Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ПĔР ЧŸРЕЧЕ» ПĔЧĔК БИЗНЕСА ХĂВĂРТ АТАЛАНТАРĔ

28 мая 2003 г.

«ПĔР ЧŸРЕЧЕ» ПĔЧĔК БИЗНЕСА ХĂВĂРТ АТАЛАНТАРĔ Вак предпринимателлĕх - республикăн пĕтĕмĕшле экономикине çĕнĕ шая çĕклеме май паракан ÿсĕм пуçламăшĕ. Сăлтавсăрах мар ĕнтĕ Чăваш Ен Президенчĕ вырăнсенче вак бизнеса ура çине тăратасси çине них-çанхинчен ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Вăл республикăра вак бизнес çителĕксĕр аталаннипе кăмăлсăр пулнине темиçе те пĕлтернĕччĕ, Правительствăна ку енĕпе чи витĕмлĕ мерăсем йышăнма хушу панăччĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Н. Федоров Президент “Чăваш Республикинче вак предпринимателлĕхе хăвăрт аталантарасси çинчен” Указа алă пусрĕ. Çак Указпа килĕшÿллĕн республикăри районсемпе хуласенче ЧР Юстици министерствин представителĕсем ĕçе пуçăнчĕç. Хаçатра пĕлтернĕччĕ, çакăн пек представительство пирĕн районта та туса хучĕç, çĕнĕ должноçа Андрей Николаевич Федотова лартрĕç. Юстици министерствин представительстви район администрацийĕн гаражĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Пирĕн корреспондент А. Н. ФЕДОТОВ консультантпа тĕл пулса, çĕнĕ службăн тивĕçĕсем çинчен каласа пама ыйтнă. - Районти представительство, пĕтĕмшле илсен, пулас предпринимательсене административлă чăрмавсенчен, чиновниксен сĕмсĕрлĕ-хĕнчен тата бюрократсем ура хунинчен хÿтĕлет. Вăл вак бизнеса кÿлĕнекенсене кирлĕ документсем хатĕрлессипе мĕн-пур йывăрлăхсене хăй çине илет, çав шутра пичет хатĕрлесси те, тĕрлĕ ирĕк илесси те кĕрет. Çакна пурне те, регистра-циленĕшĕн патшалăх тÿлевĕн компенсаци укçисĕр пуçне, хăвăрт тата тÿлевсĕр пурнăçлатпăр. Анчах представительство регистрацилекен орган шутланмасть. Çак тивĕçе РФ Налуксемпе сборсен министерстви, вырăнсенче унăн территори органĕсем çине тиенĕ. Çĕнĕ Указ пирĕн ра-йонта та предпринимателлĕх ĕçне йĕркелес текенсемшĕн симĕс çул уçĕ. Граждансен вак предприяти туса хурасси çинчен калакан заявленийĕсене “пĕр чÿрече” меслечĕпе усă курса пăхса тухаççĕ. Çак ĕçри кăткăслăхсемпе чăрмавсене сирсе ярас тĕлĕшпе Юстици министерствин пред-ставительстви налук, пенси фончĕн, патшалăх статистикин тата социаллă страховани фончĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçса килĕшнĕ. Президент Указĕпе килĕшÿллĕн пулас предприниматель заявлени панă хыççăн 5 талăкран унăн вак предприятийĕ регистрациленмелле, çавăн пекех çак вăхăт хушшинче вăл алла пичет те илмелле тата банкра расчетлă счет уçмалла. Представительство вак бизнеса кÿлĕнекенсене регистрацилес ĕçĕн кирек хăш тапхăрĕнче те пулăшма хатĕр тата консультацисем пама тивĕç. - Юстици министерствин районти специалисчĕ-консультанчĕ тĕп процедурăсене хăй çине илет апла. Технологи мĕнлерех; - Тĕслĕхрен, предприниматель юстици минис-терствин вырăнти (районти е хулари) консультанчĕ патне ыйтупа килет. Специалист кирлĕ документсене хатĕрлет, клиент ун хыççăн налук инспекцине учета тăрать. Тĕрĕссипе, федераци законодательствипе килĕшÿллĕн документсене учредитель хăй парать. Налукçăсемпе калаçса килĕшнĕ тăрăх, регистрацилемелли срок пурĕ виçĕ талăк таран тăсăлать (асăрхăр, федераци саккунĕпе - 5 талăк). Предприятие регистрацилени çинчен свидетельство илсен, предприниматель каллех “пĕр чÿречерен” пулăшу ыйтать, унăн тÿрех статистиксенчен ятарлă код илме, соцстрахпа пенси службинче учета тăма тата банк счечĕн номерне илме май пур. Çавăнпа та представительство специалисчĕ 8 тан 10 сехетчен ыйтусемпе йышăнать, ытти вăхăтра регистраци процедурисемпе ĕçлет. Çĕнĕ фирмăсен пичечĕсене хатĕрлеме Шупашкарта централизациленĕ йĕркепе заказ параççĕ. Вĕсем талăк хушшинче хатĕр пулмалла. Çавна май пĕчĕк предприятисене регистрацилессипе каякан тăкаксене республика бюджечĕ хăй çине илет. Кунта суту-илÿпе посредник ĕçĕ-хĕлĕ кĕмест. Уçăмлăн каласан, çăмăллăхсем чăннипех таварсем кăларакан, халăхăн йăлари ыйтăвĕсене тивĕçтерекен (сервис сĕнекен), экономикăна çирĕплетес ĕçе тÿпе хывакан бизнесменсене кăна пырса тивет. Сăмах май çакна та палăртса хăварасшăн. Яллă районсенче вак предпринимателлĕхе йĕркелекен субъектсен патшалăх пулăшăвне ыттисенчен малтан илме право пур. Енчен те çын яллă вырăнта вак бизнес ĕçне пуçăнсан, ăна строительство валли е пурăнмалли çурт-йĕр туянма процент ставкисене çĕр проценчĕпех субсидилесе ипотека кредичĕ илме ирĕк параççĕ. Анчах вăл (заемщик) предприниматель ĕçне пăрахрĕ пулсан, çав самантран пуçласа унăн кредитпа усă курнăшăн процентсене РФ Тĕп банкĕн рефинансировани ставкипе тÿлеме тивет. ЧР Правительстви республикăра вак предпринимателлĕхе аталантарас тата пулăшас тĕ-лĕшпе пысăк ĕç туса ирттерет. Вак бизнес субъекчĕсене лизингпа тивĕçтерессипе çыхăннă нормативлă актсем кун çути курчĕç. Сăмахран, ятарласа йĕркеленĕ патшалăх унитари предприятийĕ урлă предприниматель лизингпа килекен оборудование хăйĕн-шĕн меллĕ майпа туянма пултарать. Пулас бизнесмен малтан нимĕн чухлĕ те тÿлемест, оборудовани хакне темиçе çултан тÿлесе татать, ăна республика бюджечĕ нумай пулăшать. Çапла майпа Раççей историйĕн-че пĕрремĕш хут, Чăваш Енре, “предпринимательсем - патшалăхшăн” принцип мар, пачах урăхли: “патшалăх - пред-принимательсемшĕн” принцип пурнăçа кĕрет. Вак тата вăтам бизнеспа çыхăннă ыйтусемпе тĕплĕн-реххĕн ЧР Юстици ми-нистерствин районти консультантĕнчен А. Н. Федотовран ыйт-са пĕлме пулать. Пред-ставительствăна район администрацийĕн картишĕнчен гараж çурчĕн иккĕ-мĕш хутне пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика