Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ

14 мая 2003 г.

Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ“Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан çирĕп пулнине пурте пĕлеççĕ. Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, тулли, хăтлă , - çапла çырнă республика Президенчĕ Николай Федоров хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Çирĕп çемье - вăйлă Чăваш Ен” Çырăвĕнче, - Пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе Чăваш Ен юнашар регионсенсен, сăмахран, Татарстанран та, иртсе кайрĕ. Çак кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран чылай пысăк”. Çурт-йĕр тăвассине хăвăртлатас тата сахал тупăшлă çемьесене, çамрăк мăшăрсене ура çине тăма пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ программăсем йышăннă республикăра, вĕсемпе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр е патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе, республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе вăрах вăхăта çăмăллăхпа паракан ипотека кредичĕпе (15 çула - 6 процентпа) усă курса уйрăм çуртсем тăвас, хваттер туянас кăмăллă çемьесем хăйсем пурăнмалли условисене лайăхлатма пултараççĕ. Ырă пулăм пирĕн район территорийĕнче те вăй илсех пырать. Чылай ялсене пырса кĕрсен çĕнĕ çуртсем ÿссе ларни, çĕнĕ урамсем уçăлни чуна çĕклет. Иртнĕ çул районта уйрăм çемьесем пĕтĕмпе 234 çурт хăпартнă, района мĕнпурĕ 19678 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Уйрăмах Йĕпреç поселокĕнче (4105 тăваткал метр), Хурамал тăрăхĕнче (2407 тăваткал метр), Кĕлĕмкасси (1600), Шăрттан (1900) ялĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси лайăх пырать. Кăçал, 2003 çулта, хута ямалли çурт-йĕр калăпăшне, районĕпе илсен, 19700 тăваткал метра çитерме палăртаççĕ. Пучинке, Шăрттан, Эйпеç, Энтриел, Чăваш Тимеш ял администрацийĕсенче çурт хăпартакансем уйрăмах йышлă. Пучинке тăрăхĕнче, сăмахран, 78 çемье çурт никĕсĕсене хывнă, вĕсенчен 15-шĕ çĕнĕ пÿрте (пĕтĕмпе 1463 тăваткал метр) кăçалах куçасшăн. Шăрттан ял администрацине кĕрекен ялсенче пурăнакан 81 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшать пулсан, вĕсенчен 52 çемйи çĕнĕ “йăвасене” (пĕтĕмпе 5222 тăваткал метр) кăçалхи çул хута яма хатĕрленет. Эйпеç тăрăхĕнче те çурт тума тытăннă çемьесем йышлă, 50 çемьерен 12-шĕ тăванĕсене кăçалах çĕнĕ пÿрт ĕçкине чĕнесшĕн. Ку тăрăхра 1353 тăваткал чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута каймалла. Çавăн пекех кăçал хута яма пăхнă çурт-йĕр калăпăшĕ Хурамал ял администрацийĕпе 2686 тăваткал метрпа, Чăваш Тимеш ял администрацийĕпе 1739 тăваткал метрпа танлашать. Социаллă çурт-йĕр тăвасси те районта çулсерен анлăрах та анлăрах сарăлса пырать. 2001 çулта 770 тăваткал метр, пĕлтĕр, 2002 çулта, 758 тăваткал метр чухлĕ социаллă çурт-йĕр тунă, çак çулталăкра тепĕр 612 тăваткал метр чухлĕ тума палăртнă. Кăçалах Йĕпреç поселокĕнче 27 хваттерлĕ çурта туса пĕтерсе хута ярас тĕллев лартнă. 2003 çулти 1-мĕш кварталта уйрăм çынсем туса лартнă 7 çурта (609 тăваткал метр) çемьесем пурăнма куçнă. ЧР Президенчĕн “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене 2002-2010 çулсенче патшалăх енчен хÿтлĕх парасси” Указĕпе килĕшÿллĕн хамăр тăрăха ĕçлеме килнĕ çамрăк специалистсене, çавăн пекех çамрăк çемьесене ура çине тăма, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе кăçалхи çул 17 çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн пулăшма пăхнă районта, кăçал пĕтĕмпе уйрăм çемьесем тăвакан 206 çурт хута каймалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика