Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔР АЛЛИНЧЕ КИРЕ ПУКАНĔ ВЫЛЯНАТЬ

09 августа 2003 г.

Районти “Чи лайăх çамрăк специалист” конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçисене чысланă вăхăтра Пучинке хĕрĕ Алина Иванова пулаймарĕ. Вăл, 2002-2003 çулсенчи çитĕнĕвĕсемпе “Чи лайăх çамрăк спортсмен” хисеплĕ ята тивĕçнĕскер, çавăн чухне Туапсе хулинче Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Алина 16 çул тултарать. Кăçал вăл Пучинкери вăтам шкулти 10 класа çÿреме пуçлать. Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ М. В. Петров тимленипе Алина икĕ çул ĕнтĕ кире пуканĕ йăтассипе ăсталăхне туптать. Çак кĕске вăхăтра вăл пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Спорт тĕнчине утăм тăвасси уншăн хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлсах тăман... Михаил Васильевич пĕррехинче физкультура урокне 12 килограмм таякан кире пуканĕ илсе пынă. Ачасем ăна пĕрин хыççăн тепри йăта-йăта пăхнă. Тренер спортăн çак енĕпе аталанма пултаракан вĕренекенсене палăртса хăй ертсе пыракан секцие çÿреме чĕннĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах Алина Иванова пулнă. Тренировкăсене М. Петров ăста та пĕлсе йĕркеленĕрен хĕрача спортпа çывăх туслашнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Алина кире пуканĕ йăтассипе çине тăрсах кăсăкланма тытăннă. “Хушусене, палăртнă тĕллевсене яланах кирлĕ пек пурнăçлать. Тренировкăсенчен пăрăнса юлас тесе сăлтавсем шырамасть”, - çапла ырлать ăна тренер. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ Алина Ивановашăн спорт ăмăртăвĕсемпе, çĕнтерÿсемпе пуян пулчĕ. Хĕр ăмăртусенче 16 килограмлă кире пуканне йăтассипе хăйĕнчен самай аслă хĕрарăмсемпе 60 килограмм таран таякан категорире вăй виçет. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăръелĕнче штанга, кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Ен рекордсменĕ пулнă Федор Моисеева асăнса ирттернĕ турнирта Пучинке пики хĕрарăмсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă (94 очко). Ун чухне Алина 55 килограмм çеç тайнă, анчах икĕ виçе категорине пĕрлештернĕрен ăна 60 килограмм таяканнисемпе тупăшма тÿр килнĕ. Вăл Патăръел районĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти иккĕмĕш шкул-гимназире физкультурăна вĕрентекен Раççей чемпионкине Любовь Эллинана кăна выляса янă. Çав çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче “Хыпар” хаçат парнисемшĕн Чĕмпĕрте пулнă Раççей ăмăртăвĕнче Алина çĕнтерÿçĕне тухнă: кире пуканне 122 хут çĕкленĕ, спорт мастерĕн кандидачĕн виçине тултарнă. Ку ăна малашне тата пысăкрах яваплăхпа тăрăшма хавхалантарнă. 2003 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн С. В. Антоновăн парнисемшĕн пынă ăмăртура та Пучинке хĕрне çитекенни пулман, вăл кире пуканне 174 хут йăтнă. Çуркуннехи каникулта “Урожай” физкультурăпа спорт общес-твин Куславккари тупăшăвĕнче Алина Иванова иккĕмĕш вырăн йышăннă, каллех Раççей чемпионкине Любовь Эллинана выляса янă. Алина Куславккара кире пуканне 154 хут çĕкленĕ. Ăмăрту хыççăн ăмăрту... Куславккаран таврăннă хыççăн эрнерен вăл район чемпионатне хутшăнса кире пуканне 194 хут йăтнă, каллех мала тухнă. Алина Иванова Раççей кубокне тивĕ-çессишĕн Туапсере пынă ăмăртура кире пуканне 165 хут йăтса, хĕрарăмсем хушшинче виççĕмĕш пулнă. Пуçласа çакăн пек шайри ăмăртăва хутшăннă вăл, ятлă-сумлă спортсменкăсем умĕнче шикленсе ÿкмен. Ăмăртура асра юлмалли самантсем самаях пулнă 15ри пикешĕн. Алина кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланнă май спортăн çак енĕпе ăмăртакан паллă йывăр атлетсен çитĕнĕвĕсем çинчен те пĕлет, паллах. Çак ăмăртура хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут тĕнчипех палăрнă спортсменсене тĕл пулма тÿр килнĕ пирки хĕр çĕкленÿллĕ кăмăл-ту-йăмпа каларĕ. Алина спортра çитĕнÿсемпе савăнтарнипе пĕрлех вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пырать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн икĕ предметпа кăна “4” тухнă, ыттисем - “5”. Хĕрача уйрăмах биологие, алгебрăна, чăваш чĕлхипе литературине кăмăллать. Чи юратнă кĕнеки вара Александр Пушкинăн “Капитан хĕрĕ” повеçĕ. Алинăна çав хайлавра тĕп героиня хăйĕн телейĕшĕн кĕрешме пултарни килĕшет. Хĕрача çирĕп кăмăллă çынсене хисеплет, вĕсем пек пулма тăрăшать. Спорт арени çинче пысăк çитĕнÿсем тăвас тесен шăпах кăмăл-туйăма çавăн пек çынсем евĕр пиçĕхтерсе пымалла та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика