Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУАПСЕРЕН - БРОНЗА МЕДАЛЬПЕ

19 июля 2003 г.

Краснодар крайĕнчи Туапсе хулинче кире пуканĕ йăтассипе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту пуласси çинчен пĕлнĕ хыççăн Михаил Петров хăйĕн канăçне вуçех те çухатрĕ. Вăл, Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортăн çак енĕпе тренер пулнă май, вĕренекенсене кире пуканĕ йăтассин вăрттăнлăхĕсене çине тăрсах алла илме хăнăхтарать. Шкулăн Пучинкери уйрăмне (филиалне) çÿрекенсем хушшинче районти, республикăри ăмăртусене хутшăнса хăйсене кăтартма ĕлкĕрнĕ çамрăксем те пур. Анчах та вĕсем республика тулашне тухса çÿреймен-ха. Пĕлтĕр Пучинкери вăтам шкулăн 8-мĕш класĕнче вĕреннĕ Алина Иванова Чĕмпĕрти турнира хутшăннăччĕ, унта хăйĕн ушкăнĕнче тупăшнă спортсменкă- сем хушшинче çĕнтерсе, спорт мастерĕн кандидачĕн виçине тултарнăччĕ. “Алинăн малалла та ÿсĕмĕсене хушса пымалла, - çакăн пек тĕллев лартрĕ Михаил Васильевич. - Аякри çула тухма укçа-тенкĕ нумай кирлĕ пулин те, Туапсене каймаллах”. Тренер çула тухиччен лайăх, шанчăклă спонсорсем шыраса тупас тĕллевпе унта-кунта çит-рĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев та, “Красный партизан” колхоз ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. И. Петров та, Пучинке ял администрацийĕн пуçлăхĕ С. В. Петров та, вĕрентÿ управленийĕпе тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçисем те ăна ăнланма тăрăш-рĕç. Ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе Туапсене ним шикленмесĕрех тухса кайма майсем тупăнчĕç. Паян-ыран каяс тенĕ чухне тепĕр чăрмав сиксе тухрĕ. Такамсем “тăн панипе” Алина ÿлĕмрен кире пуканĕ йăтассинчен вуçех те пăрăнма шутланă-мĕн. “Спортăн ку енĕпе çамрăк кĕлеткене ĕмĕрлĕхех пăсса хăварать. Эсĕ - пулас ача амă-шĕ, санăн хăвăншăн кăна мар, ăру тăсăмĕшĕн те тăрăшмалла”, - “ăсчахсем” çапла “вĕрентни” тарăн шухăша янă вунпиллĕкри хĕрачана. Мĕн тумалла; Михаил Васильевич Пучинке участок больницин тĕп врачĕнчен пулăшу ыйтнă. Николай Кириллович тухтăрăн сăмахĕсем ĕнентерÿллĕ килсе тух-нă, çавăрнă-çавăрнах вăл Алинăна. - Тренерăн педагог пулнипе пĕрлех психолог та пулмаллине çак лару-тăрура питĕ лайăх туйса илтĕм, - пĕтĕмлетÿ тунă çакăн хыççăн Михаил Васильевич. Халĕ вара Туапсе хулинчи ăмăртусем патне таврăнар-ха. 35 регионтан килнĕ спортсменсем хушшинче (Амур облаçĕпе Саха-Якутирен пуçласа Калининград таранах тĕнче класлă спорт мастерĕсем те, спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем те пулнă. - Кунта хамăн ывăлăмпа, Санкт-Петербургри аграри университечĕн иккĕ-мĕш курсне пĕтернĕ Володьăпа тĕл пултăм вĕт, - каласа пачĕ мана çулран таврăннă хыççăн М. Петров. - Вăл хăйĕн тренерĕпе, тĕнче класлă спорт мастерĕпе Сергей Кирилловпа пĕрле килнĕ. Виçĕ куна пынă хĕрÿ те çивĕч тупăшу. “Гизель-Дере” ятлă пансионатăн спорт залĕнче иртнĕ вăл. Çанталăк шăрăх тăнă, сывлăш 27-30 градус таранах хĕрсе çитнĕ. Чăваш çĕршывĕнчен чылай аякра вырнаçнă тăрăхра хăйсемшĕн “чирлекенсем” пулман пулсассăн та, пирĕн республика чысне хÿтĕлекенсем ятлă-сумлă спортсменсем умĕнче хăраса ÿкмен, хăйсем мĕн пултарнине кăтартса панă . Шупашкарти иккĕмĕш шкул-гимназире физкультура вĕрентекен Любовь Эллина (хăй вăл Патăръел районĕнчи Татмăш ялĕнчен) 70 килограмлă виçере пысăк çитĕнÿ тунипе савăнтарнă, 200 очко пухса, ылтăн медале тивĕç-нĕ. Республикăн пĕрлештернĕ командинчи Алина Иванова та, (вăл 60 килограмлă виçере тупăшнă) 16 килограмлă кире пуканне сылтăм алăпа 100 хут, сулахаййипе 65 хут çĕклесе, виççĕмĕш вырăна тухнă. Çапла вара кĕçех вуннăмĕш класа вĕренме каякан Алина Иванова хăйĕн пурнăçĕнче пĕрре-мĕш хут Раççей шайĕнчи ăмăртура бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ăна çак ятпа чи малтан саламлаканĕсем унăн тренерĕ тата Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕсем пулнă. - Алина ылтăн медальшĕн кĕрешме те хатĕрччĕ, - палăртрĕ Михаил Васильевич, - анчах та судьясен коллегийĕ чылай очкона шутламарĕ. Протест çырса парас терĕм, яхăнне те ямарĕç. Ахăртнех, вĕсене урăххисене мала кăларма хушу панă пуль. Халĕ спортра та тĕрĕсмарлăх темĕн чухлех те... Çапах та шкул ачи Раççейре виççĕмĕш призер пулса тăни вăл - тренершăн та, тупăшака-нĕшĕн те - калама çук чаплă çĕнтерÿ. Çав шутра - Чăваш Еншĕн кăна мар, районшăн та, ял-йышшăн та. Туапсери ăмăртусемпе Михаил Васильевичăн ывăлĕ те хăйĕн çутă тĕллевĕсенчен пĕрне ăнăçлă пурнăçланă: Володя спорт мастерĕн виçине тултарнă. Вăл 32 килограмлă кире пуканне иккĕшне пĕр харăс кăкăр çинчен тĕртсе 57 хут, сылтăмпа тата сулахай алăпа 45-шер хут çĕклесе, 102 очко пухнă. Спорт мастерĕн нормативне тултарма ăна 90 очко кăна кирлĕ пулнă. Пирĕн ентеш çамрăксем хушшинче Санкт-Петербург хулин абсолютлă чемпионĕ шутланать. Вăл хăй вĕренекен университет чысне тĕрлĕ тупăшусенче хÿтĕлет. Туапсене киличчен Володя Петров Ленинград облаçĕнчи турнирта облаç кубокне çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл Сергей Кириллов тренер хăнăхтарса-вĕрентсе пынипе татах та пысăкрах чикĕсене парăнтарма хатĕрленет. Сăмах май, Сергей Александрович - пирĕн ентешех, Куславкка хулинчен. Нева çинчи хулари салтаксен спорт клубĕн тренерĕ, Раççей çарĕн майорĕ. Туапсери турнирта вăл 60 килограмлă виçере иккĕмĕш кăтарту тунă. ... Кăнтăрти хуларан таврăннă-таврăнманах Михаил Петров тренерпа унăн вĕренекенне савăнăçлă хыпар кĕтсе тăнă-мĕн: спортра лайăх çитĕнÿсем тунăшăн тата яш-кĕрĕм хушшинче ырă пурнăç йĕркисене сарма пулăшнăшăн район администрацийĕн çамрăксен пайĕ Алина Иванована “Çамрăк спортсменсенчен чи лайăххи” хисеплĕ ятпа чысланă иккен. Ни-мĕн те калаймăн, ĕçпе тăрăшулăхне кура - чыс-хисепĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика