Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнтăлса ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

14 мая 2003 г.

Ăнтăлса ĕçлесен çитĕнÿ пулатехАтă-пушмак юсаттармалла-и пирĕн е килте усă куракан çĕвĕ машини, холодильник, телевизор ванса кайрĕ е кăткăс оборудовани, кĕпе çумалли машина чăхăмларĕ - эпир тÿрех пулăшу ыйтма йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятие çул тытатпăр. Пĕр-пĕр паллă кун валли е ахаль чухне тăхăнма çыпăçуллă тумтир çĕлеттерес тесен те çакăнтах килетпĕр. Кунта кашнин ыйтăвнех тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Мĕнле предприяти пирки сăмах пынине вулакансем ăнланса та илчĕç ĕнтĕ. Ку вăл пирĕн районти халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен “Мария” муниципаллă предприяти. Районта çакăн йышши предприяти уçнăранпа кăçалхи май уйăхĕнче шăп та лăп 60 çул çитет. Комбинат историне пĕлетпĕр-и-ха эпир, йĕпреçсем; Г. Б. Матвеевăн 1993 çулта пичетленсе тухнă “Йĕпреç Ен” кĕнекинче çырнă йĕркесемпе паллашнă хыççăн унăн кунçулĕн паллă тапхăрĕсем куç умне тухаççĕ. Йĕпреçре çĕвĕ изделийĕсем, атă-пушмак хатĕрлекен промышленноç комбинатне 1943 çулта туса хунă. Çак предприятирех металран тунă мĕнпур изделисене стройран тухсан ремонта йышăннă, çынсем çавăн пекех хăйсен пÿрт-çуртне юсаттарма заказ пама та çакăнтах килнĕ. Ун чухне районти çынсен йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен промышленноç комбиначĕ унччен авиашкул пулнă çуртра вырнаçнă. Кунта çăматă йăваланă, строительствăра усă куракан кĕççе (кушма) хатĕрленĕ, çăмран япаласем (кофта, свитер, нуски-чăлха, алсиш т. ыт. те) çыхнă, тиртен пушмаксем çĕленĕ. 1946 çулта, сăмахран, 1500 мăшăр пушмак тунă, 1140 мăшăр çăматă йăваланă. 1947 çулта производство калăпăшне татах та ÿстернĕ. 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çутă тата тĕттĕм тĕслĕ паха сăранран, тирсенчен çĕлесе хатĕрленĕ атă-пушмака кĕççерен тунă тумтире уйрăмах хапăлласа йышăннă çынсем, вĕсем кунта тăлăпсем, сăхмансем, шупăрсем çĕлеттернĕ. Комбинат чăваш тумĕсем хатĕрлессине уйрăмах мала хунă. Çавăн пекех предприятире вĕрен явнă, мунчала, сĕтел-пукан цехĕнче вара пружинăллă матрас тунă. Вăрман касса хатĕрлес, юхтарас ĕçе те, комбинат ĕçченĕсемех пурнăçланă. Çакна та палăртса хăвармалла, çав тапхăрта çак предприяти район бюджетне тупăш хывакан пĕртен пĕр предприяти шутланнă, вăрманпа ĕçлекен ытти предприятисен тупăш çĕршывăн тĕп органĕсене хывăннă. 1957 çулта йăла ыйтăвĕсен промышленноç комбиначĕн çĕнĕ çуртне тунă, ăна типлă проектпа, икĕ хутлă хăпартнă (каярах çак çуртра район больницин куç уйрăмĕ вырнаçнă). Кунта чи пысăк цех - çĕвĕ цехĕ пулнă. 60-мĕш çулсенче çак цехра 30 тĕрлĕ çĕвĕ изделийĕ кăларнă, кунта уявсене тухмалли çипуç та, ĕç тумĕ те (поварсем, медиксем, уй-хир ĕçченĕсем валли) çĕленĕ, вырăн хатĕрĕсем те кăларнă. 1960 çулта çак предприятире пĕтĕмпе 64 çын вăй хунă. Тĕрлĕ çулсенче районти промышленноç комбиначĕн ертÿçисем пулса С. Г. Рубцов, М. А. Калябин, Л. А. Цветкова, М. А. Мердеева тата ыттисем те ĕçленĕ. 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак комбинат халăха 20 тĕрлĕ пулăшу панă. 1989 çулта ĕç калăпăшĕ 1 миллион тенкĕпе танлашнă. 15 цех тата ателье ĕçленĕ. 1986-1987 çулсенче предприятин йышăну пункчĕсем Пĕчĕк Упакассинче, Чăваш Тимешре, пулнă. 1991 çулта Йĕпреçри йăла çурчĕ хальхи çурта куçнă. Юлашки 10-15 çулта çĕршывăн экономика аталанăвĕнче пулса тăнă кăткăслăхсем йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен предприятисене те вăйлăн кисретрĕç. Кирек мĕнле йывăр лару-тăру хуçалансан та Йĕпреçри йăла çурчĕ хăйĕн алăкĕсене хупмарĕ, тытăнса тăчĕ. Унта яланхи пекех халăх тĕрлĕ проблемăсемпе пулăшу ыйтма пырать. Кунти çĕвĕ цехĕнче, парикмахерскинче, атă-пушмак, сехет юсакан, телерадиоаппаратура, кил-тĕрĕшри кăткăс техникăна тÿрлетекен уйрăмсенче, фотографинче ĕçлекенсем клиентсен ыйтăвĕсене туллин тата пахалăхлă тивĕçтерме тăрăшаççĕ. 2001 çулти мартăн 7-мĕшĕнчен çак предприятие Сергей Павлович Фадеев ертсе пыма пуçларĕ. Çакăнтанпа предприяти аталану çулĕ çинче çирĕп тăрать, предприятин тупăш илесси палăрмаллах ÿсрĕ. 2001 çултах халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен муниципаллă предприятие “Мария” ят пачĕç. Халĕ кунта пĕтĕмпе 37 çын вăй хурать. Вĕсем хушшинче ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисем, çĕршывăн хисеплĕ ячĕсене илнисем те пур. Акă, Маргарита Степановна Гаврилова приемщицăна, çĕвĕ цехĕн бригадирне - Антонина Демьяновна Христофорована “Раççей Федерацийĕн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕç отличникĕ” знакпа чысланă. С. БЫКОВА. ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: предприяти ертÿçи С. П. Фадеев* Йĕпреçри йăла çурчĕ 60-мĕш çулсенче, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен “Мария” муниципаллă предприяти çурчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика