Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĔПРЕÇСЕН ОПЫЧĔПЕ

16 апреля 2003 г.

ЙĔПРЕÇСЕН ОПЫЧĔПЕЙĕпреçре районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсен кунĕ иртрĕ. Чăваш Республи-кин Президенчĕн Администрацийĕ пуçарнипе çакăн пек мероприятисене ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Администраци ертÿçин çу-мĕ В. И. Максимов палăртнă тăрăх, вырăнсенчи хăй тытăмлăх ертÿçисен çумĕсем çулталăкра 3-4 хутран кая мар тĕл пулаççĕ. Юлашки хут вĕсем Хĕрлĕ Чутайра пуçтарăннă пулнă. “Кăçалхи тĕлпулăва Йĕпреçре ирттерме палăртрни ăнсăртран мар, - терĕ Василий Иванович, район хаçачĕн корреспонденчĕн ыйтăвĕ çине хурав панă май. - Районта ялсен инфраструктурине аталантарас, тирпей-илем кÿртес, Чăваш Республикин тĕллевлĕ прог-раммисене пурнăçа кĕр-тес тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Тĕслĕх вырăнне “Красный партизан” колхоза илсе пăхар-ха. Ахаль-тен мар ĕнтĕ паянхи тĕлпулăва çак хуçалăхран пуçлас терĕмĕр... Пучинкесен, чăнах та, кăтартмалли сахал мар. Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем, республикăри министерствăсемпе ведомствăсен яваплă çыннисем çак колхозра экономика реформи мĕн-лерех пурнăçа кĕрсе пынине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Колхоз правленийĕ ял администрацийĕпе, ытти организацисемпе тытакан çыхăну çирĕп. Тирпейлĕхпе тасалăхшăн калама çук нумай тăрăшаççĕ кунта. Унта-кунта пушă кĕленче, хаçат татăкĕсем, тĕрлĕпĕр çÿп-çап выртнине кураймăн. “Урамсенче йĕрке тăвас тĕлĕшпе ятарлă çынсем ĕçлени çинчен пĕлсен, тĕлĕнтĕм эпĕ, - терĕ Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Г. Игнатьев. - Пирĕн районта халиччен кун çинчен аса та илмен. Вырăна çитсенех сирĕн паха тĕс-лĕхĕр пирки ыттисене каласа парăп”. Калас пулать, тĕлпулăва хутшăннă ытти çынсене те çакăн пек шухăшах канăç памарĕ ĕнтĕ. Апла пулсан, Президент администрацийĕ ирттерекен мероприятин пĕлтерĕшĕ пĕчĕк мар... Каллех Пучинке ялне çитер-ха. Хăнасем киленсе те тĕлĕнсе паллашрĕç кунта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе. Экономика кризисĕ “ура хуни” сисĕнмест кунта. Ялсене, кил-çуртсене пĕтĕмпе тенĕ пекех çутçанталăк газĕ кĕртнĕ. Ку ырлăх темиçе яла тивĕçтерсе тăракан участок больницине те çитнĕ. Унăн котельнăйне “сенкер çу-лăм” пырса тăрать. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме темиçе пин тенкĕ пĕтернĕ пулсассăн та, тăкаксем саплашăнса пыни куçкĕретех. Чи хакли - çын сывлăхĕ. Вăл чир-чĕрпе аптрамасть пулсан, хăйне шанса панă ĕçе те пысăк тăрăшулăхпа туса пырать. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те колхоз ертÿçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. И. Петров. Хăнасем çав кун асăн-нă хуçалăхăн нумай енлĕ отраслĕсенче тунă çитĕ-нÿсемпе сăнÿкерчĕксен куравĕ урлă та паллашрĕç. Тĕп ялăн культура çуртĕнче ятарласа уçнă курав тата ку тăрăхра пурăнакан ăста алăллă çынсен ĕçĕсемпе паллаштаракан анлă экспозици хăех мĕне тăрать. Вĕсем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе çырса тăма майĕ те çук. Пĕтĕмлетсе, çакна кăна калăпăр: пучинкесем паянхи кунпа кăна пурăнмаççĕ, ыранхи тĕллевсем те хавхалантараççĕ вĕсене. Çав хушăрах аваллăха упраса хăварассипе çыхăннă ыйтăва та манăçа хăвармаççĕ. Яла хула сăнĕ кĕрсе пырать. Тĕрлĕ таварсем сутакан магазинсем, пекарня, вăл пĕçерекен çăкăр, çăкăрпа булка изделийĕсем, кафе, парикмахерски т. ыт. те - çакна çирĕплетекен ви-тĕмлĕ тĕслĕхсем. Программăпа килĕ-шÿллĕн, хăнасен малаллахи çулĕ Йĕпреçе выртрĕ. Республикăра ырă ĕçсемпе палăрнă “Тав” компанин Йĕпреçри уйрăмĕн хăйĕн кафе пур. Ăна шăпах ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ В. И. Максимов тата “Тав” компанин тĕп директорĕ И. М. Антонов тивĕçрĕç. Çакăн хыççăн тĕлпулăва килнисем çĕнĕ кафе çуртне кĕрсе курчĕç, тараватлă официанткăсем сĕнекен апат-çимĕçе астивсе пăхрĕç. Унтан 23 çул каялла уçăлнă уçă пĕлĕт айĕнчи архитектура палăкĕсемпе, картинăсен галерейипе, таврапĕлÿ, этнографи уйрăмĕсемпе паллашрĕç. Музей пуçлăхĕ А. Г. Майоров хăйĕн “патшалăхĕ” тăрăх кăтарт-са çÿрерĕ вĕсене. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă экскурси хыççăн хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем район администрацийĕн ларусен залне пухăнчĕç. Тĕп калаçу вырăнти администрацисен ĕçне-хĕлне паянхи вăхăт ыйтнă пек йĕркелесси пирки пычĕ. Тĕлпулу пĕл-терĕшне çапла уçса пачĕ те ЧР Президент Администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. И. Максимов. Сăмах майăн, вăл Н. В. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран тухса тăракан тĕллевсене уçса панă май акă мĕн палăртрĕ: ку документра халиччен тунă ÿсĕм-çитĕнÿсене кăна мар, çитес çулсенче вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене те кăтартнă. Вырăнти влаç пуçлăхĕсемпе яваплă çыннисен вара вĕсене ĕçпе çирĕплетсе пымалла. Залра ларакансем умĕнче питне хĕретме тивмерĕ пирĕн район администрацийĕн пуçлăхне Г. Р. Яковлева. Вăл район ирт-нĕ çулта социаллă тата экономика аталанăвĕн ăмăртăвĕнче мĕнле ĕç-лесе пыни çинчен кĕскен те тĕплĕн каласа пачĕ, çавăнпа пĕрлех кăçалхи тĕллевсем, район администрацийĕ ялсемпе поселоксенчи хăй тытăмлăх органĕсене çÿлти влаçсем йышăнакан саккунсене пурнăçа кĕртме мĕнлерех пулăшса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Районсемпе хуласенчи администраци пуçлăхĕсен çумĕсен Йĕпреçре ирттернĕ кунĕнче тĕрлĕ темăсемпе тухса калаçнă çынсем йышлă пулчĕç. ЧР Вĕрентÿ министрĕн çумĕ В. В. Сапожников шкулсенче вĕренекен ачасен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕллевĕсене уçса пачĕ. “Ачасем - пирĕн пуласлăх, ыранхи кун. Вĕсем сывлăхлă та анлă тавракурăмлă çитĕнччĕр тесен, педагогсемпе пĕрлех общественноç енчен те куллен-кун тимлĕх уйăрса ĕçлени кирлĕ”, - çапла пĕтĕмлетме пулать министр çумĕн сăмахне. Республикăра сывă пурнăç йĕркине çул парас тĕлĕшпе начар мар тимлеççĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççейре те палăрчĕ ĕнтĕ. Ахальтен мар кăçал Шупашкарта хăвăрт утакансен Европăри V Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвне ирттереççĕ. Ăна хатĕрленесси мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ ЧР Физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ А. Н. Яковлев. ЧР Пичетпе информаци политикин министрĕн çумĕ Т. Л. Евдокимова ра-йонсемпе хуласен администрацийĕсен республикăра ирттерекен “Чăваш Ен: ĕнер, паян, ыран” конкурса активлăрах хутшăнмалли çинчен каларĕ. Халлĕхе пурте конкурс комиссине материалсем тăратман-ха. Ĕçсене кăçалхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕсене пĕтĕмлетме палăртнă. “Ку темăна вырăнти пичетре те çутатмалла, - терĕ министр çумĕ. - Вулакансем республикăра, районсемпе хуласенче пулса иртекен ырă улшăнусене çийĕнчех пĕлсе тăччăр”. Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсен кунĕнче çавăн пекех ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕ-сен министрĕн çумĕ В. М. Ли-закова, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем К. Н. Федоровапа А. А. Бочкарева тухса калаçрĕç. Вĕсем Республика кунне ирттерме хатĕр-леннĕ май пурнăçа кĕртме палăртакан тĕллевсене, ялсенчи библиотекăсен ĕçне паянхи кун ыйтнă пек йĕркелемелли майсене уçса пачĕç. ЧР Социаллă политика министрĕн çумĕ Л. И. Рулькова, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. А. Константинов ĕç династийĕсемпе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕç. Республикăн Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Н. В. Макарова хăйĕн сăмахĕнче ЧР Президенчĕн ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешес енĕпе кăларнă Указне пурнăçласси мĕнлерех пулса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Пухăннисем хаклă хăнана - Мэри Киллинз (вăл Канадăран) доктора тарават кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни этемлĕхе мĕнле ырă витĕм кÿни çинчен вăл вуланă лекци хыççăн залра хыттăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем тăрăх ЧР Çамрăксемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçин çумĕ А. П. Харитонов, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ С. В. Чекменева тухса калаçрĕç. ЧР Президенчĕн Администрацийĕн кадрсен тата патшалăх службин управленийĕн пуçлăхĕ Г. П. Таланцева республикăри муниципаллă пĕрлешÿсенче ĕçлекенсем хушшинче иртнĕ çулта ирттернĕ конкурс кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, унта çĕнтернисене дипломсемпе парнесем пачĕ. Пысăк чыса тивĕçнисенчен пĕри - пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрре-мĕш çумĕ В. Л. Михалик. ЧР Президенчĕн Администраци ертÿçин çумĕ В. И. Максимовпа ЧР Патшалăх Канашĕн Президиумĕн членĕ П. В. Семенов савăнăçлă лару-тăрура ăна çав наградăпа чысларĕç. Хăйĕн ĕçне пысăка хурса хакланăшăн республика ертÿçине ăшшăн тав турĕ Вячеслав Людвикович, ÿлĕмрен те халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн çине тăрса ĕçлеме пулни çинчен пĕлтерчĕ. Канашлу ĕçне ЧР Президенчĕн Администраци ертÿçин çумĕ В. И. Максимов пĕтĕмлетрĕ, район ертÿçисене çакăн пек ĕçлĕ тĕлпулу йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика