Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫН СЫВЛĂХĔ — ЧИ ХАКЛИ

25 сентября 2002 г.

Пирĕн районта харпăрлăхăн тĕрлĕ формисене тĕпе хурса ĕçлекен промышленность предприятийĕсем 50 ытла. Вĕсенче 8 пине яхăн çын ĕçлет, çав шутран çурри — хĕрарăм. Коллективсенче производствăра аманса-сусăрланассин шайĕ кăçалтан 8 уйăхра пĕлтĕрхи çав шайринчен чакни палăрать. Акă, виçĕ çул каялла инкеке лекнĕ çынсен йышĕ 19 çынна çитнĕччĕ. Ун чухне çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (ĕçлекен 1000 çын пуçне шутласан 0,176, Чăваш Республикинчи кăтарту — 0,146). Кашни çын пуçне ĕçлемесĕр 41,6 çын-кунĕ çухатнă. (Республикипе — 32,5 çын-кунĕ). Пĕлтĕр вара 15 çын аманнă, 2 çын вилнĕ, 1 çамрăк йывăр суранланнă. Кăçалхи сакăр уйăхра сусăрланнисен йышĕ 6 çын пулнă, вĕсенчен пĕри вилмеллех аманнă, иккĕшĕ йывăр сурансемпе больницăна лекнĕ. Ĕç сыхлавĕпе ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнман тĕслĕх “Патман” ялхуçалăх кооперативĕнче (ертÿçи — В. К. Никифоров) пулнă. Кунта çулталăк пуçланнăранпа ялхуçалăх производствинче 1 çын вилнĕ, 1 çын йывăр аманнă. Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ; Хуçалăхра ĕçе тивĕçлипе йĕркелессин, ĕç тата производство дисциплинине пăхăнассин тата вăл е ку ĕçе пурнăçлама ăспа кадрсене явăçтарассин шайĕ ытла та пĕчĕк. Çакăн пек хуçасăрлăхпа тимсĕрлĕх ĕçре инкек-синкек пуласси патне илсе пыраççĕ те. Районти хуçалăхсенче ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, ĕç сыхлавне лайăх йĕркелессипе çыхăннă ятарлă программăсем туса хатĕрлемен. Чăн та, пĕрлехи килĕшÿсем йышăннă-ха, анчах та вĕсене ячĕшĕн çеç тунă пек туйăнать, вĕсенче мĕн çырса хунине тĕплĕн ниçта та тишкермеççĕ. Агропромышленность комплексĕн предприятийĕсенче халĕ те ĕçе алă вăйĕпе тăвассин шайĕ пысăк. Çакă вăл выльăх-чĕрлĕх фермисенче уйрăмах сисĕнет. 16 хуçалăхран 12-шĕнче юсав мастерскойĕсем пур, тăваттăмĕшĕнче вара ялхуçалăх машинисене уçă пĕлĕт айĕнчех юсаççĕ. Районти хуçалăхсенче юлашки 5 çул хушшинче професси чирĕсемпе чирленĕ 18 тĕслĕхе (çав шутра — 9 хĕрарăм) шута илнĕ. Сывлăхĕсем хавшанă çынсем механизаторсемпе дояркăсем хушшинче ытларах. “Красный фронтовик”, “Патман”, “Колос”, “Знамя” тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан çынсене медицина тĕрĕслеттерĕвне кирлĕ пек явăçтарман. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пуçарăвĕпе тата Раççей Федерацийĕн ĕç сыхлавĕн никĕсĕсем çинчен Саккунĕпе килĕшÿллĕн, районти промышленность, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсене ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем тăрăх вĕрентессине йĕркеленĕччĕ. Вĕренĕве производствăн пур отраслĕсенче ĕçлекенсем те хутшăнчĕç. Вăл малалла пырать. Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене ăнăçлă татса парасси чи малтанах кадрсенчен тата çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрса панинчен килет. РФ Саккунĕн 19-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, продукци туса илме тухакан мĕнпур тăкаксен 0,1 процентне ĕç сыхлавĕпе пăхнă çĕре ямалла. ,çлекен кашни çын пуçне уйăрнă укçа-тенкĕ çапла пулнă% виçĕмçул — 205 тенкĕ, пĕлтĕр — 283 тенкĕ (Чăваш Республикине — 569). Куратăр ĕнтĕ, пирĕн районта çак тĕллевпе уйăракан укçа виçи икĕ хут пĕчĕкрех. Ленин ячĕллĕ (40 пин), Калинин ячĕллĕ (100 пин), Ильич ячĕллĕ (450 пин) хуçалăхсенче ĕç сыхлавне кун йĕркинче тытаççĕ пулсан, Киров ячĕллĕ (7 пин), “Путиловка” (3,2 пин), “Трудовик” (4 пин), “Заря” (2 пин) хуçалăхсенче çакна калаймăн. Вĕсем ĕç сыхлавĕпе ĕç хăрушсăрлăхĕ валли ытла та сахал укçа-тенкĕ уйăраççĕ. “Кубня”, “Заря”, “Колос” хуçалăхсенчи ĕçлекен çынсене сыхлав-хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерессин шайĕ мĕн кирлин 20 проценчĕ чухлĕ кăна. Хăшпĕр çĕрте груз йăтакан механизмсен усă курмалли вăхăчĕ тахçанах иртнĕ. Ытти çитменлĕх те нумай. Нумаях пулмасть республикăра ĕç сыхлавĕпе семинар иртрĕ. Халĕ пур çĕрте те унта пăхса тухнă ыйтусене сÿтсе явмалла. Çын сывлăхĕ — чи хакли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика