Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАСА ТА ИЛЕМЛĔ ЙĔПРЕÇ ПИРĔН МĂНАÇЛĂХ

30 декабря 2003 г.

Темле тиркевлĕ куçпа хакласан та, йышăнмах тивет, Йĕпреç поселокĕн сăн-сăпачĕ иртнĕ темиçе çул хушшинче самаях лайăхланчĕ. Анчах çак улшăну республикăра чи лайăх район центрĕн ятне тивĕçме çителĕксĕртерех çав, мĕншĕн тесен юлашки икĕ çулта чи лайăххисен шутĕнче кÿршĕллĕ Вăрнар поселокĕ пулчĕ. Йĕпреç те ку енĕпе палăрса тăрать-ха, çав вăхăтрах обществăлла вырăнсене, урамсене тирпей-илем кĕртес тата тасалăхра тытса тăрас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем чылай. Çак ĕçе пĕр тăхтаса тăмасăр пĕрлехи вăйпа хĕрÿллĕн пуçăнмалла. Шăпах çак ыйтупа район администрацийĕн акт залĕнче район центрĕнчи пур харпăрлăхри предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе яваплă çынсен канашлăвне ирттерчĕç. Унта поселок администрацийĕн пуçлăхĕ В. Козлов Йĕпреçри кашни ĕç коллективнех тирпей-илем кĕртме çирĕплетсе панă территорисен списокĕпе паллаштарчĕ. Вĕсенче тирпей-илем тĕлĕшĕнчен йĕрке тăвассипе пуçлăх-ертÿçĕсене çирĕп хушу пачĕç. - Пирĕн тĕп девиз Йĕпреçе Чăваш Енри культура центрĕ туса хурасси пулмалла, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев, пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май. - Ял-поселоксен илемĕпе тасалăхĕшĕн кĕрешме тепĕр пысăк сăлтав та хистет пире. Çак кунсенче пирĕн Правительство çитес çул Республика кунне халалланă уяв мероприяти-йĕсене ирттерме тивĕçес тĕлĕшпе районсем хушшинче конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Заявкăсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурса октябрĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕм-летеççĕ, ун чухне çĕнтерÿçĕне палăртĕç. Астăватăр пулĕ-ха, пĕл-тĕр пирĕн район администрацийĕ республика уя-вĕн тĕп мероприятийĕсене хамăр патра ирттерес тĕлĕшпе конкурса хастар хутшăнчĕ. Ун чухне чи тивĕçли ята Шăмăршă ра-йонĕ çĕнсе илме пултарчĕ, пирĕн район иккĕмĕш пулчĕ. Геннадий Романович палăртнă тăрăх, кăçал йĕпреçсен конкурсра çĕнтерме майсем пур. Çул-йĕр тата çурт-йĕр тăвассипе, газификацилессипе тата ытти кăтартусемпе район республикăра ла-йăххисен шутĕнче. Çавăнпа та паянхи тĕп тĕллев - Йĕпреç Ен “маркине” çÿлте тытасси. Хальхи вăхăтра поселок администрацийĕ Йĕпреçĕн 110 çулхи юбилейне хатĕрленсе чылай ĕç тунă ĕнтĕ. Сăмахран, Киров, Мир, Энгельс тата Воин-интернационалистсен урамĕсенче юсав ĕçĕ-сене пурнăçланă, çул айккинчи канавсене йĕркене кĕртнĕ, тĕп урамсенчи тĕмсене çÿлтен касса ти-кĕсленĕ т. ыт. те. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Пурнăçламалли мероприятисен планне район администрацийĕ çу-мĕнчи коллеги ларăвĕнче пăхса тухса яваплисене çи-рĕплетнĕ. Укçи-тенкине те палăртнă чухлĕ уйăраççĕ. Район пуçлăхĕ халлĕхе тасалăхпа тирпей-илем-шĕн çителĕксĕр вăй хунине палăртрĕ. Поселок урамĕсенче çÿп-çап валли контейнерсем йышлă ларт-са тухнă пулсан та, уйрăм кил-хуçалăхсем умĕнче тата çырмасем хĕрринче кирлĕ мар япаласен куписем хушăнсах пыраççĕ. Çурт умне, урама тислĕк купаласа хуракансем те пур. Паллах, чылай çурт умĕнче нумай вăхăт хушши пурасем, стройматериалсем, хăйăр выртаççĕ. Теприсем транспорт хатĕрĕсене килĕ умĕнче лартаççĕ. Çак фактсем урамсен илемне, пĕтĕмĕшле каласан, район центрĕн сăн-сăпатне пăсаççĕ. Йĕпреç поселокĕнче хуçаланакан тепĕр тÿнтерле ÿкерчĕк вăл - урамсенче, газонсем çинче, общес-твăлла вырăнсенче ĕне выльăхсем, сурăх-качакасем ушкăнпа çапкаланса çÿресе сăтăр кÿни. Ку енĕпе йĕрке тăвас тесе поселок администрацийĕ енчен мерăсем те йышăнаççĕ. Хуçасăр выльăхсене пĕр вырăна пухса хупса хунă, вĕсен хуçисене тупса палăртнă. Халĕ çав çынсене суд урлă админис-тративлă йĕркепе явап тыттарас тĕлĕшпе ĕç-леççĕ. Айăплисене район хаçачĕ урлă намăслантарма йышăннă. Асăннă çитменлĕхсенчен хăтăлма çак кунсенче ЧР Президенчĕ алă пуснă “Чăваш Республикинче административлă правăна пăсни çинчен” саккун пысăк пулăшу кÿрĕ. Акă, çак документăн 10-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, халăх пурăнакан вырăнсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли йĕркене пăснăшăн граждансене асăрхаттараççĕ е ĕç укçин чи пĕчĕк икĕ виçинчен пуçласа вунă виçине çити административлă штраф тÿлеттереççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе тытмалли йĕркене пăснăшăн (ĕнене е сурăха урама е общес-твăлла вырăна юриех ирĕке кăларса янăшăн та) ĕç укçин чи пĕчĕк пилĕк виçинчен пуçласа вунă виçине çи-ти штраф параççĕ. Куратăр ĕнтĕ, ку мерăсем чăннипех çăварлăхлама пултараççĕ. Çавăнпа та йĕркелĕх тата право картинчен тухас марччĕ. Йĕпреç хăнасемшĕн те, хамăршăн та яланах тирпейлĕ те таса поселок пулнипе палăрса тăнă. Апла пулсан, пурте пĕрле кар тăрса, пĕр-пĕрне ăнланса, яваплăха туйса хамăр пурăнакан вырăн илемĕшĕн тимлер. Эпир вăрнарсенчен ÿркевлĕрех-шим; Йĕпре-çĕмĕр культура центрĕ пулса тăни кашнин чĕринче мăнаçлăх туйăмне çуратĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика