Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛНА ПАР ÇУЛЛАХИ КАНИКУЛ

28 мая 2003 г.

Йĕс шăнкăравсем вĕренÿ çулĕ вĕçленнине пĕлтерчĕç. Вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ экзаменсене хатĕрленет. Теприсем вара, вĕрентекенсен кулленхи тимлĕхĕнчен вĕçернсе, ирĕклĕ “вĕçеве”, харпăр хăй йĕркелекен кану кунĕсен авăрне чăмаççĕ. Шăп çав тапхăрта ача-пăча тĕрлĕ инкеке çакланать. Е тата хăй инкеклĕ тĕслĕх сăлтавĕ пулса тăрать. Ку çул çемье çулталăкĕ пулнăран, ача-пăчана халичченхинчен ытларах тимлĕх уйăрмалла. Районта ку енĕпе ĕç-пуç еплерех йĕркеленсе пырасси пирки вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ А. А. НИКОЛАЕВ пирĕн корреспондент ыйтăвĕсем çине хуравлать. - Анатолий Аркадьевич, çу кунĕсенче ачасен канăвне йĕркелес ĕçре чăрмавсемпе кăткăслăхсем кăçал чылай-и; - Ку енĕпе районти вĕрентÿ управленийĕ те, шкулсенчи педагогсен коллективĕсем те тахçантанпах “çанă тавăрса” ĕçлеççĕ. Ĕçпе кану лаге-рĕсене уçас ыйтупа йывăрлăхсем пулмалла мар. Лагерь ертÿçисемпе, педагогсемпе, поварсемпе вĕрентÿ йĕркелесе ирттернĕ, тĕрлĕ канашлусенче ку ыйтупа пулнă сĕнÿсене тишкерсе тĕпченĕ. Пĕр сăмахпа каласан, паян лагерьсене уçма хатĕр. - Эппин, пирĕн ача-пăча вĕренÿ çулĕ вĕç-ленсен тимлĕхсĕр юл-мĕ; - Çапла. Чи малтанах шкулти лагерьсене кăткăс лару-тăруллă çемьери ачасене, çурма тăлăхсене, усраврисене, хăйсене шанчăксăртарах тытакан-нисене, нумай ачаллă çемьерисене йышăнмалла. Шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче учета илнисем те (пурĕ 34 вĕренекен) çак лагерьсенче пулмалла, мĕншĕн тесен ĕçпе кану лагерĕсенче воспитани тата саккуна пăсас çул çине тăрассинчен асăрхаттарас енĕпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕсем тĕп вырăнта пулĕç. Тĕслĕхрен, асăннă тапхăрта шухăрах ачасене воспитательсем вут-кăварпа пĕлсе усă курмалли, çул-йĕр хăрушсăрлăхне, харпăр хăй пурнăçне, сывлăхне упрамалли йăла-йĕркесене вĕрентсе хăнăхтарĕç. Çулсерен юханшывсемпе пĕвесенче пулакан инкексене сирсе яма та пулăшĕç лагерьти кунсем. - Ачасен çуллахи канăвĕн проблемисене педагогсем хăйсем çине илни курăнать. Анчах пур ыйтăва та татса парайĕç-и-ха вĕсем; Район админис-трацийĕ ку тĕлĕшпе мĕнле пулăшать; - Калас пулать, пирĕн район администрацийĕ ачасен çуллахи канăвне нихçан та тимлĕхсĕр хăварман. Кăçал вара яваплă çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ çирĕп заданисем панă, ятарлă йышăну кăларнă. Район пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче ирттерекен кашни планеркăрах яваплисенчен çирĕп ыйтаççĕ. Паллах, эпир хамăр та асăннă ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине манмастпăр. Ведомствăсем хушшинчи пĕрлехи комисси туса хунă, çакă ачасен çуллахи канăвне йĕркелес енĕпе пулакан яваплăха та ÿстерет. Çапла, акă, ĕçпе тивĕçтерекен районти центр кăçал 389 ачана ял тата поселоксене тирпей-илем кÿнĕ çĕрте ĕç вырăнĕсем уйăрса парĕ. Центр ачасене ĕçшĕн пĕр кунта 30 тенкĕ таран тÿлеме пултарать. Çавăн пекех вĕренекенсем эмел курăкĕсем те пуçтарĕç, эрозие хирĕç пурнăçламалли ĕçсене те хастар хутшăнĕç. - Ĕçпе кану лагерĕсем уçăлни аван, сывлăха çирĕплетмелли лагерь пулĕ-и кăçал; - Ĕçпе кану лагерĕсенче сывлăха çирĕплетесси те тĕп ыйту пулса юлать. Çирĕп режим, врачсен тимлĕхĕ ачасене аталанма пулăшĕç. Физкультурăпа спорт та юнашар пулĕ. Çапах та пирĕн шкулсенче сывлăх енĕпе кăткăслăха кĕрсе ÿкнĕ ачасем те пур. Вĕсем айккинче юлмĕç. Кăçал 250 ача ятарлă канупа сиплев лагерьне çÿрĕ. Шел пулин те, ăна пĕр сменăпа кăна йĕркелеме май килет. Сиплев тапхăрĕ 21 куна пырĕ. Ачасене вара ра-йонти 10 шкултан суйласа илнĕ. Вĕсем валли ача пуçне куллен 28 тенкĕ уйă-раççĕ. Укçа-тенкĕ тенĕрен, ăна шкулсенчи лагерьсене уçма уйăрма пăхнă. Кашни ача валли вăтамран 56 тенкĕ те 25 пус тăкаклама палăртнă. Ку, паллах, сахалтарах, анчах çукки мар. Лагерьте çаврăнăçуллă ĕçлесен спонсорсен пулăшăвĕпе те усă курма пулать, ĕçлесе илме те май пур. Çакна шута илсен, чăрмавлă ыйтусем пулмалла мар. - Лагерьсене ачасен йышне тĕпе хурса уйăр-нă укçа-тенкĕ калăпăшне калаймăр-ши; - Йĕпреçри пĕрремĕш шкула 16880 тенкĕ, иккĕ-мĕш шкула - 7595 тенкĕ, Кĕлĕмкассинчи шкул - 5625 тенкĕ, Буинскри, Эйпеçри, Липовкăри, Ирçе Çармăсри, Энтриелĕнчи шкулсене - 3376-шер тенкĕ, Пăкăянти, Пучинкери, Хурамалти, Чăваш Тимешри ачасен лагерĕсене - 4501-шер тенкĕ, Пысăк Упакассинчи ачасем валли 3938 тенкĕ, Чăрăшкассинчи тата Шăрттанти шкулсене - 2250-шер тенкĕ, Березовкăри лагере - 2813 тенкĕ, Çĕнĕ Выçлипе Хумпуç Патăръелĕнчи шкулсене 1969-шер тенкĕ уйăрнă. Пурĕ шкулсенчи çуллахи лагерьсенче 1525 ача канса вăй пухĕ. Вĕсене валли 85800 тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика