Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туйсем, туйсем, туйсем...

14 мая 2003 г.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Тимешри библиотекăра çемье уявĕ иртнĕ. Малтан ял администрацийĕн специалисчĕ Р. П. ; Лариса Ильиничнапа Николай Афанасьевич Михайловсен тата Зоя Алексеевнапа Николай Алексеевич Григорьевсен ылтăн туйĕсене çирĕплетнĕ. Унтан нумай ачаллă çемьесене - Валентина Ефимовнапа Вениамин Семенович Ивашкинсене (11 ача) тата Ангелина Васильевнапа Феофил Федорович Морковкинсене (9 ача) чысланă. Çак тăватă çемье те ял-йышра хисепре. Чăваш Тимешри ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н. П. Чугаров, Ильич ячĕллĕ колхоз председателĕ П. В. Чугаров мăшăрсене саламларĕç, хаклă парнесем пачĕç. Çемьесем уява килнĕ халăха пурнăçри паллă тата уйрăмах асра юлнă самантсемпе паллаштарнă, ачисем ашшĕ-амăшне тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунă. Ялти культура ĕçченĕсем мăшăрсем ячĕпе юрă-ташă лартса панă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пĕчĕк Упакассинчи культура çуртĕнче çемье чăмăртаса çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысланă. Уяв шап-шурă карăсемпе, юрату çинчен ăсларăшсем çырнă плакатсемпе, чечексемпе тата ялкăшса çунакан гирляндăсемпе илемлетнĕ сцена çинче иртнĕ. Мăшăрсене пĕрин хыççăн теприне пирĕшти евĕр тăхăннă кĕçĕн çулхи тăватă хĕрача илсе тухнă. Унтан чăн-чăн туй евĕр кăтарту пуçланнă. Мăнкĕрÿпе (культура çурчĕн илемлĕ пултарулăх ертÿçи Виталий Еразумов) хушпусем тăхăннă хĕрарăмсем мăшăрлану çинчен такмаксем шăрантарнă, юрă-ташăпа савăнтарнă. Уява Людмила Павлова ăста йĕркелесе ертсе пынă. Мария Архиповнапа Авенир Васильевич Марушевсене тата Евдокия Александровнапа Сидор Васильевич Васильевсене Пысăк Упакасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е. В. Петрова ылтăн туйĕсемпе саламласа парнесем панă. Марушевсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухиччен райпора вăй хунă, Васильевсем колхозра тăрăшнă. Районти потребительсен обществин председателĕ В. П. Пахомова Марушевсене, “Путиловка” хуçалăх Васильевсене мăшăрланнăранпа 50 çул çитнипе ăшшăн саламласа парнесемпе чысланă. Марушевсемпе Васильевсен ылтăн туйсене савăнăçлă лару-тăрура çирĕплетнĕ. Çамрăксене çырăнтарнă чухнехи евĕрлех “Йÿçĕ!” тесе кăшкăрнă. Мăшăрсене ачисемпе çывăх тăванĕсем саламланă. Елена Павловнапа Николай Никитич Даниловсем те Марушевсене чыслама килнĕ. Даниловсем шăп 30 çул каялла, çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче, пĕрлешнĕ. Вĕсене те çав ятпа Пысăк Упакасси ял администрацийĕнчен парне тухрĕ. Пĕчĕк Упакассинчи Нина Ефимовнапа Василий Тимофеевич Димитриевсен те çак вăхăталла пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ. Сывлăх енчен хăйсене япăх туйнăран вĕсем уява пырайман. Культура çуртĕнчи уяв вĕçленсен районти ЗАГС ĕçченĕсем, ял администрацийĕн пуçлăхĕ тата мăн кĕрÿпе хушпуллă туй арăмĕсем Димитриевсем патне çул тытнă, ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламланă. х х х Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пăкăянти культура çуртĕнче çак тăрăхри ултă мăшăрăн юбилейлă туйĕсене паллă тунă. Кăçал Лидия Романовнапа Виталий Егорович Егоровсем тата Екатерина Егоровнапа Василий Иванович Руссковсем пĕрлешнĕренпе 45 çул, Екатерина Сергеевнапа Поликарп Венедиктович Венедиктовсем, Юлия Николаевнапа Александр Николаевич Петровсем, Анна Даниловнапа Геннадий Яковлевич Романовсем мăшăрланнăранпа 40 çул, Альбина Васильевнапа Станислав Иванович Николаевсем пĕр çемье чăмăртаннăранпа 25 çул çитнĕ. Юбилейлă туйсем ячĕпе мăшăрсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г. П. Егоров, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи В. В. Степанова, ветерансен канашĕн председателĕ С. Г. Яндутов саламланă. Уява ертсе пыракансем халăха кашни çемьен пурнăçĕпе паллаштарнă. Мăшăрсене вырăнти культура ĕçченĕсем юрă-ташă парнеленĕ. Виçĕ ялта та çемье уявĕсем питĕ кăмăллă иртнĕ. Унта ятарласа альбомсем, стендсем хатĕрленĕ. ЗАГС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем Т. А. Мородинапа Р. Д. Иванова та уявсенче çемьесене район администрацийĕ ячĕпе саламланă, мăшăрсене чыслă юбилярсен кĕнеки çине алă пустарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика