Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАВЕЛ СЕМЕНОВ ÇĔНТЕРŸÇĔСЕНЕ ЧЫСЛАРĔ

23 августа 2003 г.

Кирово ял администрацийĕн тĕп ялĕнче, Пăкăянта иртнĕ шăматкун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «Волгароснефтетрансăн» генеральнăй директорĕн Павел Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболистсен районсем хушшинчи турнирĕ пулчĕ. Йĕркелÿ комитечĕ унта хутшăнакансем патне йыхрав хучĕсем вăхăтра çитернĕ пулсассăн та, палăртнă кун вăрман варринче вырнаçнă яла Пăрачкавпа Вăрнартан тата Йĕпреçрен кăна командăсем килчĕç. Анчах та çакă ăмăрту хĕрÿлĕхне нимĕн чухлĕ те чакармарĕ. Пăкăянти культурăпа кану паркне пынисем вăйлă командăсем пĕр-пĕринпе тупăшнине чылайччен сăнарĕç. Турнирта пăкăянсем хăйсем те вăй виçме шутлани ял çыннисен кăмăл-туйăмне пушшех ÿстерчĕ. Пăрачкавсем ку хутĕнче те хăйсем чи вăйлине çирĕплетсе пачĕç. Çак районăн пĕрлештернĕ команди Павел Семеновăн тĕп парнине, 4 пин тенкĕ премие тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнă вăрнарсен командин кашни вăйăçине фотоаппаратпа чысларĕç. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашкине йĕп-реçсен пĕрлештернĕ команди йышăнчĕ. Кашни вăйăç депутатăн парнине - волейбол мечĕкне тивĕçрĕ. Турнира хутшăннă хĕрарăмсен 3 командинчен площадка хуçисем - пăкăянсем чи маттуррисем пулчĕç. Ял администрацийĕ йĕркеленĕ çамрăксен команди çĕнте-рÿçĕ пулса тăчĕ. Калас пулать, пăкăянсем хĕрарăмсен тепĕр командине те тăратнă. Вăл, пирĕн йĕпреçсем хыççăн, виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕсене, ăмăртăва хутшăннă мĕнпур командăсен членĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Семенов парнесем пачĕ, вĕсене сывă пурнăç йĕркисене сарас ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Турнир хупăннă май, спортсменсене çавăн пекех Кирово ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г. П. Егоров, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ В. Л. Михалик ăшшăн саламларĕç. Ăмăртăва лайăх йĕркелеме пулăшнăшăн пăкăянсем Йĕпреçри «Древстрой» ОООн тĕп директорне А. П. Кузьмина, Кирово лесничествин лесничине В. Н. Мосолова, А. С. Яндутов, А. Н. Константинов предпринимательсене тата çул-йĕрпе патруль службин инспекторне В. И. Андреева чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕç. Павел Семенов пирĕн районта ÿлĕмрен те çакăн пек турнирсем йĕркелеме пулни çинчен пĕлтерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика