Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “ÇĔНТЕРŸШĔН” ХАÇАТ ПРИЗĔСЕМ КАМСЕНЧЕ

17 мая 2003 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тунă кун, ма-йăн 9-мĕшĕнче, район центрĕнчи тĕп площадь йышлă халăхпа тулчĕ. Чылайăшĕн аллинче чĕрĕ чечек çыххисем. Уяв парадне район, поселок администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен представителĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, ачасемпе çамрăксем - пурте иртнĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене асрах тытнине палăртма тухнă. Спорт тумĕсем тăхăннă çамрăксем те чылайăн пухăннă район центрне, вĕ-сем район хаçачĕн редакцийĕ ирттерекен ăмăртăва хутшăнма килсе çитнĕ. Аслă Отечественнăйвăрçă паттăрĕсене халалласа район хаçачĕ хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен эстафетăллă ăмăртăва кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче ирттерни пĕрре те ăнсăртран мар. Иртнĕ вăрçăра пирĕн çĕршыв халăхĕ ирĕклĕ пурнăçшăн, çĕнтерÿшĕн юн тăкнă пулсан, хальхи ăру Аслă Çĕнтерÿпе пĕр ятлă хаçат парнисемшĕн, спортри çĕн-терÿшĕн кĕрешет. Пĕрпеклĕхсем çук мар кунта. “Çĕнтерÿшĕн” призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшма кăмăл тунă çăмăл атлетсем кăçал нихçанхинчен те йышлăрах пуçтарăннă. Иртнĕ çултисемпе танлаштарсан хальхи ăмăрту çивĕчрех иртесси тÿрех паллă. Тупăшăва пĕтĕмпе 23 команда, çĕре яхăн спортсмен килсе çитнĕ, 12 шкул, 4 хуçалăх хăйсен командисене тăратнă. Сăмахран, Чăваш Тимешри шкултан кăна 3 команда килнĕ. Парад участникĕсен йышĕ хушăнса пынă май эстафетăна пуçлакан атлетсем те старта тухма йĕркеленсе тăчĕç. Кĕçех район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Н. А. Михайлов пухăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, унтан ăмăрту пуçланни çинчен пĕлтерсе шăхличĕпе хыттăн сас пачĕ. Атлетсем харăссăн малалла ыткăнчĕç. Спортсменсем парад умĕпе чупса иртнĕ чух уява тухнă халăх вĕсене алă çупса, хыттăн кăшкăрса çĕнтерÿ тума хавхалантарчĕ. Участниксем 600 ытла метрлă дистанцие чупса тухса эстафета патаккине алăран алла куçарчĕç, кашни мĕнпур вăйне çĕнтерĕве хыврĕ. Судьясен коллегийĕ вара хăйĕн тивĕçне пурнăçларĕ. Командăсен кăтартăвĕсене шута илсе пычĕ. Анчах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче камсем пуласси ăмăрту пуçламăшĕнчех паллă пулчĕ, чăваштимешсем, кĕлĕмкассисем, эйпеçсемпе хурамалсем пуринчен те хытăрах чупма пултарнипе савăнтарчĕç. Пирĕн сисĕм-туйăм тĕрĕслĕхпе тĕл килчĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, кĕçĕн ушкăнри командăсем хушшинче ăмăрт-са чăваштимешсем (тренерĕ А. Михайлов) 1-мĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. 3 çухрăмлă дистанцие вĕсен команди 10 минут та 17 çеккунтра парăнтарчĕ, Кĕлĕмкассинчи вăтам шкул тăратнă кĕçĕн ушкăнри ачасем (тренерĕ В. Пашков) иккĕмĕш (10 минут та 10 çеккунт), çĕнĕвыçлисем (тренерĕ К.Гурьева) виççĕмĕш (10 минут та 25 çеккунт) вырăнсене йышăнчĕç. Хурамалсемпе шăрттансем те начар мар ăмăртрĕç, вĕсен 4-мĕш тата 5-мĕш кăтартусем. Аслă ушкăнри командăсем хушшинче ăмăртнисенчен чăваштимешсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсен команди палăртнă дистанцие пуринчен те малтан чи лайăх кăтартупа вĕçлерĕ. (Астуса юлăр: 9 минут та 54 çеккунт). Вĕсем хыççăнах финиша кĕлĕмкассисем чупса çитрĕç, дистанцие 9 минут та 57 çеккунтра парăнтарчĕç. Хурамалти вăтам шкултан килнĕ аслă ушкăнри атлетсем (тренерĕ И. Хлебнова) дистанцие 10 минут та 42 çеккунтра чупса тухрĕç, вĕсен - виççĕмĕш вырăна тивĕçекен кăтарту. Район хаçачĕн редакцийĕ ирттерекен эстафетăна çитĕнсе çитнисем те хутшăнни унăн пĕлтерĕшне татах та хăпартать. Йĕпреç поселокĕн çамрăкĕсем хăйсем пĕр командăна пĕрлешсе ыттисемпе ăмăртса чупрĕç, чи лайăх результат кăтартса (9 минут та 55 çеккунт) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Команда капитанĕн, Владислав Капитоновăн çывăх çыннисем те тухнă ăмăртăва пăхма, ывăлĕшĕн, мăнукĕшĕн “чирлеме”. Аслашшĕ Владик мăнукне çĕнтерÿ ячĕ-пе саламласа хыттăн ыталарĕ, ашшĕ укçан приз парса хавхалантарчĕ. Ильич ячĕллĕ колхоз команди 2-мĕш вырăна тухрĕ. Ушкăн дистанцие 10 минут та 4 çеккунтра парăнтарчĕ, Калинин ячĕллĕ колхоз команди - виççĕмĕш вырăнта. Спортсменсем финиша чупса çитнĕ вăхăт 10 минут та 26 çеккунтпа танлашать. Çапла вĕçленчĕç хĕрÿ ăмăртусем. Чи маттуррисене Дипломсем тата “Çĕнтерÿшĕн” хаçат призĕсем çакланчĕç. Чăваштимешсен кĕçĕн ушкăнри команди пĕчĕк приза тивĕç пулчĕ, аслă ушкăнри команда “Çĕнтерÿшĕн” хаçатăн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илчĕ тата чи лайăх результат кăтартнăшăн вĕсене - 2003 çулăн иккĕмĕш çурринче район хаçатне илсе тăма тÿлевсĕр подписка тухать. Çакна Алексей Тимофеев, Марина Васильева, Алексей Раймов, Эмма Кузьмина, Денис Макаров çăмăл атлетсем тата вĕсен тренерĕ - Александр Меркурьевич Михайлов тивĕçрĕç. Маттур, чăваштимешсем, саламлатпăр сире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика