Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИТЕХ ТЕ КИРЛĔ ТĔЛПУЛУСЕМ

28 мая 2003 г.

Иртнĕ кĕçнерникун, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, пĕтĕм республикăри пекех пирĕн районта та пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев ертсе пыракан ушкăн Ишекри, унăн çумĕсем - В. Л. Михалик, А. Н. Кузьмин, В. Г. Пименов ертсе пыракан ушкăнсем Экономри, Пучинкери, Спотар поселокĕнчи ĕççыннисемпе тĕл пулнă, экономика управленийĕн пуçлăхĕ В. И. Брагин ертсе пыракан ушкăн Сехнер поселокĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи В. А. Михайлов ертсе пыракан ушкăн Хыркассинчи çынсемпе курса калаçнă, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусемпе интересленнĕ. Ишексене, сăмахран, кил-çурта хутса ăшăтма усă куракан хытă йышши топливăшăн тухакан субсидие тÿлесси тивĕçлĕ шайра пулманни пăшăрхантарать. Н. А. Антонов, акă, иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнчех çак çăмăллăх валли кирлĕ документсем пухса панă. Темĕнле сăлтавсене пула унăн ыйтăвне татса парасси вăраха тăсăлса пырать. Ку ыйтăва район пуçлăхĕсем тимлĕхе илчĕç. Экономсене çĕнĕ çуртсем ÿссе ларнă урама электрофикацилесси канăç памасть. Хăшпĕр çемьесем пурăнма куçнă та ĕнтĕ, анчах çутă çукки чăрмавлă. Килхуçалăхĕнче тытакансем хăйсен выльăхĕсене вăрман уçланкинче çÿретнĕшĕн илекен тÿлев çав тери пысăк пулнăшăн кÿренеççĕ. Кашни пуç ĕнешĕн уйăхне 89 тенкĕ ытла илеççĕ. Çак тÿлеве пĕчĕклетме çук-ши; Акă мĕн канăç памасть выльăх хуçисене. Çав вăхăтрах ытлашши сĕте пуçтаракан райпо сутăн илмелли хаксене пĕчĕклетнĕ. Унччен 1 литрне 3 тенкĕ те 20 пуспа йышăннă пулсан, халĕ 3 тенкĕпе. “Йÿнĕпе пуçтараççĕ те хаклăпа сутаççĕ...” Тĕрĕсех пăшăрханаççĕ экономсем, магазинта пĕр литр сĕт хакĕ 8 тенкĕ те 50 пуспа танлашать. Экономсем çавăн пекех ялти суту-илÿ точки, ача сачĕ таврашĕнче тирпей-илем туса хума кирли пирки сăмах хускатрĕç, çакăншăн яваплисенчен çирĕпрех ыйтмаллине палăртрĕç. Спотар поселокĕнче те татса памалли ыйтусем сахал мар. Тĕлпулăва пуçтарăннисем пĕвесем тивĕçлĕ шайра марришĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕç. Ăнсăртран кĕмсĕрт пушар сиксе тухсан шыв илмелли вырăн тупаймăн. Спотарта магазин та çук, медицина пункчĕ те тахçантанпах ĕçлемест. Поселокра пурăнакансенчен ытларахăшĕ пенсионерсем, вĕсене Йĕпреçрен Пăкăяна çÿрекен рейс автобусĕ лесничес-тво тĕлĕнче чарăну туманни пăшăрхантарать. Паллах, йĕрке тăрăх çакна пăхман, анчах ватă çынсене инçе çÿреме çăмăл мар. Çакна шута илсе те пулин спотарсем валли ял çывăхнерех автобуссем тепĕр чарăну тусан тем пекехчĕ. Çакнашкал йышăну тума сĕнÿ пачĕç районтан килнĕ пуçлăхсене ял çыннисем. Сехнер поселокĕнче пурăнакансем хăйсене пай шучĕпе уйăрнă çĕр лаптăкĕсене Калинин ячĕллĕ колхоза арендăна панă. Çав çĕрсемпе усă курать аякри колхоз, анчах çĕр хуçисене уншăн нимĕн те тухмасть, хуçалăх процент та тÿлемест. Ку татса паман ыйтăва информаци ушкăнĕнчисем шута илнĕ, ăна вĕçне çитерме шантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика