Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван Йĕпреçе тирпей-илем кĕртер

17 мая 2003 г.

Кирек кам та хăй пурăнакан тавралăх, урам, çурт-йĕр ыттисенчен тасалăхпа тата тирпейлĕхпе уйрăлса тăтăр тесе тăрăшать. Мăн асаттесемпе асаннесенченех сыхланса юлнă çак ырă йăла-йĕрке: уявсем çитес тата çывăх та хаклă хăнасене кĕтсе илес умĕн вĕсем тăван тăрăха тирпейлесси, ăна симĕс тум кÿресси, мĕн лартнине сыхласа хăварасси çине уйрăмах пысăк тимлĕхпе пăхнă. Ку çул Йĕпреçре пурăнакансемшĕн уйрăмах паллă çул: çурла уйăхĕнче эпир вăрман варринчи поселока никĕсленĕренпе 110 çул çитнине чаплăн уявлăпăр. Унччен кăшт маларах, çĕртме уйăхĕнче поселокри культурăпа кану паркĕ ĕçре чапа тухнă çынсене тата тĕрлĕ çĕр-тен килекен хаклă хăнасене районти черетлĕ Акатуйне йыхравлĕ. Сăмах майăн, ăна та тăван Йĕп-реçĕмĕрĕн мухтавлă юбилейне халаллаççĕ. Район центрĕнче уявсене кĕтсе илес тĕллевпе ĕçлеме тахçанах тытăннă ĕнтĕ. Тирпей-илем ыйтăвне предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсене явăçтарса ирттернĕ лару-канашлура пĕрре кăна мар çĕкленĕ. Район тата поселок администрацийĕсем çакна кун йĕркинчех тытма тăрăшаççĕ. Ĕççыннисене çак ырă та пархатарлă юхăма анлăрах явăçтарас тĕллевпе кашни кĕçнерникунах поселокра санитарипе экологи кунне ирттерме, çавна май Йĕпреçре пурăнакан кашни çыннах тавралăха тирпей-илем кÿме çулталăкра 5 кунран кая мар хутшăнтарма йышăннă. Тĕпрен илсен, йышăну тĕллевлĕ ĕçпе çирĕпленсе пынине палăртма кăмăллă. Райцентрти предприятисемпе организацисем пурте ку чĕнĕве ырласа йышăнчĕç, вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă вырăнсенче йĕрке тăвассишĕн çине тăни куçкĕретех. Уйрăм çынсен тăрăшулăхĕпе пуçарулăхне те палăртса хăвармасăр иртме çук. Акă, Советская урамра пурăнакансем (Соболевсен, Ивановсен, Чиндяйкинсен, Курмашовсен, Марюшкинсен çемйисем) хăйсен килĕсем умĕнче йĕрке тунипе кăна çырлахмарĕç, чугун çул хĕрринчи тăрăха та тирпей-леме вăхăт тупрĕç. Йĕп-реçре кăтартуллă çурт-йĕр сахал мар. Вĕсем хушшинче Коминтерн урамĕнчи Николай Евтихеевич Скворцовпа Аверкий Федорович Филиппов, Киров урамĕнчи Ольга Яковлевна Гладкочубпа Николай Иванович Русяев кил-хуçалăхĕсем ăшă сăмаха тивĕçеççĕ. Вĕсем умĕнче кирек хăçан та йĕркелĕхпе тасалăх, чечексем илĕр-теççĕ. Мĕншĕн-ха ыттисен çак çынсенчен ырă тĕслĕх илес мар; Киров урамĕнче пурăнакан Валентина Алексеевна Емельяновапа Римма Витальевна Васильева тата Зоя Христофоровна Удалова, çавăн пекех Щорс урамĕнчи Василий Никифорович Кузьмичев пек çынсем кунашкал сăнсене асăрхамаççĕ те тейĕн. Вĕсен умĕнчен тĕрĕс-тĕкел иртсе каяймăн та. Урамра мĕн кăна çук-ши; Темиçе çул хушши упранакан вутă-шанкă, пурасем, тĕрлĕрен строительство япалисем, çÿп-çап, выльăх-чĕрлĕх тислĕкĕ т. ыт. те. Çакăн пек “хирĕçле” тĕслĕхсем тăван поселокăн сăн-сăпатне пăсмаллипех пăсаççĕ. Çивĕч тăракан ыйтусенчен тепри вăл - поселокра хуçасăр выльăх-чĕрлĕх ирĕклĕн çÿрени. Урамсенче, обществăлла çурт-йĕрсен, предприятисемпе организацисен таврашĕнче кашни çулах йывăç-тĕм сахал мар лартатпăр, чечексен газонĕсемпе клумбăсене вырăн паратпăр. Мĕн чухлĕ ĕç вăйĕ, кунтан та ытларах укçа-тенкĕ тăкакланмасть-ши; Шел, поселокăн симĕс илемне выльăхсем çав тери нумай сиен кÿреççĕ. Вĕсене ирĕке кăларса яракансене çапла асăрхаттарса калас килет: çын аллипе лартнă йывăçа аталанма пĕр çул та мар, иккĕ те мар, самаях вăрах вăхăт кирлĕ. Пирĕн чунсăрлăхпа тимсĕрлĕхе пула йывăç-курăк аталаничченех хăрса-типсе ларать. Тăван поселок илемĕшĕн çапла “тăрăшни” чăннипех хакла кайса ларать-çке. Мĕншĕн-ха эпир урамри симĕс илем çине хамăрăн сад-пахчасем çине пăхнă пек пăхмастпăр-ши; Шăпах ăнланулăх çук граждансен айăпĕпе ĕнтĕ пирĕн çутçанталăк çултан çулах чухăнланса-хавшаса пырать. Энгельс урамĕ тăршшĕпе çултан çулах лартса хăваракан йывăçсене (хурăнсене, çăкасене, пилешсене) те çав шăпах кĕтсе тăнă. Халиччен кунта куçа савăнтаракан хитре кăна аллея тăсăлса выртмаллаччĕ. Урăхла сăнсем хуçаланаççĕ. Хуçса-ватса пĕтернĕ йывăçсем çине пăхсан чун ыратса каять. Поселок администрацийĕ кăçал Семен Иванович Кудашкина (вăл Кооперативная урамри 6-мĕш çуртăн пĕрремĕш хваттерĕнчен) ĕнине хуçасăр кăларса янăшăн çирĕп асăрхаттарчĕ. Виçĕ çул каялла та ку çемьене çа-вăншăн штраф тÿлеттернĕччĕ. Поселокра халĕ те лартнă йывăç-тĕмсене выльăхсем шелсĕррĕн таптаса çĕмĕрнĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Манăн чунсăрлăх серепине лекнĕ граждансене тепĕр хут çакăн пек асăрхаттарас килет: выльăх-чĕрлĕх сиен кÿнĕ кашни хурăнпа пилеш - 45 тенкĕ, çăка - 150, пĕр тĕп тĕм - 15 тенкĕрен пуçласа 30 тенкĕ таран тăраççĕ. Ирĕкри выльăхсем пĕр йывăç-тĕме кăна пĕтермеççĕ-çке. Вĕсен хуçисене кĕсйерен çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ кăларса хума тивнĕ хыççăн, тен, чăнах та, йĕрке пулĕ поселокра; Анчах та тавралăхри илеме сиен кÿрекен выльăхсен хуçисене çирĕп асăрхаттару тунипе е штраф тÿлеттернипе кăна лару-тăрăва лайăх енне улăштараймăпăр эпир. Чи малтанах граждансен ăн-ланулăхне ÿстерни, вĕсен хăйсен тăрăхĕн пуянлă-хĕпе илемне хушса пырассишĕн çине тăни кирлĕ. Унсăрăн сиенлĕ йăласенчен тĕппипех хăтăлса çитме йывăр пулать пире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика