Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çула тухсан - тимлĕ пул

17 июня 2003 г.

Нумаях пулмасть шалти ĕçсен районти пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕнче иртнĕ пилĕк уйăхри пĕтĕмлетÿсене тишкерчĕç, малашне еплерех ĕçлесе пымалли çул-йĕре палăртрĕç. Çакăн çинчен хаçат вулакансене Ю. П. ФИЛИППОВ майор каласа парать. - Район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче кăткăс лару-тăру ан хуçалантăр тесе куллен тăрăшатпăр. Тĕрĕссипе калас-тăк кану мĕнне мансах вăй хума тивет. Инкеклĕ ĕçсене уçса парасси те, кулленхи дежурство та пурнăçламалли тивĕçе кĕреççĕ. Профилактика мероприятийĕсене йĕркелесе ирттересси те пирĕн çинчех. Лăпкă лару-тăру самантрах кăткăсланса каять. Çакна пилĕк уйăхри кăтартусем те аван çирĕплетсе параççĕ. Акă, çак тапхăрта пулнă пĕлтĕрхи кăтартусене илер. Иртнĕ çул ку вăхăтра пурĕ те икĕ инкек регистрациленĕ, вĕсенче икĕ çын сывлăхне сиен кÿнине шута илнĕ. Халĕ кăçалхи кăтартусене танлаштарар. Пилĕк уйăхра 4 авари пулнă, вĕсенче 5 çын сывлăхĕ айăпланнă. Куратпăр ĕнтĕ, цифрăсем хăйсемех районти çулсем çинче пулса тăнă лару-тăрăва çутатаççĕ. Инкеклĕ ĕçсен йышĕ палăрмаллах ÿснин сăлтавĕсене тишкернĕ май хамăр çителĕксĕртерех ĕçленине те палăртмалла. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр йĕркене пăснă 208 факта вĕçне çити уçса палăртнă, айăплисене явап тыттарнă. Кăçал кунашкал 70 тĕслĕхе саккунпа килĕшÿллĕн пăхса тухнă. - Кăтарту мĕншĕн çав тери пĕчĕкленнĕ-ха, чăрсăрсемпе пуçтахсен йышĕ чакнă-ши; - Çĕнĕ саккун вăя кĕни айăплă водителе явап тыттарас ĕçре кăткăслăхсем çуратрĕ. Тĕслĕхрен, халиччен хамăр пăхса тухнă чылай айăплав ĕçĕсене халĕ суда ярса паратпăр. Унта вара пăхса тухмалли ĕçсем йышлă. Судьясем темле тăрăшсан та ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Ÿсĕрсемпе ĕçлесси те кăткăсланчĕ. Пĕр тапхăр тÿнтерле пулăмпа та тĕл пултăмăр. Инспектор ÿсĕр водителе район больницине илсе çитерет. Анчах тĕрĕслев йĕркелеме е вăл, е ку çук. Хăш чухне çуршар талăк кĕтсе иртет. Вăл вăхăтра преступлени çулĕ çине тăнă водитель урăлса та çитет. Ку проблемăна халĕ район прокуратурипе пĕрле сирсе яма тăрăшатпăр. Прокуратура ĕçченĕсем тухтăрсен ĕçне, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене пăснине тĕрĕслесех тăрĕç. Таса мар чунлă водительсем хăйсен шурă халатлă пĕлĕшĕсене саккуна хирĕçле ĕçе явăçтарма хăтланнин тĕслĕхĕсем малашне пулмĕç тесе шанас килет. Никам та преступник пулса çуралмасть, ăна эпир хамăр хушăра пĕчĕк айăпсене каçарса пынине çитĕнтеретпĕр. Тавăрма çук пысăк инкек хыççăн ÿкенÿ саманчĕ çитет, анчах та ку лару-тăрăва улăштараймасть. Тĕслĕхрен, май уйăхĕнче пирĕн уйрăмра ĕçлекенсем 31 пин тенкĕлĕх штраф укçи шырасса илнĕ, 19 пинĕ - ÿсĕр водительсене панă штрафсем. Кунсăр пуçне судра та ÿсĕр водительсене явап тыттараççĕ. Шухăшлăр-ха, çемьене кĕмелли укçа-тенкĕне эрехпе тăкаклакансем, кирлехчĕ-ши сире кунашкал расхут; Водителе эрех-сăрапа сăйлаканĕсене айăпламалли саккун çук, анчах та вĕсен айăпĕпе инкек пулсан, “ырă кăмăллисене” кам тав сăмахĕ калĕ; - Профилактика ĕçне япăхтарса янин сăлтавĕ мар-и ку; - Чăнах та ку енĕпе те çителĕксĕртерех ĕçлетпĕр пулĕ. Юлашки вăхăтра çакăншăн яваплă руководительсене намăслантарма, кирлĕ чухне саккун умне тăратма тăхтаса тăтăмăр. Çуллахи каникул тапхăрĕ çитнĕ пирки ачасем çине тимлĕх ытларах уйăртăмăр. Тĕслĕхрен, “Зарница” тата “Орленок” вăйăсене хутшăнса викторинăсемпе конкурссем ирттернĕ. Çамрăк инспекторсен районти слетне те асра юлмалла йĕркелерĕмĕр. Республикăри слетра пирĕн команда тунă çĕнтерÿ те нумай ачана хавхалантарчĕ. Ячĕшĕн йĕркеленĕ мероприятисем мар вĕсем. Ача-пăча çул çинче инкеке лексе сусăрланассинчен упранма кирлĕ ку. Ача-пăча инкекрен ăнăçлă пăрăнма хăнăхни аслисемшĕн те усăллă пулĕ. - -Çул çинчи лару-тăрăва чикĕрен тухса кайма парас мар тесен мĕн тумалла; - Çул-йĕр инспекторĕсен, ертÿçĕсен, халăхăн алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле. Водителе вăйпа сăйлас йăлана пăрахăçласчĕ. Ăна “çул куркипе” ан ăсатăр. Пур ÿсĕре те инспектор тытса чараймасть. Хăшĕсен айăплă ĕçĕ “ăнăçлă” вĕçленет. Малашне вара çакă пуçтаха татах та чарусăрланма хистет. Юлташĕсен, тăванĕсен чармалла ун пек чухне. Айăплă ĕç туса хурасран упрани пулать ку. Ертÿçĕсен водительсем çĕнĕ ĕç кунне мĕнле пуçланине, каялла мĕнле таврăннине тĕрĕслессине çирĕп йĕркелемелле. Ăçта дисциплина çирĕп - унта ăнăçлă ĕç хуçаланать. Тÿнтерле хăтланакансене чарас тĕллевпе пирĕн пата шăнкăравласа пĕлтерме те именмелле мар. Çапла туса эсир çын пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр вĕт, инкек те пăрăнĕ. Транспорт юсавлăхĕ çинчен те асрах тытар. Юсавлă мар машинăпа, мототранспортпа çула ан тухăр. Çулçÿрев шанчăклă вĕçлентĕр тесен, çула тухсан тимлĕ пулăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика