Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАНÇĂСЕН МАЛАШЛĂХĔ ПЫСĂК

31 мая 2003 г.

Хăй вăхăтĕнче халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче вăй хуракансем Тăван çĕршывăн “чĕрине” - Мускава пухăнса ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ, малашне ĕçлемелли тĕп çул-йĕрсене палăртнă. Çак ырă йăла-йĕркене Раççей Федерацийĕнчи вăрманçăсем халĕ те çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем хăйсен черетлĕ съездне пухăннă. Ун ĕçне хутшăннă Йĕпреç вăрман хуçалăхĕн ертÿçипе М. И. Ларионовпа пирĕн штатра тăман корреспондент тĕл пулса калаçнă. - Ку хутĕнче съездра 7 пин делегат пул-нă. Вăл шутра Йĕпреç тăрăхĕнчен виççĕн: эсир тата Ирçе Çармăспа Березовкăри лес-ничествăсен тĕп лесничийĕсем В. Н. Урмаковпа Г. В. Хураськин. Мĕнлерех кайса кил- тĕр Раççей шайĕнчи аслă пухăва; - Мускава Чăваш Енрен 49-ăн кайрăмăр. Пысăк йыш. Чăваш Республикинчи вăрманçăсен тĕп хуçи Г. Н. Урмаков пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал ушкăнпа съезда кайни халиччен пулман. “Измайлово” туркомплексăн «Гамма» ятлă корпусĕнче вырăн уйăрса пачĕç. Ку енĕпе йĕркелÿçĕсем мĕн-пур майсене шута илме тăрăшни тÿрех сисĕнчĕ. Пĕрисем çавăнтах хула çывăхĕнче вырнаçнă “Коломенское” тата Сергиев-Посадри музей-заповедниксене çитсе курчĕç, теприсем - “Хальхи техника хатĕрĕсем” куравра пулса, хамăр патра тата ют çĕршывсенче кăларнă вăрман хатĕрĕсемпе паллашма пултарчĕç. Тĕлĕн-мелли нумай пулчĕ. Акă, шведсен “Хускварна” фир-ми кăларакан техника çывăхĕнче ĕçтешсем уйрăмах нумай хушă тытăнса тăнине курма пулчĕ. Съездра, тĕпрен илсен, вăрмансемпе усă курас ĕçре экономика эффективлăхне ÿстермелли майсем тавра калаçу пулчĕ. Пухăннисене вăрман пуласлăхĕпе çыхăн-нă ыйту та канăç памарĕ. Чăнах та ĕнтĕ, çитес ăрусем валли эпир мĕн хăваратпăр; Симĕс пуянлăха упрассишĕн, ăна хушса пырассишĕн мĕнлерех тăрăшатпăр; Делегатсем тухса калаçнинчен акă мĕн паллă пулчĕ: хăшпĕр регионсенче паха йывăçсене ытларах касаççĕ, çавна пула лăсăллă тата хытă çулçăллă йывăçсен лаптăкĕ куç умĕнчех катăлса пырать. Юлашки вăхăтра саккуна пăсса вăрман касакансем нумайланса кайрĕç. Вăрмана çĕнетсе тăрас, унăн пахалăхне ÿстерес ĕçре те пысăк çитменлĕхсем пур. Çакна шута илсе, вăрман хуçалăхне 2003-2010 çулсенче аталанмалли концепци туса ха-тĕрленĕ. Унта вăрман хуçалăхне реструктуризаци тумаллине, отрасле тĕпрен аталантармаллине, симĕс пуянлăхпа усă курас ĕç механизмĕсене лайăхлатмаллине палăртса хăварнă. Ку енĕпе Чăваш Енре ĕçлемеççĕ мар. Унччен лесник вăрмана кастарнă, ăна тирпейлеттернĕ пулсан, хальхи вăхăтри унăн тĕп тивĕçĕ - вăрмана сыхласа упрасси, çĕнĕрен йывăç-тĕм, хунавсем лартасси. Вăрмана çĕнетмелли плана çирĕп пурнăçласа пыратпăр. Кашни çул çĕршер-çĕршер гектар йывăç лартса хăваратпăр. Питомниксенче (вĕсем, тĕп-рен илсен, Кушлавăш лесничестви территори-йĕнче вырнаçнă) кашни çулах çамрăк хунавсене вăрăран çитĕнтеретпĕр. Кунта вăй хуракансем çĕнĕлĕхсене малтисен технологине çул парас тĕлĕшпе пуçаруллă. Ахаль-тен мар вăл темиçе хутчен те “Чи лайăх питомник” ята тивĕçнĕ. - Вăрман ĕçченĕсем тата мĕнле çĕнĕ-лĕхсем ĕçе кĕртме шутлани çинчен те пĕлес килет. - Çакна кун йĕркинчех тытма тăрăшатпăр. Акă, хăй вăхăтĕнче эмел курăкĕсен плантацийĕсене йĕркелемелли программа туса хатĕрле-нĕччĕ. Çак ĕçе ирçеçармăссем тÿрех пурнăçа кĕртрĕç. Ыттисем те вĕ-сенчен юласшăн пулмарĕç. “Ылтăн тымар”, “Тахис”, “Левзея” тата ыт. эмел курăксене çитĕнтермелли лаптăксене ÿстерсех пыратпăр. Тата кашни лесничествăра тенĕ пек (пурĕ вĕсем 7) хушма цехсем уçнă. Вĕсен-че касма вăхăт çитнĕ е сайратнă йывăç çурса чус-хăма хатĕрлетпĕр. - Вăрмана вут-кăвартан сыхласси те тĕп вырăнта пулĕ; - Çапла. Лесничествăсенче пушарпа кĕрешмелли хими станцийĕсем пур. Пушар каланчисене йĕркеллĕ тытса тăратпăр, радио-телефон çы-хăнăвĕ шанчăклă, талă-кĕпех хурал тăратпăр т. ыт. те. Кĕскенрех каласан, хамăрăн тĕп тивĕçе - вăрман пурлăх-пуянлăхне сыхлассипе ăна хушса пырассине - пурнăç ыйтнă пек йĕркелеме тăрăшатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика