Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĔПРЕÇ УЯВ ТЫТĂМĔНЧЕ

13 августа 2003 г.

Кашни хулан, кашни ялпа поселокăн, кашни урамăн хăйĕн уявĕ пур. Вăл, тĕпрен илсен, çынсенни пекех, хăçан “çуралнипе” çыхăннă. Йĕпреç поселок администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕ-шÿллĕн, эпир пурăнакан район центрĕн çакăн пек паллă кунĕ кашни çулах çурла уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче иртет. Ăна уявласси поселокăн 100 çулхи юбилейне паллă тунă хыççăн йăлана кĕчĕ. Йĕпреçре пурăнакансен савăнăç-телейне пĕрле пайлама районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен кăна мар, Шупашкартан, Канашран, Вăрнарпа Каçалтан, ытти чылай çĕртен çын йышлăн килнĕ ем-ешĕл уçланкăна. Парка пырса кĕнĕ çĕрте, хурала тăнă лапсăркка икĕ çăка хушшине çакса хунă хăмач çине “Йĕпреç поселокне - 110 çул” сăмахсем кашнин чĕринчех савăк туйăм çуратрĕç. Хăйсен таварĕсене тараватлăн сĕнекен сутăçсен “коридорĕ” витĕр иртсе, çынсем паркри “пĕчĕк эстрада” сцени еннелле утаççĕ. Пĕрисем “Йĕпреç: ĕнер, паян тата ыран” экспозицири сăнÿкерчĕксемпе, теприсем алĕç япалисен тата чечексен куравĕсемпе паллашаççĕ. Ирхине 11 сехет. Микрофон умне пырса тăнă Йĕпреç поселок администрацийĕн пуçлăхĕ В. Р. Козлов халăха уяв ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн поселок “утса тухнă” çул-йĕр çинче чарăнса тăчĕ, ун историйĕнчи паллă тапхăрсене илсе кăтартрĕ, паянхи ĕç-хĕлпе, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрнă çынсемпе паллаштарчĕ. Савăнăçлă уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев каланă сăмаха кашниех хавхаланса итлерĕ. Геннадий Романович район центрĕ çултан çул аталанса, сарăлса пынине палăртнă май, унта пурăнакансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе ра-йон администрацийĕ туса ирттерекен ĕçсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Акă, Йĕпреçре Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн нумай пулмасть йышăннă Указĕ тĕллевлĕ ĕçпе çирĕпленсе пырать: поселокри хваттерсемпе уйрăм кил-çуртсен 90 проценчĕ “сенкер çулăмпа” усă курать. Ытти енĕпе те ырă улшăнусем сахал мар. Анчах та тумалли, пурнăçа кĕртмелли вара тата та ытларах. Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май, “Волгогазстрой” АХО тĕп директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г. М. Петров хăй ертсе пыракан предприяти ĕçченĕсем поселок юбилейĕ тĕлне Куйбышев урамĕнче 200 пин тенкĕлĕх асфальт сарни çинчен пĕлтерчĕ. Уявра çавăн пекех “Красный фронтовик” колхоз ертÿçи С. В. Лабинов, Шупашкарти “Йĕпреçсем” ентешлĕх пуçлăхĕ В. В. Федоров тата Йĕпреç поселокĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан Р. Д. Антипов тухса каларĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, уявра Йĕпреç поселокĕнчи ĕçчен те пултаруллă çынсене чысларĕç. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ: В. И. Степанова воспитательница, Г. П. Осташина (“Дар” предприяти), милици ветеранĕ П. А. Иванов, урам комитечĕн ертÿçи З. А. Павлова, Н. Е. Козлов прораб (çул-йĕр управленийĕ) район администрацийĕн, çавăн пекех тăхăр çын поселок администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Йĕпреç тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та лайăх пĕлекен Н. В. Руссановпа Н. К. Васильева вара пысăкран пысăк чыса тивĕçлĕ пулчĕç: вĕсене “Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панă иккен. Иккĕшĕ те тăван поселокăн аталанăвне сумлă тÿпе хывнă: пĕри район центрĕнче музей йĕркелесе, ăна пысăк пĕлтерĕшлĕ документсемпе пуянлатнă, тепри тăван ен историне, культурине тĕпченипе пĕрлех ăна илем кÿрес ĕçе хастар хутшăннă. Уявăн пĕрремĕш пайĕ çакăнпа вĕçленчĕ. Кун хыççăн паркри икĕ сцена та пултарулăх ăстисен аллине куçрĕ. “Çÿлти” сцена çинче хамăр районти халăх таланчĕсем тата республикăн тĕп хулинчен килнĕ Нина Пирогова ертсе пыракан академи хорĕ хăйсен репертуарĕнчи номерсемпе паллаштарчĕç. “Аялти” сцена вара чăваш эстрадин “çăлтăрĕсене” вырăн пачĕ. Йĕпреçсемпе хăнасене Стас Владимировпа Альбина Сарри, Михаил Федоров тата ытти “шăпчăксем” савăк юрă-çемĕсемпе савăнтарчĕç. Концерт вĕçленнĕ хыççăн та çынсем паркран саланма васкамарĕç-ха. Вĕсене чи кăсăк пулăм кĕтсĕ тăчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Семенов, хăйĕн черетлĕ ыркăмăллăх акцине ирттерсе, уява килнĕ халăха лотерея вылявне хутшăнма йыхравларĕ. Кĕçех уяв сцени вăйă ирттермелли вырăн пулса тăчĕ. Вылявра 100 ытла приз, чи пысăк парне - тĕслĕ телевизор. Билетлă çынсенчен кашниех хăй ăна выляса илес ĕмĕтпе хавхаланчĕ ĕнтĕ, анчах та 3978 номерлĕ йыхрав билечĕн хуçи (вăл Татьяна ятлă терĕç) пуринчен телейлĕреххи пулчĕ. Калас пулать, уявран чылайăшĕ ыркăмăллă Павел Семеновăн парнисемпе кайрĕç. Сăмах май, “çăлтăрсен” концертне те депутат пуçарнипе йĕркеленĕ. Яланхи пекех, спорта юратакансене тĕрлĕ ăмăртусем кĕтрĕç. Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕ тата “Пĕрлехи Раççей” партин районти уйрăмĕ укçа, парнесем парса хавхалантарчĕç. Уяв каçхине малалла тăсăлчĕ. Пурте культурăпа кану паркĕ çумĕнчи пĕве патне васкарĕç. Тепĕр самантран Хурашыв çийĕн салют çути тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшса çĕкленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика