Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МИНИСТЕРСТВО “ДЕСАНЧĔ” — ПИРĔН РАЙОНТА

14 сентября 2002 г.

Иртнĕ кĕçнерникун район администрацийĕн ларусен залне ял-поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем: çурт-йĕр: çул-йĕр: газ кĕртекен предприятисен яваплă çыннисем пуçтарăнчĕç. Пĕрлехи канашлура сÿтсе явма тăратнă ыйтусем пурте халăх пурнăçне малалла лайăхлатассипе: социаллă сферăна: капиталлă строительствăна ăнăçлă аталантарассипе çыхăннăскерсем. Канашлу ирттерме пирĕн района Шупашкартан официаллă çынсен “десанчĕ” килчĕ. Унăн йышĕнче ЧР Строительствăпа архитектура тата çул-йĕр министерствинче ĕçлекенсем. Ушкăн ертÿçи — В. Н. Филатов министр. Ушкăнра ЧР çул-йĕр хуçалăх департаменчĕн ертÿçи Л. В. Вячеславов: министр çумĕ С. В. Качин: Минстройăн пай пуçлăхĕ Н. Н. Михайлова: строительствăпа архитектура управленийĕн пуçлăхĕ Г. Л. Димитрова тата инвестици программисен управленийĕн консультанчĕ С. А. Савельев пулчĕç. Пĕр министерствăран кун чухлĕ çын района пĕр харăс килни халиччен пулманччĕ-ха. Çавăнпа та малтанах ăшра иккĕленÿллĕ ыйту та çуралчĕ: “Канашлу вырăнне мĕншĕн пирĕн района суйласа илнĕ?” Ку ыйту çине çийĕнчех тивĕ çлĕ хурав илме май килчĕ. ЧР Президенчĕн Администрацийĕ халĕ пур районсемпе хуласенче те министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхĕсене ĕ ççыннисем умĕнче отчетсем туса пама явăçтарать иккен. Строительство министерстви: çак йĕркепе усă курса: хăйĕн ĕçлĕ “çулçÿревне” Йĕпреç тăрăхĕнчен пуçланă. Апла пулсан: ку енĕпе районти лару-тăру начарах шайра мар. Канашлăва: кĕске сăмах каласа: ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев уçрĕ. Çак мероприяти тĕллевне уçса панă хыççăн вăл ЧР Строительствăпа архитектура тата çул-йĕр министрне В. Н. Филатова сăмах пачĕ. Владимир Николаевич ЧР Президенчĕ: Министрсен Кабинечĕ туса ирттерекен тĕллевлĕ Программăсем мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ: хăй ертсе пыракан министерство çулталăк пуçланнăранпа мĕн-мĕн туни: йывăрлăхсемпе чăрмавсем çинче чарăнса тăчĕ. Экономика кризисĕ тарăнланса пынине пăхмасăр пирĕн республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те: çĕнĕрен автоçулсем хывасси те: киввисене юсасси те: ĕççыннисене çутçанталăк газĕпе тивĕ çтересси те: ял-поселоксен инфраструктуринче çĕнĕлĕхсене çул парасси те малтан палăртса хунă планпах пулса пыраççĕ. Тинĕс тумламран пухăнать: тенешкел: Чăваш Енĕн ку отрасльсенчи кăтартăвĕсене лайăхлатас ĕ çе пирĕн район та тивĕ çлĕ тÿпе хывать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ: капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ В. Г. Пименов туса панă отчетран çакă уçăмлă курăнчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 8178 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр тунă: 20 çухрăм тăршшĕ газ пăрăхĕ хывнă: 1 çухрăм тăршшĕ асфальт сарнă. Строительство ĕçĕсен хăвăртлăхĕ татах та пысăкрах пулма пултарнă: анчах та çак тĕллеве çитме мĕнле сăлтав чăрмантарни каламасăрах паллă. Капиталлă строительство ĕçĕсен калăпăшне ÿстерме уйрăм çынсем çĕкленĕ çуртсем кăна пулăшнă. Унччен эпир строительство организацийĕсен ĕ çĕсемпе тивĕ çлипе курнăçланаттăмăр. Шел пулин те: хальхи вăхăтра вĕсен тăрăшулăхĕ те: пуçарулăхĕ те курăнмасть. ЧР Президенчĕ çурт-йĕр çавăракансене пама çирĕплетнĕ çăмăллăхсем ялсенче пурăнакансемшĕн чĕрĕ сывлăш пекех кирлĕ пулчĕç. Указ вăя кĕнĕ хыççăн çамрăк çемьесем уйрăм çурт лартасси вăйланчĕ. Паллах: ку ĕ çре те татса памалли темĕн чухлех-ха. Чăваш Тимеш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н. П. Чугаров каланă тăрăх: çĕнĕрен çĕкленсе ларнă кил-çуртсене çутă кĕртесси чăтма çук пысăк йывăрлăхпа пулса пырать. “Кун пирки Министрсен Кабинечĕ ятарлă хушу та кăларнăччĕ. Татăклă улшăну туни курăнмарĕ-ха”: — терĕ пăшăрханнă пуçлăх. Çавăн пекех газ кĕртнĕшĕн халăха хăйне тухакан пая каялла тавăрса парас ĕ çре те йĕркеллĕ теме çук. “Пур ĕçре те чи кирли — юлашкинчен пулакан кăтарту. Республикăра газпа усă куракан кил-çемьесен йышĕ ÿссех пырать. Ку: паллах: савăнтарать. Анчах та чылай çĕрте çутçанталăк ырлăхне илсе пыракан пăрăхсене вăл е ку ял патне çитереççĕ те ĕ ç чарăнса ларать. Кил хуçи хĕрарăмĕсем вара хăйсен кил-хваттерĕсенче “сенкер çулăм” çуталса каясса тÿсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ. Урăхла каласан: пăрăх хывнипе уйрăм çуртсене газ кĕртесси хушшинче пысăк уйрăмлăх пур”: — асăрхаттарчĕ министр. В. Н. Филатов пуçлăхсене канăç паман пур ыйту çине те витĕмлĕн хуравланă пек туйăнчĕ. Министр канашлура вĕсем çĕклемен ыйтусене те хускатрĕ: лару-тăрăва çăмăллатма пулăшас тĕллевпе усăллă сĕнÿ-канаш сахал мар пачĕ. Районти капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕшĕн В. Г. Пименовшăн çакă хăйне майлă экзамен тытниех пулчĕ пулас. Отчет туса панă чухне В. Н. Филатов темиçе хутчен те чарса ăна ыйтусем пачĕ. Программăпа пăхнă тĕллевсене çулталăк вĕ çлениччен ĕ çпе çирĕплетме май килнине уçăмлăн палăртнă хыççăн тин Владимир Николаевич калаçăва урăх еннелле куçарчĕ... Канашлура çул-йĕр хуçалăх департаменчĕн ертÿçи Л. В. Вячеславов: официаллă ытти çынсем тухса каларĕç: республикăра йышăннă йышлă программăсене пурнăçа кĕртес енĕпе ÿлĕмрен мĕн çине ытларах витĕм хумаллине уçса пачĕç. В. Н. Филатов ертсе пыракан Министерствăн ĕçлĕ çыннисем пирĕн районта ирттернĕ канашлу халлĕхе пĕрремĕш. Апла пулсан та: ăна “малтанхи икерчĕ” шăпи кĕтмерĕ. Канашлу ĕçлĕ лару-тăрура иртнине палăртрĕç унта хутшăннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика