Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ ÇАМРĂК ХĂЙĔН ПУЛАСЛĂХНЕ ПАЛĂРТСА ХУТĂР

26 июня 2003 г.

КАШНИ ÇАМРĂК ХĂЙĔН ПУЛАСЛĂХНЕ ПАЛĂРТСА ХУТĂРПаянхи хăна - Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ Е. Г. ПЕТРОВ. Вăл пирĕн вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравлать. - Евгений Германович, эпир пурте курса тăратпăр ĕнтĕ, çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ, ялта ĕçлеме юласшăн мар. Ку вĕт питĕ пысăк проблема. Яш-кĕрĕме ялтах çирĕплетсе хăварассишĕн тăрăшса мĕн те пулин тăваççĕ-и; - Чи çивĕч проблема - ялхуçалăхĕнче питех те кирлĕ профессисем хăйсен сумне çухатнинче. Ялхуçалăх предприятийĕсем арканас патнех çитни, ял çыннисен пурлăх никĕсĕ пĕчĕк пулни, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парайманни, пушă вăхăта усăллă ирттермелли майсем çителĕксĕрри, çамрăксем хăйсене тивĕçтерекен ĕç вырăнĕ тупайманни т. ыт. те - çаксем пĕтĕмпех тÿнтерле витĕм кÿреççĕ çамрăксен шухăш-кăмăлĕ çине. Çавăнпа юлашки вăхăтра Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров тата Правительство пуçарнипе çамрăксене ялтах çирĕплетсе хăварас тĕллевпе сулмаклă утăмсем турĕç. 2002 çулхи март уйăхĕнче Н. Федоров Президент “Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшу парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен” Указа алă пусрĕ. Çак документ çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр проблемисене татса парассинче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялта çурт çавăрас текен çамрăк мăшăрсем валли нумай çăмăллăхсем кĕртнĕ унта. Пĕрремĕшĕнчен, 30 çула çитмен çамрăк мăшăр (енчен те вĕсенчен пĕри яллă вырăна ĕçлеме килнĕ çамрăк специалист тата ялхуçалăх предприятийĕнче 5 çул ĕçлесе татма ĕçлĕ килĕшÿ тунă пулсан) çурт çавăрма ипотека кредичĕн процентлă ставкисене процентсăрах субсидиленĕ кредит укçипе усă курма пултарать. Кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче çак кредита илекен çынсен банка пуçласа хывмалли взноса 30 процентран 15 процента çити чакарнă. Иккĕмĕшĕнчен, каялла тавăрса памалла мар субсидие чи малтан аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнă хыççăн агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене ĕçлеме килнĕ специалистсене параççĕ. Ку вăл республикăра йышăннă “Ялăн социаллă аталанăвĕ” федераллă программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Виççĕмĕшĕнчен, яш-кĕрĕме ялтах çирĕплетсе хăварас ыйтусене татса парассинче ЧР Министрсен Кабинечĕн 2002 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче йышăннă “Чăваш Республикинчи агропромышленноç” комплексне 2003-2005 çулсенче кадрсемпе тивĕçтересси çинчен” постановленийĕ пысăк вырăн йышăнать. Ялсене газ кĕртни, хытарнă çулсем хывни тата халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен объектсем туни çамрăксене вĕренсе тухсан хăйсем çуралса ÿснĕ тăрăхах таврăнма хавхалантаракан пулăмсем. Юлашки çулсенче çавăн пекех ялпа хула хушшинчи пурнăçа пĕрпеклетес ыйтусемпе нумай калаçаççĕ, нумай ĕç тăваççĕ. - Çулла çитрĕ. Унччен студентсен отрячĕсем ĕçлеме каясси йăлараччĕ. Каникулта çамрăксем хальхи вăхăтра мĕн туса вăхăта ирттереççĕ; - Студентсен ĕç отрячĕсем халĕ те пур. Çак юхăм 1999 çулхи май уйăхĕнчен çĕнĕрен вăй илчĕ. Ун чухне Чăваш Ен çамрăкĕсем Пĕтĕм Раççейре “Раççей Федерацийĕнче студентсен ĕç отрячĕсен юхăмне аталантарасси” темăпа иртнĕ канашлăва хутшăннăччĕ. Унтан тата 2001 çулта Раççейри Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин Департаменчĕн пуçарăвĕпе студентсен отрячĕсен регионсем хушшинчи штабне туса хучĕç, унта Чăваш Республики те кĕчĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре педагогика отрячĕсем ытларах. Республикăри ача-пăчасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсенче ĕçлеме вожатăйсем хатĕрлес тĕлĕшпе республикăри çамрăксен ĕç биржинче 2001 çулта “Вожатăйсен ăсталăх шкулĕ” ĕçлеме пуçларĕ. Унсăр пуçне студентсен отрячĕсен ĕçне-хĕлне аталантарас тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисене республикăри “Чăваш Республикинчи çамрăксем 2003-2005 çулсенче” тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ. Çамрăксен ĕç биржин сотрудникĕсем хĕл вăхăтĕнчех студентсен отрячĕсем валли çуллахи вăхăтра вырнаçма ĕç шыранă. Çапла студентсем тата аслă классенче вĕрентекенсем хуласене тирпей-илем кĕртес ĕçре тăрăшаççĕ. Хăвăрт утассипе Шупашкарта иртнĕ Европăн V Кубокне хатĕрленсе кĕтсе илессипе тата ирттерсе ярассипе строительство тата сервис ĕçĕсене пурнăçлама 130 çамрăка явăçтарнă. Июнь уйăхĕнчен пуçласа студентсем ялхуçалăх ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Студентсен отрячĕсем Мускав, Санкт-Петербург облаçĕсене тухса кайнă. Педагогика отрячĕсенчи 80 çын Мускав çывăхĕнчи ачасен лагерĕсенче вожатăй пулса тăрăшаççĕ. Чăваш Енри лагерьсем те тăватă çĕре 170 çын ыйтнă. - Евгений Германович, республикăра Çамрăксен кунне ирттересси йăлана кĕчĕ-и; Пирĕн Йĕпреç районĕпе илсен, мĕнлерех иртмелле çак уяв; - Çамрăксен кунне кăçалхипе 9-мĕш хут савăнăçлă лару-тăрура ирттеретпĕр. Йĕпреç тăрăхĕнче те июнĕн 27-мĕшĕнче уяв мероприятийĕсем чылай çĕрте ирттерме пăхнă. Бард юррисене юрлакансен “Гори, гори, моя звезда” ятлă фестивалĕ иртет, ку вăхăт тĕлне “Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалистсем” районти конкурсне пĕтĕмлетмелле. Пысăк Упакассинче ял администрацийĕн территорийĕнче çамрăк çемьесен клубне уçма, волейбол, туризм спорчĕн турнирĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсемпе çавра сĕтел хушшинчи калаçусем ирттерме палăртнă. Чăваш Ен тĕп хулинче уяв хăйне майлă илемлĕ иртмелле. Тивĕçлĕ çамрăксене Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене паратпăр, Хĕрлĕ площадьре уяв концерчĕ пулать. Май пуррипе усă курса Йĕпреç Енри мĕнпур яш-кĕрĕме Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, малашлăха яланах шанчăклăн утма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. - Тавах сире, Евгений Германович, ăшă сăмахсемшĕн тата пирĕн хаçат тусĕсен ыйтăвĕсене хуравлама вăхăт тупнăшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика