Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Выçлири пике-тренер

14 сентября 2002 г.

Некрасов поэминчи “чупакан лашана чарать, çунакан çурта кĕрет” евĕр сăнарсем чăваш пикисем хушшинче те тĕл пулаççĕ. Çавăн пек хĕр Çĕнĕ Выçлире те пур. Ку вăл Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ — Ксения Германовна Гурьева. Сăмах май каласан, вăл кăçал районти “Чи лайăх çамрăк специалист” ята тивĕçрĕ. Ксюша 23 çулта. Çĕнĕ Выçлири тĕп шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăл хăйĕн пурнăçне спортпа тачă çыхăнтарнă — Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче çăмăл атлетикăра В. В. Тихонов тренер тимленипе ăсталăхне туптама пуçланă. Училищĕре хавхаланса пĕлÿ пухнă, “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Республикăн тĕп хулинче вĕреннĕ пулин те, Йĕпреçри ăмăртусенчен те айккинче юлман. 1991—1995 çулсенче районта мала тухассишĕн кашни чемпионатра тенĕ пекех 1—1,5 çухрăм дистанцире вăй виçсе пĕрремĕш пулнă. Шупашкарта пĕлÿ пухнă тапхăртах Чăваш Ен чемпионачĕсенче тупăшнă, чупассипе республикăра йĕркеленĕ Раççей ăмăртăвĕсене те хутшăннă. Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ун чухнехи ертÿçи В. В. Константинов явăçтарнипе Ксюша Шупашкарта иртнĕ олимпиадăсенче темиçе хутчен те ăмăртнă. Спортпа туслă пике 1995 çулта Канашри педагогика колледжĕн физкультура факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ хушăра та Çĕнĕ Выçли хĕрĕ ăмăртусене хастар хутшăннă. Педколледж чысне хÿтĕлесе районти кĕркуннехи тата çуркуннехи çăмăл атлетика тупăшăвĕсенче пĕр сиктерми вăй виçнĕ, Канаш тăрăхĕнчи спортсменсене кая хăварса финиша яланах пĕрремĕш е иккĕмĕш çитнĕ. Ксюша çавăн пекех йĕлтĕрпе чупассипе Канаш районĕн чемпионачĕсенче çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ. Училищĕсем хушшинче йĕркеленĕ баскетбол вăййисенче ăмăртнă. Вăл çавăн пекех шывра ишме юратнă. Хулари вакунсем юсакан заводăн бассейнне çÿренĕ. Хăйсемпе пĕр курсри хĕрсенчен крольпа та, брасспа та ишсе дистанцисене чи хăвăрт парăнтаракансенчен пĕри пулнă. Ÿркенмен çын пур енĕпе те пултаруллă çав. Педколлледжран вĕренсе тухас умĕн экзамен евĕр йĕркеленĕ гимнастика ăмăртăвĕсенче те Ксюша пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Студентсен çуркунни” илемлĕ пултарулăх конкурсĕнче Çĕнĕ Выçли пики виçĕ çул тăршшĕпех тăван факультет командипе сцена çине тухнă. Унта вăл юрланă та, сценкăсенче тĕрлĕ сăнарсем те кăларнă. Канашри педколледжран пĕлÿ илсе тухсан Ксения Гурьева И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Халĕ вăл тăваттăмĕш курс студентки. Пĕлтĕрхи çуркуннеренпе çамрăк çăмăл атлет Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Çĕнĕ Выçлири филиалĕнче тренерта тимлет. Секцие 15-шер ачаран тăракан виçĕ ушкăн çÿрет. К. Гурьева патĕнче хăнăху илекен ачасем пĕлтĕр юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче районти çăмăл атлетсен чемпионатĕнче вăй виçнĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Кăçалхи ака уйăхĕнче Кĕлĕмкассинче иртнĕ çакăн йышши ăмăртура вĕсем тата ăнăçлăрах вăй виçнĕ. Çамрăк тренер вĕренекенĕсем çеç мар, вăл хăй те тĕрлĕ тупăшусенче лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Акă, ака уйăхĕнче Йĕпреçре СССР чемпионĕ Тимофей Петров парнисене çĕнсе илессишĕн пынă турнирта чупса тухассипе çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Чăваш Ен чемпионатĕнче 3 километра хăвăрт чупассипе хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче ăмăртса виççĕмĕш пулнă. Сăмах май, унта пĕрремĕш вырăна тĕнче класлă спорт мастерĕ — Хурамал хĕрĕ Ирина Пудовкина йышăннă. К. Гурьева ачасемпе чунне парса ĕçлет, вĕсене спортпа тачă çыхăну тытма хавхалантарать. Акă, пике-тренер хĕлле марафон йĕркеленĕ. Вăл ертсе пынипе ачасем пĕр эрне кашни кун йĕлтĕрпе чупса тĕрлĕ ялсене çул тытнă. Çапла вĕсем Хумри Ишеке, Хурамала, Чăрăшкассине, Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлине, Хурнайне, Кĕтне Пасарне çитсе курнă. Ксения Германовна ачасенчен чи чăтăмлисене парнесемпе тата грамотăсемпе хавхалантарнă. К. Гурьева спортпа музыка кунĕсем те ирттерет. Эстафета евĕр тупăшусен тăхтавĕнче куракансем илемлĕ пултарулăх номерĕсем — юрă-ташă пăхса киленеççĕ. Хĕллехи вăхăтра Ксюша ялти хĕрсем валли аэробика занятийĕсем ирттернĕ. Ку чиперуксене сывлăхĕсене çирĕплетме те, яш пÿллĕрех пулма та пулăшать. Ĕçсенчен пушансан, Ксюша аллине кĕнчеле тытса çăм арлать, алсиш-нуски çыхать. Çулла пахчара тулли кăмăлпа вăй хурать, вăл тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерме кăмăллать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика