Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕпреçе тата тепĕр парне

04 сентября 2002 г.

Йĕпреçе тата тепĕр парне“Район центрĕн Черноречка микрорайонĕнче сывату учрежденийĕ уçăлать” текен хыпар халăх хушшинче сарăлнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вара ăна савăнăçлă йĕркепе уçрĕç. Ку мероприяти пĕлтерĕшĕпе витĕмне ÿстерме пулăшаканни вара Йĕпреçе Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров килни пулчĕ. Черноречка тăрăхĕнчи халăх Н. В. Федоров килессе кĕтсе, тахçан ача сачĕ пулнă çурт умĕнчи лапамран кайма шутламарĕ. Вĕсен йышĕ кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлне татах та ÿсрĕ. Хăй вăхăтĕнче шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ кашни ирех ачасене йышлăн кĕтсе илетчĕ. Воспитательсемпе няньăсем, пĕчĕккисене тĕрĕс-тĕкел пăхассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Пурăна-киле Йĕпреçре те, ытти çĕрти пекех, ача çуратасси палăрмаллах чакса кайрĕ. Асăннă садик та çурма хăватпа кăна ĕçлеме пуçларĕ. Унăн пĕр пайĕнче ирсерен ачасен савăк шавĕ илтĕнме пăрахрĕ. Пушанса юлнă çуртпа мĕн тумалла; Ку ыйту çине тĕрĕс хурав тупма пултарнăшăн тав тăвас килет паян малĕмĕтлĕ çынсене. Вĕсем район администрацийĕнчен çак çуртăн пĕр пайне çемье врачĕн офисне уçмашкăн ирĕк пама ыйтнă. Пархатарлă тĕллеве хурлама çук, мĕншĕн тесен вăл ЧР Президенчĕн “Сывлăх” программине туллин тивĕçтерет. Районти тĕп больницăри О. П. Ямуткова врач-терапевт çак ĕçе пурнăçа кĕртессине хăй çине илнĕ. ...Н. В. Федоров Президент тата унпа пĕрле çÿрекен ушкăн кăнтăрла иртни 3 сехет тĕлне килсе çитрĕç Йĕпреçĕн асăннă микрорайонне. Пухăннă çынсем хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕç Николай Васильевича. Кĕр хĕвелĕн йăлтăркка шевлипе çуталакан чечен чечек çыххи куçрĕ унăн аллине. “Эпир Сире тулли кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетпĕр, хаклă Николай Васильевич, — терĕ хăй хумханнине пăртак та пулин пытарасшăн пулнине палăртнă май çемье врачĕн офисĕн “пуçлăхĕ” О. П. Ямуткова. — Пире кулленех пулăшу парса пынăшăн Сире, Сывлăх сыхлавĕн министерствине тата район администрацине чун-чĕререн тав тăватпăр”. Н. В. Федорова сăмах параççĕ. Вăл паянхи кун Йĕпреç тăрăхĕнче пурăнакансен асĕнче чылайлăха юлассине шанса тăнине палăртрĕ. “Çак кун социаллă пысăк пĕлте-рĕшлĕ ыйтусене пурнăçа кĕртнипе палăрса тăрĕ, — терĕ вăл. — Çынсен сывлăхне сыхласси чыслă та пархатарлă ĕç пулнипе пĕрлех хальхи тапхăрта çĕршыв шайĕнче татса пама тивĕçлĕ ĕç пулса тăчĕ. ÿт-пÿпе ăс-тăн енчен сывă çынсем кăна обществăна малалла тĕрĕс-тĕкел аталантарса пыма пултарĕç. Çавна шута илсе эпир ÿлĕмрен те хамăр республикăра медицинăри çĕнĕлĕхсене шанчăклăнах çул парса пырăпăр. Кăçалхи çул вĕçлениччен Чăваш çĕршывĕнче 2000е яхăн çемье врачĕн офисне уçма палăртнă. Вăл ĕçпе çирĕпленсе пыни куçкĕретех”. Николай Васильевич халăха савăнтаракан хыпар пĕлтерчĕ: вăл çĕнĕ офиса “Васкавлă пулăшу” машини парнелесе пачĕ. Тĕлпулура Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н. В. Суслонова, районăн тĕп врачĕ С. В. Мандрюкова сăмах каларĕç, республика ертÿçисене тĕллевлĕ пулăшу кÿнĕшĕн тав турĕç. Юлашкинчен Н В. Федоров район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев, официаллă ытти çынсем çемье врачĕн офисне кĕрсе курчĕç. Шалта хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Малашне ку микрорайонта пурăнакан çынсем, ватти-вĕтти таранах, çак учрежденире хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме, квалификациллĕ пулăшу илме пултарĕç. Ветерансем уйрăмах савăннă иккен. Ара, вĕсен ытти чухнехи пек районти тĕп больницăна çÿресе вăхăт ирттермелле пулмасть-çке. Пурăна-киле, тен, çак офис çумĕнчех аптека та уçăлĕ. Офиса савăнăçлă йĕркепе уçнă хыççăн Н. В. Федоров халăхпа тĕл пулчĕ. Калаçу хамăрăн кулленхи пурнăç, ĕç-хĕл, тăван тавралăха тирпей-илем кÿресси тавра пычĕ. Вăл ку енĕпе йĕпреçсене хурласа та илчĕ. “Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн пур чухне те кирлĕ пек тăрăшни курăнмасть-ха, — терĕ Николай Васильевич. — Культура тени чи малтан чун-чĕре тасалăхĕнчен, кăмăл пуçарулăхĕнчен пуçланать. Ку ĕçе пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ те кирлĕ мар. Хамăрăн кăна куллен кун çине тăрса ĕçлеме тытăнмалла”. Йĕпреç çыннисем Президентăн чунтан тухнă сăмахĕсене ăша хывса тăнланă пек туйăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика