Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САХАЛ МАР ĔÇ ТУНĂ: ПУРНĂÇЛАМАЛЛИ ТАТАХ ТА ПУР

21 сентября 2002 г.

Çу ăшшисем пĕтрĕç ĕнтĕ. Акă: сисмĕпĕр те: шартлама сивĕсем пуçланĕç. Районти культура учрежденийĕсем хĕле мĕнле хатĕрленнине тата авăн уйăхĕнчи ĕçсен планне еплерех пурнăçланине ятарлă тĕрĕслев ушкăнĕ хакларĕ. Вăл Çĕнĕ Выçлири: Хурамалти: Чăрăшкассинчи: Кĕлĕмкассинчи: Туçари культура çурчĕсене: Тури тата Анатри Кĕлешкасси ялĕсенчи клубсене çитсе курчĕ. Çак культура учрежденийĕсен ертÿçисем çуртсенчи йĕркешĕн тăрăшаççĕ: вĕсен тавралăхĕнче те тирпейленĕ: картасене юсасах тăраççĕ. Ĕç планне кĕртнĕ мероприятисене хăçан ирттерессине палăртнă графикне халăх пурăнмалли вырăнсене çакнă: кашнинчех “Культура çутĕç ĕçченĕн кĕтесĕ” пур. Маларахри тĕрĕслевсенче панă сĕнÿсене тимлĕхе илеççĕ. Акă: Çĕнĕ Выçлири культура çуртĕнче стендсем: хатĕрлессипе сĕнÿ панăччĕ. М. Н. Мылина кĕске вăхăтра “Çĕр пин юрă: çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче”: “Мĕнле илемлĕ: кăмăллă эпир паян” стендсем йĕркеленĕ. Кунта хуçалăх тĕлĕшĕнчи ĕçсем пурнăçламасăр юлнă% коридорти рамăсемпе чÿречесене юсамалла. Хурамал ялĕнчи тĕп культура çурчĕн таврашĕнчи картасене: курав залĕнчи тенкелсене юсанă. Маттур: хĕрсем! Туслăн вăй хураççĕ. Пур документаци те йĕркере. Хăйсен методика кĕтесне литературăпа пуянлатсах тăраççĕ. Мероприятисем ирттернĕ сценарисене ятарлă папкăсене хăш уявра усă курнине шута илсе пайласа хунă. Хĕле хатĕрленнĕ май чÿрече хушшисене питĕресси çеç юлнă. Кĕлĕмкассинчи культура çуртĕнче урайсене сăрланă. Сивĕсем çитиччен чÿречесене тасатмалла тата çил вылякан хушăксене хупламалла. Туçари культура çуртне тирпей-илем кĕртессипе хĕрÿ тапхăр пырать. Кунти ĕçченсем хăйсен вăйĕпе стенасемпе урайсене сăрлаççĕ: сценăна юсаççĕ тата ытти те. Тĕп алăк патĕнчи пусмасене çĕнетнĕ. Кунсăр пуçне Чĕмпĕрте иртекен тĕрек халăхĕсен регионсен хушшинчи иккĕмĕш фестивальне хатĕрленме те вăхăт тупаççĕ. Тури Кĕлешкассинчи клубра тирпей хуçаланать: таса. Анчах фойери чÿрече кантăкне лартмалла. Асăрхаттару паллисем çакмалла. Анатри Кĕлешкассинчи клуб юлашки тапхăрта капăрланчĕ. Унăн заведующийĕ пулма шаннă çын чунне парса ĕçлени куçкĕрет. Стенд хатĕрлесе çакнă. Документаци йĕркере. Анчах клуб хĕле хатĕрех мар. Чÿречесене кантăксем тата икĕ хутлă рамăсем лартмалла. Сивĕсем пуçлансан çурта хутса ăшăтма вутă çук. Чăрăшкассинчи культура çуртĕнче ертÿçĕ вырăнĕнче тимлекен çын вăхăтлăх вăй хунине шута илсе унран çирĕпех ыйтмарăмăр. Кунта алă усса ларманни курăнать. Алăк шăтăкĕсене сивĕ кĕмелле мар хупланă: библиотека вырнаçнă пÿлĕм урайĕсене юсанă. Çурта тул енчен йĕркене кĕртме хатĕрленеççĕ: çак тĕллевпе хăйăрпа цемент кÿрсе килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика