Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯНĂРАРĔ ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВ

28 мая 2003 г.

ЯНĂРАРĔ ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВЙĕпреçри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкултан кăçал 145 ача вĕренсе тухать. Шкула çÿренĕ 11 çул хушшинче ÿссе çитĕннĕ, пурнăç çулĕ çине тухма пур енлĕн хатĕр-леннĕ çамрăксем валли иртнĕ шăматкун юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кĕмĕл шăнкăрав выпускниксене çутă ĕмĕтлĕ малашлăха йыхравларĕ, çав вăхăтрах умра чи яваплă тĕрĕслевсем - патшалăх экзаменĕсем пулнине аса илтерчĕ. Юлашки шăнкăрав уявне учительсен, вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕсен пысăк йышĕ хутшăнчĕ. Савăнăçлă линейка çĕршыв Гимнĕ янăранă май ялавсем йăтса кĕнипе пуçланчĕ, унтан уява ертсе пыракансем 11-мĕш класран вĕренсе тухакансене линейка умне чĕнчĕç. Акă вĕсем, тăван йăваран вĕçсе тухма хатĕрленнĕ “кайăксем”. Л. А. Назарова, А. Г. Оглоткина, О. А. Савина, Н. П. Никифоров, И. М. Алексеева, М. П. Спиридонова класс руководителĕсемпе вĕсен воспитанникĕсем хăйсем те çунат сарнă чĕвĕлти чĕкеçсем пекех ярăнса тухаççĕ. Выпускниксем пĕр рете йĕркеленсе тăрсанах искусство шкулĕн вĕренекенĕсем (руководителĕ С. Д. Романова) вĕсене “Чечексен вальсĕ” ташша парнелерĕç. Унтан шкул директорĕ Е. П. Павлов сăмах илчĕ. Юлашки шăнкăрав уявне пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕ вăл, ЧР вĕрентÿ министрĕ, пирĕн хисеплĕ ентеш - Галина Петровна Чернова ярса панă саламлă çырăва вуласа пачĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче активлăхпа палăрнă шкул ачисене (Л. Денисована, В. Чиндяйкина, А. Тимофеева, Р. Васильева тата ыттисене) шкул дирекцийĕн Хисеп грамотисене, республикăра иртнĕ КВН вăййисен аслă лигăри тупăшă-вĕнче призлă вырăн çĕнсе илнĕ команда участникĕсене (И. Никифорова, М. Михайлована, В. Николаевана, И. Сильвестрована, К. Большована, Т. Луконинана, А. Короткова тата ыттисене) çамрăксем енĕпе ĕçлекен ЧР Патшалăх комитечĕн Дипломĕсене парса чысларĕ. Выпускниксене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Л. Михалик, 1-мĕш номерлĕ шкул директорĕн çумĕ В. Е. Грачева сăмах илчĕç. Вĕренÿре, шкул тата ун тулашĕнчи ĕçсене активлă хутшăннисене шкул республикин президенчĕ“медальсемпе” наградăларĕ. Чи кĕçĕннисем те сăмах илчĕç линейкăра. Вĕсем кăçал вĕренсе тухакансене шÿтлĕ сăвăсем каласа, пĕчĕк парнесем, чечек çыххисем парса саламларĕç. Класс руководителĕсен ячĕпе А. Г. Оглоткина учительница тухса калаçрĕ. Вăл выпускниксене малашлăхра ăнăçу, телей, такăр çул, умра тăракан ĕмĕт-тĕллевсене çитсе пыма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Выпускниксем хăйсене вĕрентнĕ учительсене тав туса ăшă сăмахсем нумай каларĕç, вĕсене çепĕç юрăсем парнелерĕç. Çаксене итлесе, курса тăракан ашшĕ-амăшĕсен куçĕсем шывланчĕç те. Акă, хумхануллă самант. 11-мĕш “л” класри А. Ермолаевпа пĕрремĕшĕнчи А. Семенова вĕренекенсем кĕмĕл шăнкăрава шăнкăртаттарса пĕр çаврăм турĕç. Кĕмĕл шăнкăрав сасси кашнин чун-чĕрине пăлхатрĕ, ăшă туйăмсем çуратрĕ. Экзаменсем тытма хатĕрленекен аслă классенчи вĕренекенсемшĕн вара юлашки шăнкăрав сасси яланлăхах асра тăрса юлĕ, вăл çамрăксене пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма вăхăт çитни çинчен аса илтерчĕ. Йĕпреçри иккĕмĕш вăтам шкул çурчĕ умĕнчи лапамра 523 вĕренекен уяв линейкине вырнаçса тăчĕç. Кăçал çак шкулти пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен 67 выпускник вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестата алла илĕç. Вĕсенчен çирĕм пиллĕкĕшĕ - пулас педагогсем, 18 вĕренекен каçхи шкулта пĕлÿ илнĕ. Тепĕр 24 вĕренекен пирки те кунта ырăпа асăнаççĕ. Юлашки шăнкăрав уявне çавăн пекех кăçал пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнĕ 66 вĕренекен те хутшăнчĕç. Вĕренсе тухакансене ра-йон администрацийĕн ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э. С. Николаев саламларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика