Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ТЕХНОЛОГИПЕ УСĂ КУРСА

23 августа 2003 г.

Пирĕнпе кÿршĕллĕ Канаш районĕнче ялсене газ кĕртесси начар мар пырать. Кунта çак ĕçре 9 подряд организацийĕ вăй хураççĕ. Иртнĕ çулта вĕсем 86 çухрăм тăршшĕ пăрăх хывнă, 535 киле «сенкер çулăм» илсе çитернĕ.Тĕрлĕ çăлкуçсенчен хывнă 33871 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Асăннă ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ С. В. Антонов каланă тăрăх, районта кăçал та газ кĕртессине тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 40 çухрăм пăрăх хывнă, 474 çурта çутçанталăк ырлăхĕ çитнĕ. Кунпа пĕрлех 3 котельнăя ĕçе кĕртнĕ. Икĕ çул хушшинче вĕсен йышĕ вунтăватта çитнĕ. Паянхи кунччен районти 44 ял патне газ пăрăхĕ хывса çитернĕ. Вуннăшĕнче пурăнакансем-шĕн хĕл сивви хăрушă пулмĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче пÿрт-çуртсене иртнĕ çултах «сенкер çулăм» пулăшнипе ăшăтса тăма тытăннă. Çак кунсенче хаçат корреспонденчĕн Канаш тăрăхĕнчи Маяк, Сиккасси, Яманкасси ялĕсенче пулма тĕл килчĕ. Кунта «Шупашкарстройгаз» ООО ор-ганизаци ĕçлет. Михаил Краснов ертсе пырать ăна, ку организаци - республикăра кал-кал ĕçлекенсенчен пĕри. Унăн строителĕсем Çĕнĕ Шелттемпе Кивĕ Шелттем ялĕсене 13 çухрăм тăршшĕ газ пăрăхĕ хывса пĕтернĕ. Кăткăс ĕçре чăрмавсем те пулнă. Пăрăхсен çулĕ çинче шурлăхлă, çырма-çатраллă вырăн та сахал мар. Çакăн пек лару-тăрăва шута илсе, организаци «Навигаторд-7» çĕнĕ агрегат туяннă. Ăна Америкăра туса кăларнă. Унпа автомобиль тата чугун çулсен юханшывсен айĕсемпе пăрăх хывнă çĕрте усă кураççĕ. Техника тухăçлă ĕçлет, бригада пĕр кунта пурнăçлакан ĕç калăпăшне вăл пĕр сехетрех тăвать. Халлĕхе пирĕн республикăра çакăн пек икĕ агрегат кăна, пĕри вара Сиккассинче ĕçлет. Иртнĕ эрнекун Канаш районĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н. Ю. Партасова пулчĕ. Вăл районта ЧР Президенчĕн ятарлă программи ăнăçлă пурнăçланса пынипе, хăй канашсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ, хăвăртлăха татах та ÿстерме пулăшас тĕллевпе усăллă сĕнÿ-канаш пачĕ. Кÿршĕ районта ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлессине кирлĕ пек йĕркеленĕ. Газ пăрăхĕсем хывасси иртнĕ çулхинчен хăвăртрах пулса пырать. Халлĕхе уйрăм çынсен килĕсене «сенкер çулăмпа» ăшăтса тăрасси кăна тивĕçтереймест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика