Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАНСЕН ПАЛЛĂ ХУШАМАЧĔ.

02 июля 2003 г.

Виçĕ çул каялла вăрнарсен тĕп уявĕнче - акатуйра пулма тивнĕччĕ. Ун чухне унта аякри хăнасем те йышлăн килсе çитнĕч-чĕ. Сăмахран, Мускавпа Украинăри Черкасск облаçĕнчи Золотоноша райо-нĕнчен те килнĕ. Уява сум-лă та чыслă ирттернĕ хыççăн хăнасене пурне те техникум çывăхĕнчи хырлăхри кану çуртне апатланма илсе кайнăччĕ. Çав сехетсенче мана Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хуракан В. Г. Родионов профессор чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕпе Н. Кирилловпа паллаштарма хапăл турĕ. Николай Кириллович, эпĕ Йĕпреçре пурăннине пĕл-сен, хавассăн каласа хучĕ: “Вăрманлă поселокра ман тăвансем пурăнаççĕ. Ливановсем...”. Йĕпреçре кунашкал хушаматлă çынсене нихçан та илтмен-пĕлменрен, çийĕнчех ыйту патăм ăна. - Ăçта ĕçлекенскерсем; - Мăшăрĕ, Зоя Игнатьевна, выльăх-чĕрлĕх чи-рĕсемпе кĕрешекен станцире вăй хунă. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура. Упăшки, Виталий Павлович, Саранскри ялхуçалăх академийĕнче студентсене пĕлÿ парать, ветеринари наукисен кандидачĕ. - Пĕлмесĕр! - хыттăнах персе ятăм эпĕ. - Эсир Лабиновсем пирки калатăр вĕт;! Çавăн чухне, калаçу хыççăн апатланнă чухне, юнашарах пултăмăр, тăхтавсенче те пĕр-пĕринчен уйрăлмарăмăр. Сăмах ваклама юратакан Николай Кириллович Ливановсен выльăх тухăтрĕсен йăхĕ чăннипех те пысăк пулни пирки пĕлтерсе тĕ-лĕнтерсе пăрахнăччĕ. Çак йăхран кăна (пĕр шутласан, Авруй ялĕнче пурĕ те 40 яхăн кил-çурт) 28 ветеринар тухнă, вĕсенчен 17-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Улттăшĕ вара ветеринари наукисен кандидачĕсем, пĕри ветеринари наукисен докторĕ пулса тăнă. Сăмах май Виталий Павлович та нумаях пулмасть ветеринари наукисен докторĕн диссертацине ăнăç-лăн хÿтĕленĕ. Çакна ĕнентерекен хута кĕтсе пурăнать халĕ вăл. Ăна Мускавран ярса памалла. Чăваш ялхуçалăх академийĕн ректорĕпе Н. Кирилловпа хăй вăхăтĕнче ăш-пиллĕн калаçса ларнине В. Лабинова хăйне каласа кăтартрăм иртнĕ кунсенче. - Пĕртте суеçтермен ректор, - терĕ Виталий Павлович. - Эпир, чăнах та, Ливановсен йăхĕнчен. Ман атте, Павел Гаврилович, хăйĕн ачисене ят хунă чухне, (синкерлĕ те пăтрануллă самана пулнă.- Авт.) Лабинов хушаматпа çыртарнă. Çапла вара унăн ачисем Лабинов хушаматпа çÿреме тытăннă. Йышлă çемьере ÿснĕ вĕсем. Акă, асли, Алексей Павлович, Вăрнарти техникумра пĕлÿ пухсан, Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Якутире вунă çула яхăн вăй хунă хыççăн ăна хамăр республикăна чĕнсе илнĕ. А. Лабинов республикăн Ялхуçалăх министерстви çумĕнчи ветеринари управленийĕн тĕп врачĕнче тăрăшнă. Вăл “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ” ята ти-вĕçнĕ. Унăн шăллĕ, Николай Павлович, Хусанти ветеринари институтне пĕтерсен, пирĕн районти Хурамалта ветеринари участокне ертсе пынă. Ял çыннисем халĕ те ăна ырăпа асăнса пурăнаççĕ. Каярахпа вăл, мĕн канăва тухичченех, Вăрнарти техникумра преподаватель пулса ĕçленĕ. Галинăпа Аркадий тата Иван (ăна та “Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕç-ченĕ” ят панă) ветеринар ĕçĕнче вăй хурса ят-сум çĕнсе илнĕ. Тата çакна та хушса каламалла пуль. Вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те выльăх тухтăрĕн специальноçне суйласа илнĕ, паллă çынсем пулса тăнă. Ăçта кăна вăй хумаççĕ пулĕ вĕсем; Мускав, Красноярск, Кострома, Чулхула облаçĕсемпе Мари Эл, Мордва республикисем таранах. Нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ, Зоя Игнатьевнăпа Виталий Павлович Лабиновсен виçĕ ывăлĕ те (çемьере - 5 ача - Авт.) ашшĕпе амăшĕн çулĕпе кайнă. Асли, Владимир, ветврача вĕренсе тухнă, биологи наукисен кандидачĕ. Раççей ялхуçалăх министерствин ăратлăх енĕпе ĕçлекен департаментĕнче ĕçленĕскер (ха-лĕ урăх çĕрте ĕçлет - Авт.) тăтăшах Шупашкара килсе çÿретчĕ, Чăваш Ене ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пысăк пулăшу паратчĕ. Алексей хальхи вăхăтра аспирантурăра пĕлĕвне туптать. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей те - кандидат. Ĕçленĕ тапхăртах Раç-çей Президенчĕн кадрсем хатĕрлекен тĕп шкулĕнче куçăмсăр йĕркепе вĕренет. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хуракан Ливановсен - Лабиновсен, Павловсен тата Алексеевсен ачисемпе мăнукĕсем тăван кĕтес еннеллех туртăнаççĕ, уявсемпе çимĕк кунĕсенче Авруя кайса килме тăрăшаççĕ. Ял-йыш вĕсемпе чăннипех мухтанать. Ара, çĕршыва, халăха юрăхлă пулнă-çке-ха Ливановсен йăх тăсăмĕ. Каллех Чăваш ялхуçалăх академийĕн ректорĕ Н. Кирилловăн калаçăвне аса илетĕп. Вăл çапла каланăччĕ: “Ачана тĕрĕс çул суйласа илме асли кирлĕ. Асли маншăн шăпах Виталий Павлович тăванăм пулнă. Вăл хĕм чĕртсе тата хĕтĕртсе ветеринар специальноçне алла илме пулăшрĕ. Тавах çакăншăн”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика