Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шибаевсен пурнăç каçалăкĕ

14 мая 2003 г.

Шибаевсен пурнăç каçалăкĕШибаев - Пучинке тăрăхĕнче анлă сарăлнă хушаматран пĕри. Ку йăх тĕрлĕ професси çыннисене пĕрлештерет. Анчах та ял чыс-сумне çĕклесе уй-хирте тырпул çитĕнтерекен тата ăна пухса кĕртекенĕн ĕçне кăмăллакансем ытларах Шибаевсен ăратĕнче. Вĕсем пурнăçа тытса тăраççĕ, хăйсен пархатарлă тĕслĕхĕпе ыттисене те çак çул çине тăма хавхалантараççĕ. Михаил Павлович Шибаева лайăх пĕлетĕп эпĕ. “Красный партизан” колхозăн тĕп ялне ĕçне-мĕнне кайсан, кашни хутĕнчех унпа тĕл пулса калаçма тăрăшатăп. Сăмах-юмаха ухата çын вăл. - Сахал мар хура-шур курма тивнĕ пирĕн çемьене, - тенĕччĕ вăл мана пĕррехинче. - Ним кĕтмен-туман çĕртен эпир “халăх тăшманĕн” ачисем пулса тăтăмăр вĕт. Элекçĕсене пула аттене, Павел Даниловича айăпсăртан айăпласа хупса лартрĕç. 1937 çулхи авăн уйăхĕнче ăна персе вĕлернĕ. Çакăн хыççăн ял-йыш пирĕн çине мĕнлерех куçпа пăхни çинчен каласа пама кирлех-ши; Чăтнă, тÿснĕ мăшкăла, анчах та хуçăлса ÿкмен. Павел Даниловичăн мăшăрĕ Евдокия Осиповна пĕринчен тепри пĕчĕкрех ачисене ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тертленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ăна, ытти вăйпитти хĕрарăмсемпе пĕрле чукун çул çине ĕçлеме янă. Фронта ăсатакан пăравуссене кирек хăçан та “симĕс çутă” кĕтсе тăтăр тесе, тăрăшнă вăл. Чугун çул çинчи кивелнĕ, юрăхсăра тухнă шпалсене çĕннисемпе улăштарнă çĕрте ĕçленĕ. Пĕтĕмпех, алă вăйĕпе тума тивнĕ. Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленсен, Атăлçи аппа тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 44 çул каялла пучинкесем юлашки çула ăсатса янă канăçсăр чун-чĕреллĕ хĕрарăма. Шибаевсен Михаил ывăлĕпе Марье хĕрĕ ачаранах питĕ туслă та пĕр-пĕрне килĕштерсе ÿснĕ. Марье вăрçă хыççăн, виçĕ çул хушши колхоз сурăхĕсене пăхнă. Фермăра малтан 25 сурăх кăна пулнă. Марье вĕсен йышне çĕртен те ирттернĕ. Çав çулсенче ялти пурнăç пĕрре те çăмăл пулман. Тăрăшиччен çăкăр çисе курайман çемье. Кăштах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе мария Шибаева виçĕ çул çĕршывăн торф кăларакан предприятисенчен пĕринче ĕçленĕ. 1954 çулта яла таврăннă. пучинкери ĕне ферминче вăй хума пуçланă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çакăнта тăрăшнă. Колхозра кăна мар, районта та малтисен йышĕнче пулнă вăл. Пилĕк ача çуратса пăхса ÿстернĕ Мария Павловна. Пĕчĕклех ĕçе юратма хăнăхтарнă вĕсене амăшĕ. Шкулта уроксем вĕçленсенех. Таиç хĕрĕ ăна пулăшма фермăна васканă. Пурăна-киле вăл амăшне улăштарнă. Вадим ывăлĕ те выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ĕçлет. Михаил Павловичăн вара техникăна юратас туртăм ялти шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланнă. Механизаци шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн комбайн штурвалĕ умне ларнă вăл. Тахçанах тивĕçлĕ канура, анчах та мĕн паян кунчченех техника паркĕн сукмакне такăрлать Михаил Павлович. Унăн Федя ывăлĕ те вырмаçăн ĕçнех суйласа илнĕ. Эстафета шанчăклă, çирĕп алăра: Шибаевсен çемье экипажĕ кашни çулах районти тупăшура лайăх кăтартусем тунипе савăнтарать. Михаил Павловичăн мăшăрĕ, Раиса Ивановна тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра ĕçленĕ. Тĕрлĕ çĕртен панă дипломсемпе хисеп хучĕсем нумай унăн. Туслă мăшăр çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Викторпа Владимир ывăлĕсемпе Оля хĕрĕ аслă пĕлÿ, Венерăпа Галина ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Федя вырмаçă терĕмĕр, унăн шăллĕ, Павел та кашни çулах каçалăк умне тăрать, “хир карапĕн” штурвалне çирĕппĕн çатăрласа тытать. Михаил Павловичпа Раиса Ивановнан ватлăхра тунсăлхама сăлтав çук. Вĕсен 17 мăнук. Шибаевсен йăхĕн мухтавлă традицийĕсене малалла тăсаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Антун мăнукĕ кукашшĕпе пĕрле комбайн çине ларать. Хушăран штурвал тытма та шанать ăна Михаил Павлович. Çавăн пек чухне хăйне çичĕ пĕлĕт тÿпинчех туять çамрăк вырмаçă. - Эпĕ те кукаçи пекех ăста комбайнер пулатăп, - тет çирĕп шанчăкпа мăнукĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика