Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔРĔК ЙЫВĂÇРАН СЫВĂ УЛМА КĔТМЕЛЛИ ÇУК

21 мая 2003 г.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Йĕпреçри культура çуртĕнче районти хĕрарăмсен ХVII-мĕш конференцийĕ иртрĕ. Конференцин кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтуран пĕрремĕшĕпе - районти хĕрарăмсен канашĕн юлашки 3 çул хушшинчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен - унăн ертÿçи, “Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Йĕпреç районĕнчи центрĕ” патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ О. Н. Ткаченко отчет туса пачĕ. Отчета сÿтсе явма вырăнти хĕрарăмсен канашĕсен членĕсем, яваплă должноçра вăй хуракан ытти нумай хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Çав шутра пухăннисем умĕнче социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Е. М. Федорова, районти потребительсен обществин председателĕ В. П. Пахомова, Пысăк Упакассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Н. М. Ерилеева, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕ Т. Н. Жарская, район прокурорĕ Э. Н. Селендеев, ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев тухса калаçрĕç. Конференцие Йĕпреçри шкул-интернат педагогĕ Г. В. Абрамова йĕркелесе пычĕ. Шăпах çак кун ЧР Сывлăх сыхлав минис-терствин представителĕсем пирĕн тăрăхра пулнă май районти хĕрарăмсен чи çÿлти шайри форумне хутшăнма кăмăл тунă. Пĕтĕмĕшле илсен, конференцире хĕрарăмсем хăйсене хумхантаракан, калаçтаракан чылай ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсем пурте пĕлтерĕшлĕ те çивĕч, анчах хальхи саманара пуринчен те ытларах пăшăрхантараканни вăл - ача амăшĕпе унăн пепкин сывлăхĕ. Урăхларах каласан, хамăр хыççăн килекен çамрăк ăру сывлăхлă пултăр тесен мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла; Çак ыйтун хуравне шыранă май конференцире тухса калаçакансем кашниех хăйне хумхантаракан ыйтусем, проблемăсем çинче чарăнса тăчĕ. Хĕрарăм вăйĕпе чылай йывăр задачăсене татса панă çĕрте, чылай пысăк ĕçсене пурнăçланă çĕрте усă курнă май, хĕрарăм чи малтанах ача çуратакан, пурнăçа малалла тăсакан, çĕр çине çĕнĕ ăру илсе килекен пулни çинчен манни сисĕнет. Çак шухăша палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Н. В. Макарова. Пирĕн рес-публикăра вара ача амăшĕпе унăн тĕпренчĕкĕн сывлăхне хÿтĕлессипе сахал мар пуçаруллă ĕçсем тăваççĕ. ЧР Правительстви, республика Президенчĕ ку енĕпе йышăннă нумай программăсем çи-рĕплетеççĕ çакна. “Чăваш ачисем” программа - хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул ача çуратасси пирĕн республикăра, унчченхи çултисемпе танлаштарсан, 9,7 процент ÿснĕ. Анчах тĕнчене кил-нисенчен çурри ытла ку е вăл чир паллиллĕ çуралать. Мĕншĕн; Ыйту хуравĕ паллă, ача амăшĕ хăй сывлăхлă мар. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăм сывлăхĕшĕн патшалăх тăрăшни кирлĕ. Республикăн тĕп акушер-гинекологĕ Т. В. Деребаска конференци делегачĕсем умĕнче тухса калаçнă май илсе кăтартнă цифрăсем пĕрре те савăнтармаççĕ. Сăмахран, 1997 çулта пирĕн республикăра 14 çула çитичченхи хĕрачасен йышĕ 150 пин пулнă, кăçал çак йыш 122 пинпе çеç танлашать. Куратпăр ĕнтĕ, хĕрачасем - ача çуратмалли ÿсĕме çитсе пыракансем - сахаллансах пыраççĕ. Иртнĕ çул ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшпе диспансеризаци ирттернĕ. 14-19 çулсенчи хĕрсене пăхса тĕрĕсленĕ. Профилактика тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсене 5 çул каяллахисемпе танлаштарнă хыççăн, çакă паллă пулнă: хĕрсен ар органĕсен чи-рĕсемпе чирлесси 20 процент, пĕтĕмĕшле чирсемпе 15 процент ÿснĕ. Тĕ-рĕслев витĕр тухнă хĕрачасенчен 55,2 проценчĕ вăрăма кайнă чир-чĕрпе аптрать. 2001 çулта 14-а çитмен хĕрачасем аборт тунă 8 тĕслĕх пулнă, пĕлтĕр - 17. Çак цифрăсем хĕрачасем питĕ çамрăкла ар хутшăнăвĕсене кĕни, çакă сывлăхшăн сиенлĕ пулни çинчен калаççĕ. Республика кăтартăвĕсене илсен, 19 çула çитмен хĕрсем хырăм пăрахасси ÿссех пырать. Ку та питĕ пăшăрхантаракан пулăм. Малтанхи ачана пăрахни çамрăк хĕрарăм сывлăхĕшĕн мĕн тери сиенлĕ пулнине пурте лайăх ăнланатпăр. Районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ О. Д. Степанова илсе кăтартнă цифрăсемпе фактсем конференцие пухăннисене пушшех хумхантарса ячĕç. Пĕлтĕр, районĕпе илсен, 279 ача çуралнă, 460 çын вилнĕ, кăçалхи 4 уйăхра 95 “çĕнĕ кайăк” килнĕ, 200 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Куратпăр ĕнтĕ, пирĕн тăрăхра халăх йышĕ чакнăçемĕн чакать. Çут тĕнчерен уйрăлнисен вырăнне тултарса пымалăх ачасем çуралмаççĕ. Çуралнисенчен те сывви сахал, 100 ачаран 45-шĕ çеç сывлăхлă, çурри ытла хавшак. Ача çуратнă амăшĕсенчен 206-шĕ хĕрарăм чирĕсемпе чирленĕ пулнă. “Паллах ĕнтĕ, çĕрĕк йывăçран сывă улма кĕтмелли çук, - хăйĕн пăшăрханăвне палăртрĕ Ольга Дмитриевна, - сывă ача çуратас тесен, хĕрарăмăн хырăм юличчен мĕнпур чир-чĕрсенчен сывалмалла, инфекциллĕ чирсенчен хăтăлмалла. Çуратма шут тăвиччен сывлăха тĕрĕслеттермелле. Çие юлсан тин кун çинчен аса илсен кая юлатăр”. Диспансеризаци тапхăрĕнче пирĕн районти тĕп больницăн врач-гинекологĕсем те шкулта вĕренекен хĕрачасене пăхса тĕпченĕ. 650 хĕрачаран 98-шĕн гинекологи чирĕсем пурри палăрнă, 29-шĕн чирĕ шала кайнă. Хĕрача - хĕр - хĕрарăм. Çак картлашкапа ÿссе çитĕнет пулас ача амăшĕ. Кирек хăш картлашка çинче чухне те ачаллă пулма çутçанталăк пÿрнĕ çыншăн тăрăшни кирлĕ. Пулас амăшĕ çемьере çитĕнет. Хĕрсене пĕчĕкренех ача амăшĕ пулма хатĕрлесе, воспитани парса ÿстермелле. “Халĕ, кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ÿкерчĕксем вара питех те пăшăрхантараççĕ мана, - терĕ хăйĕн сăмахне вĕç-ленĕ май Ольга Дмитриевна. - Çамрăк хĕрсем шăм-шака хĕстерсе хуракан джинссем, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмаксем тăхăнса çÿ-реççĕ. Çитĕнекен организмшăн çаксем мĕн тери сиенлĕ пулни пирки шутламаççĕ те. Ÿте сывлаттарман хĕсĕк тум, шăлаварсем хĕрачасен ар органĕсене сывă аталанма чараççĕ. Çакă тепĕр инкек патне илсе пырать: юлашкинчен хĕрсем ача çуратаймаççĕ. Мода, хитре хыççăн кайса хăйсем сисмесĕрех сывлăхне сиен кÿреççĕ. Конференци çавăн пекех кун йĕркинчи тепĕр икĕ ыйтăва пăхса тухрĕ. Ра-йонти хĕрарăмсен канашĕн çĕнĕ ертÿçине суйларĕç, канаш членĕсене çирĕплетрĕç. Канаш ертÿçине Йĕпреçри шкул-интернат педагогне Галина Васильевна Абрамована суйларĕç. Виççĕмĕш ыйтупа Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен XIII-мĕш съездне кайма 7 çынран делегатсем суйларĕç. Общес-твăлла ĕçсене хастар хутшăнакан хĕрарăмсен пĕр ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев администрацин Хисеп грамотисене парса чыс турĕ, Йĕпреçри Е. Ф. Синякова, Н. К. Васильева, Пысăк Упакассинчи Н. М. Ерилеева районти хĕрарăмсен канашĕн Тав çы-рăвне тивĕçрĕç. Конференцире тухса каланă шухăшсене тата татса памалли ыйтусене шута илсе районти форума хутшăннă делегатсем юлашкинчен хамăр тăрăхри хĕрарăмсене чĕнсе каланине йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика