Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК ПОЖАРНĂЙСЕН ĂСТАЛĂХ ПЫСĂК

28 мая 2003 г.

ÇАМРĂК ПОЖАРНĂЙСЕН ĂСТАЛĂХ ПЫСĂКÇу уйăхĕн 21-мĕшĕнче район центрĕнчи тĕп стадионта çамрăк пожарнăйсен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Чи малтан кĕрешÿ трасси çине чи кĕçĕннисем тухрĕç. 100 метрлă дистанцие кĕске вăхăтра çĕнсе илмелле пулчĕ вĕсен. Ахаль çеç чупса тухас пулсан юрĕччĕ, анчах кунта тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтермелле тата ятарлă упражненисене пурнăçламалла çав. Хÿме урлă каç-рĕç, пĕрене тăрăх чупрĕç çамрăк пожарнăйсем. Пушар сÿнтермелли хатĕрсене пĕрле илнĕрен чăрмавсене çĕнтересси кăткăсланчĕ. Çак чăрмавсенех вăтам, вĕсем хыççăн аслă ушкăнсенчи çамрăк пожарнăйсем чыслăн çĕн-терчĕç. Кĕçĕннисенчен пĕрремĕш вырăна Н. Тарасов (Хурамал), иккĕмĕш-не Н. Михайлов (Эйпеç), виççĕмĕшне С. Васильев (Эйпеç) йышăнчĕç. Вăтам ушкăнри спортсменсен пьедесталĕ çине С. Тимофеев (Хурамал), А. Григорьев (Хурамал), А. Ильин (Эйпеç) черетпе хăпарчĕç. Аслисен кĕрешĕвĕ тата та çивĕч пулчĕ. Кунта малти вырăна И. Колузаков (Хурамал), иккĕмĕшне А. Тимофеев (Йĕпреçри 1-мĕш шкул), И. Ершов (Эйпеç) виççĕмĕш вырăна пайларĕç. Тепĕр ăмăрту - эстафета. Чăрмавсене çĕнтерсе, çеккунтсене парăнтарса ăмăртăва хутшăнакан командăсем çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшекен финиша васкарĕç. Пĕтĕмлетÿ çакна палăртрĕ. Хурамалсем эстафетăна 1 минут та 7 çеккунтра чупса тухса 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ вăтам пĕлÿ паракан шкул команди 1 минут та 8 çеккунт вăхăтпа иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Эйпеçсен кăтартăвĕ виççĕмĕш пулчĕ - 1 минут та 10 çеккунт. “Боевое развертывание” тесе палăртнă ăмăрту трасси çинче пушар сÿнтерекен машина ларать. Ачасен чăн-чăн пожарнăйсен ĕçне пурнăçламалла иккен. Ку ăсталăха алла илни инкеке хирĕç тăнă чухне аслисемпе тан вут-çулăма парăнтарма пулăшĕ. Пушар расчечĕн ăсталăхне командăсем аван пурнăçларĕç. Хурамалсем 41,44 çеккунтра, Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкул команди 56,59 çеккунтра, эйпеçсем 1 минут та 10 çеккунтра “вут-çулăма” шывпа пĕрĕхтерме хатĕр пулчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Хурамалти çамрăк пожарнăйсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Эйпеçсем иккĕмĕш вырăна, Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкул чысне хÿтĕлекен команда 3-мĕш вырăна тухрĕç. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче хурамалсем республикăри ăмăртусене хутшăнчĕç. Яллă районсен ăмăртăвĕн-че вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç, ятарлă кубока тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх (хурамалсем хула командисен хушшинче те тивĕçлĕ ăмăртрĕç) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика