Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК ИНСПЕКТОРСЕН СЛЕТĔНЧЕ

31 мая 2003 г.

ÇАМРĂК ИНСПЕКТОРСЕН СЛЕТĔНЧЕÇĕршыври çулсем çинче пулса иртекен инкексене ачасем те лекеççĕ. Чылай чухне тĕп сăлтавĕ вĕсем ансат правилăсене пăхăнманнипе çыхăннă. Ахальтен мар çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн тĕп управленийĕ ачасене çул-йĕр йĕркисене вĕрентес енĕпе пысăк тимлĕх уйăрать. Патшалăх инспекторĕсене вĕсен тусĕ - çамрăк инспекторсен дружини (ЮИД) пулăшса пырать. Çак юхăма йĕркеленĕренпе кăçал 30 çул çитрĕ. Юбилей ячĕпе ирттернĕ районти слета 5 шкул хутшăнчĕ. Çамрăк инспекторсен тĕрлĕ енлĕ аталану пулмалла. Çакна вĕсем тĕ-рĕслевсенче кăтартнă пĕлĕвĕпе ăсталăхĕ те çи-рĕплетеççĕ. Акă, пĕрре-мĕш экзаменра çулçÿрев правилисене тĕрĕс хуравлассипе тупăшрĕç. Ку енĕпе Ирçе Çармăсри вăтам шкулти çамрăк инспекторсем палăрчĕç. “Автогородок” ăмăрту та çăмăл пулмарĕ. Йăнăшсемсĕр финиша çитекен спортсменсем чăннипех ырă ята тивĕçрĕç. Кунта тата ытти ăмăртусенче чи малти вырăна иккĕмĕш вăтам шкул инспекторĕсем алран вĕçертмерĕç. Пирвайхи медицина пулăшăвĕ парас енĕпе те, çамрăк корреспондентсен тупăшăвĕнче те, плакат ăсталас енĕпе те маттуррисем пулчĕç вĕсем. Страховани ыйтăвĕсем çине хуравлама та, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн çĕнĕ паллине ăсласа кăларма та В. П. Никифоров педагог хатĕрленĕ команда ыттисем хушшинче ăстарах пултарчĕ. “Трасса” ăмăртура та вĕсене çитекеннисем пулмарĕç. Çавăнпа çак ушкăна республикăри çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен слетне яма йышăнчĕç. Кĕлĕмкассинчи, Пысăк Упакассинчи, Ирçе Çармăсри тата Йĕпреç поселокĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти çамрăк инспекторсем те пултаруллă та хастар пулнине палăртмалла. Çитес çулхи ăмăртусене вĕсем тата тĕплĕнрех ха-тĕрленсе хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕç. Йĕпреçри 2-мĕш шкул - 1-мĕш, ирçеçармăссем - 2-мĕш, пысăкупакассисем - 3-мĕш, кĕлĕм-кассисем - 4-мĕш, Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкул 5-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Надежда Кузьмина çамрăк инспектор (2-мĕш вăтам шкул)* судьясем ра-йонти слет кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ* пирвайхи медицина пулăшăвĕ парас енĕпе Н. Семенова медсестра çирĕп ыйтать. Сăнÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика