпе çыхăннă. Нумаях пулмасть çак сăлтава пулах икĕ пушарта виçĕ çын çунса вилчĕ...” “Красный партизан” колхоз ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. И. Петров: “Ялта пурăнакансем ĕçкĕпе ашкăнасси тахçанах виçерен тухнă. Хуçалăхра ĕçлекен механизатор е выльăх-чĕрлĕх пăхакан эрех ĕçсе ĕçе тухманни хакла ларать. Уйрăмах çураки е вырма вăхăтĕнче сисĕнет çакă. Çак усал пулăма хирĕç хамăр кĕрешмесен, нихçан та çирĕп йĕрке пулмасть. Çĕнĕ саккунпа çине тăрса ĕçлемелле, вырăнти влаçăн çирĕп те хĕрхенÿсĕр мерăсем йышăнмалла, милицин ялта обществăлла йĕркене çирĕп-летесси çине нихçанхинчен пысăк тимлĕх уйăрмалла”. Райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Э. С. Николаев: “Ĕçкĕпе ашкăнакансене çирĕп явап тыттармалла. Вырăнсенче административлă комиссисене тухăçлă ĕçлеттерни кирлĕ”. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче çакна уйрăмах палăртса хăварчĕ: “Ĕçкĕ-çикĕ вырăнсенче кĕрешменнипе хуçаланать. Енчен те çак сиенлĕ пулăма хирĕç пĕрлехи вăйпа тăмасан, сăмакун юхтарса сутакансем те, ĕçкĕçсем те çаплах сĕм-сĕрленĕç. Кĕрешĕве вăйлатмалли çĕнĕ саккун пур халĕ, ăна пĕр тăхтаса тăмасăр пур çĕрте те “симĕс” çул памалла, унпа тухăçлă усă курса витĕмлĕ те курăмлă мерăсем йышăнмалла. Ку таранччен мĕнле пулнă; Комбайнер виçĕ кун ĕçе тухман - ăна уншăн айăпламан. Мĕншĕн тесен ун вырăнне ĕçлеме çын çук тата ыт. те. Акă ăçтан пырать тÿнтерлĕ пулăмăн тымарĕ. Кунта пĕр ертÿçĕ нимĕн те тăваймасть. Пĕрле вăй хумалла”. Депутатсем сÿтсе явнă районти комплекслă программăна çирĕплетме йышăнчĕç, ăна пурнăçласа пырассипе конкретлă мерăсем йышăнмаллине палăртрĕç. Ларура кун йĕркинчи икĕ ыйтупа ЧР Финанс министерствин районти финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. В. Короткова информаци туса пачĕ. ЧР прокурорĕн протес-чĕсене пăхса тухса депутатсен районти Пухăвĕ кăçалхи июнĕн 27-мĕшĕнче çи-рĕплетнĕ “Йĕпреç районĕнче налуксене йĕркелесе пырас ыйтусем çинчен” положение тата 2002 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи “Йĕпреç районĕн 2003 çулхи бюджечĕ çинчен” йышăнăвăн 9-мĕш статйине улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. Ларура çавăн пекех район прокурорĕ тăратнă протестпа килĕшÿллĕн район Уставне те улшăнусем кĕртсе хăварчĕç, “Красный фронтовик” колхозăн Кĕ-лĕмкассинчи гидротехника сооруженине (пĕвене) район администрацийĕн балансне пама йышăнчĕç, награда материалĕсене пăхса тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика