Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИТРАВ ПУХРĔ ХАЛĂХА

16 июля 2003 г.

Кашни çулах, Питравра Хумри Ишекре пурăнакансем тăван ялĕн тĕп уявне паллă тăваççĕ, ку яла ни-кĕсленĕренпех çак йăла çирĕпленсе юлнă кунта. Акă, иртнĕ шăматкун та çак ял ирпе ирех хăнасене йышăнма пуçларĕ. Ытти çулсенче капăр çи-пуçлă халăх ял çуммипе юхса иртекен Хум шывĕ хĕррине пуçтарăнаканччĕ. Кăçал, çанталăкĕ тăтăшах йĕпе-сапаллă тăнă май, ялти клуб умĕ уяв ирттермелли тĕп сцена пулса тăчĕ. 42 çул каялла пĕрремĕш летчик-космонавта Юрий Гагарина халалласа лартнă ем-ешĕл парк халиччен кун чухлĕ çынна нихăçан та йышăнман пулĕ. Питрав кунне ирттерме Хурамал, Эйпеç, Асанкасси тăрăхĕн-чен яш-кĕрĕм йышлăн килсе çитрĕ. Çав кун тĕлне кашни килте тенĕ пекех така пуснă, шÿрпе пĕçернĕ, тултармăш тунă, сăра вĕретнĕ. Ял çыннисене тата уява килнĕ хăнасене Питрав ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Л. Михалик саламларĕ. Вăл ялхуçалăх производствинче палăрнă ĕçченсене: Нина Яковлева дояркăна, Геннадий Григорьев механизатора район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕ. Уявра Хурамал ял администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Евграфов, “Патман” ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçи В. К. Никифоров тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç, тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырас ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕç. Ял урамĕ тăрăх чун-чĕрене çупăрлакан çепĕç юрă-кĕвĕсем юхса саланчĕç. Республикăн тĕп хулинчен ятарласа чĕнсе илнĕ юрăçсен ушкăнĕ (ăна Стас Владимиров ертсе пычĕ) çĕр ĕçченĕсене чаплă концертпа савăнтарчĕ. Çамрăксене вара волейбол вăййи илĕртрĕ. Унта 4 команда хутшăнчĕ. Хумриишексен “Çамрăклăх” команди Хурамалти “Факела”, “Потребитель” (райпо) “Ветерана” (районăн пĕрлештернĕ команди) выляса ячĕç. Финалта “Ветеран” “Факела” çĕн-терчĕ. Вĕрен туртакансем хушшинче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе танлашаканнисем пулмарĕç. Кире пуканĕ йăтса та тупăшрĕç. Хумриишексемпе çĕ-нĕвыçлисем те малашне футбол командисем йĕр-келĕç. Çав кун вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Президиумĕн членĕн Павел Семенов депутатăн парнисем кĕтрĕç: икĕ ял çамрăкĕсене вăл парнеленĕ мечĕксем футбол уйне йыхăрасси пирки иккĕленÿ çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика