Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Кашни ветерана - çемье хăтлăхĕ”

07 мая 2003 г.

Районти социаллă ĕçченсем хушшинче “Професси енĕпе чи лайăххине» палăртас тĕллевпе Хурамалти ветерансен çуртĕнче конкурс иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - ватăсене социаллă пулăшу парассин пахалăхне лайăхлатасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, çĕнĕ мелсене аталантарасси. Кăçалхи конкурса Çемье çулталăкне халалланă, вăл “Кашни ветерана - çемье хăтлăхĕ” чĕнÿпе иртрĕ. Тупăшура çак сферăра ĕçлекенсем малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, мĕнле тавракурăмлине кăтартрĕç. Конкурсанткăсем социаллă тивĕçтерÿ йĕркине, ватлăх çулĕсенчи çынсен кăмăл-туйăмĕн хăйнеевĕрлĕхне пĕлнине, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама пултарнине çирĕплетрĕç. Вĕсем çавăн пекех кулинари енĕпе те тупăшрĕç. Пуринчен ытларах - 40 балл илме май пур çĕртен 34 балл пухса - Йĕпреçри ветерансен çуртĕнчи Алевтина Степановапа Елена Ефимова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Хурамалти Валентина Кириллова - виççĕмĕш вырăнта. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Елчĕкре республикăри социаллă ĕçченсен зонăри конкурсĕ иртет, унта тăхăр район хутшăнмалла. Йĕпреç Ен чысне Алевтина Степанова хÿтĕлĕ. Елчĕкри тупăшура малти виçĕ вырăна тухакансем çĕртме уйăхĕнче республикăра социаллă ĕçченсен конкурсĕн финалĕнче вăй виçĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика