Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХРЕСЧЕНĔН ШАНĂÇĔ СŸНМЕН-ХА

04 июня 2003 г.

Ытти çĕрте мĕнле те, пирĕн республикăра пуçлăхсем ялхуçалăх ыйтăвĕсем çине тимлĕрех çаврăнса пăхма тытăнни куçкĕретех. Çакă вара йышлă отрасльсене кирлĕ пек сулăм илсе аталанма тивĕçлĕ майсем туса парать. Чулхула, Самар, Саратов, Воронеж обла-çĕсенче (тахçан вĕсем пирĕн çĕршыва çăкăрпа ытлăн-çитлĕн тивĕçтерсе тăракан регионсем шутланнă), акă, колхозсен, харпăрлăхăн тĕрлĕ формисене тĕпе хурса ĕçлекен кооперативсемпе пĕрлешÿсен ытларах пайĕ панкрута тухса е саланса пĕтнĕ пулсан, Чăваш Енри лару-тăру пирки çавна калама çук. Тен, ку вăл чăваш çыннин çирĕплĕхĕпе, чăтăмлăхĕпе çыхăннă-тăр. Анчах, кирек мĕнле пулсассăн та, пирĕн республикăри аграрлă тытăмра вăй хуракансем, рынок тапхăрĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсемпе чăрмавсене парăнтарса пыни лайăх сисĕнет. Çакна Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ министерствисенчен пирĕн пата килекен яваплă çынсем те уççăнах палăртаççĕ. Юлашки уйăхсенче РФ Ялхуçалăх министрĕ А. В. Гордеев Чăваш Енре темиçе хутчен те пулчĕ. Хăвăрт утакансен V Европа Кубокне ирттерекен йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи пулнă май, Алексей Васильевич континент шайĕнчи ăмăртăва хатĕрленесси мĕнлерех пулса пынипе интересленнипе пĕрлех федераци субъектĕнчи ялхуçалăх ĕçĕсемпе паллашма та ĕлкĕрчĕ. Министр Атăлçи регионĕнче Чăваш Республики агропромышленноç комплексне малалла аталантарас тĕлĕшпе Президент та, Министрсен Кабинечĕ те, Ялхуçалăх министерстви те ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ. Вăл çине тăнипе пирĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем кăçалхи çуракине вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерсе ярас тĕллевпе федераци бюджетĕнчен миллионшар тенкĕ хушма укçа илме пултарчĕç. Апла пулин те, халлĕхе аграрлă тытăмра палăрăмлă ырă улшăнусем мухтанмалăх çукрах-ха. Ку енĕпе туса хатĕрленĕ тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пырас ĕç те “уксахлать”. Тĕслĕх шыраса инçене кайма кирлĕ мар. Пирĕн районти колхозсемпе ялхуçалăх производствин кооперативĕсенчен ытларахăшĕнче ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк, туса илекен продукцисен хăйхаклăхĕ пысăк, çавна май çулталăка тухăçлă, рентабеллĕ вĕçлекенсен йышне шутласа кăларма пĕр алăри пÿрнесем те ытлашши. Паллах, услам-тупăш илесси пĕр хамăртан кăна килмест. Çакăн хăйĕн сăлтавĕсем пур. Анчах та пĕрешкел условисенчех вырăн тупнă хуçалăхсем пĕр пек ÿсĕм-çитĕнÿ тăвайманни самаях шухăшлаттарма кирлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче районти ялхуçалăхĕнче миçе отрасль пулнине тăруках татса калама та çук. Пур çĕрте те тенĕ пекех чăх-чĕп, сурăх, сысна ĕрчетнĕ, выльăх-чĕрлĕх самăртнă. Йĕпреç тăрăхĕн чапне çĕкленĕ утарсен ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех курăмлăччĕ. Хурт-хăмăрçăсен рекордлă çитĕнĕвĕсем пĕтĕм республикипех паллăччĕ ун чухне. Хăшпĕр колхозсенче “симĕс ылтăн” çул тупнăччĕ. Кролик ферми тытакансем те пурччĕ. Шел, паян çав отрасльсенчен ытларахăшĕ “кун йĕркинчен” тухса ÿкнĕ. “Тупăш-услам кÿмеççĕ” тесе, пĕтернĕ вĕсене. Çав хушăрах ыранхине тĕпе хурса ĕçлекенсем апла тумаççĕ. Вĕсем патĕнче сысна та самăртаççĕ, çура та илеççĕ, пĕтĕмлетерех калас-тăк, “манăçнă” отрасльсенчен пысăк пайта кураççĕ. Çакăн пек хуçалăхсене манăн йĕркеренех асăнса тухас килет. Акă вĕсем: пирĕн районти “Красный партизан”, Шупашкар тăрăхĕнчи “Приволжское”, Муркаш енчи “Ударник” хуçалăхсем... Вĕренмелли нумай вĕсенчен. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Ялхуçалăх минис-терстви асăннă хуçалăхсенче çулталăкра темиçе семинар-канашлу ирттерет. Сăмах та çук, хресчене ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыма çăмăл мар паян. Вăл çĕнĕ техника туянаймасть, фермăсене хальхи йышши оборудованипе пуянлатаймасть. Çĕрĕç культурине лайăхлатас, тăпра пулăхне ÿстерес ĕçре те чăрмавли темĕн чухлех. Минераллă удобренисен хакĕсем хăмпă евĕрлех хăпарса пыраççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем те пуриншĕн те шăл çемми мар. Çав вăхăтрах ял хулана сĕнекен тырпул, сĕт-çу, аш-какай ытла та йÿнĕ. Пĕр витре солярка туянас тесен, 3 витре сĕт сутмалла. Хаксен танмарлăхĕ уçăмлă пулни пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене “ура хурса” пырать те. Юлашки çулсенче районти ялхуçалăх техникин паркĕ çĕнĕ тракторсемпе, машинăсемпе, кăткăс агрегатсемпе, паянхи куншăн питĕ кирлĕ ытти оборудованипе пуянланса пыраймасть. Пус çумне пус хушса укçа тума пĕлекенсем те тăруках илеймĕç вĕсене. Пурри вара куç умĕнчех çĕмĕрĕлсе юрăхсăра тухса пырать. Лизинг мелĕпе те пурте усă кураймĕç, мĕншĕн тесен ялхуçалăх машинисем кăларакан завод сĕнекен техникăшăн малтан тÿлеме (30 процент) чылайăшĕн енчĕкĕсем çÿхе. Паянхи кун уттипе тан пырас тесен, малтисенчен вĕренессине, çĕнĕлĕхсене çул парассине пĕрремĕш вырăна кăларса тăратмалла. Пусăçаврăнăшĕнче хальхи вăхăтра тупăш кÿме пулăшакан культурăсене ытларах лаптăк уйăрса памалла. Çавăн пек культурăсен шутне сахăр кăшманне, çĕрулмие, пахчаçимĕç-сене кĕртмелле. Район администрацийĕ, унăн ялхуçалăх управленийĕ кăçал çак ыйту çине ытти чухнехинчен тимлĕрех çаврăнса пăхрĕç. Мĕн акса-лартса хăварнине кĕркунне тĕрĕс-тĕкел вырнаçтарма май тупăнтăрччĕ кăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика