09:42 03 апреля 2016 г.
Ака уйăхĕн 2-че Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче йĕпреçсен ентешлĕхе иртрĕ. Кашни çул иртекен тĕл пулу вăл е ку темăпа çыхăннă, кăçал вара çак мероприятие Раççей Федерацийĕнчи кино, Чăваш республикинчи ĕç çынни çулталăкне халалланă.
Чи малтанах 2015 çулта туса ирттернĕ ĕçсем пирки ентешлĕхĕн ертÿçи Вячеслав Федоров тухса калаçрĕ. Малалла сцена сине ревизи комиссийĕн членĕ Олег Самаркин тата Йĕпреç районĕн аксакалĕ, Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Зиновий Сергеев хăпарчĕç. Вĕсем çулталăк хушшинче хута янă укçа-тенкĕ çинчен пĕлтерчĕç, йĕпреçсен ентешлĕхĕн çĕнĕ тытăмĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех куракансен умĕнче Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, нумай вăхăт хушши ентешлĕхшĕн чунтан тăрăшакан педагог тата журналист Анатолий Абрамов калаçрĕ.
Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов 2015 çулта туса ирттернĕ тата çитес вăхăтра туса ирттерме палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех хăнасем те – Шупашкар хулин ертÿçи Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн представителĕ, ытти районсен ентешлĕхĕсен ертÿçисем – тухса калаçрĕç.
Йепреç çĕрĕ нумай маттур çын ÿстерсе çитĕнтернĕ. Сăмахран, вĕренÿ тата ĕç ветеранĕсене Маркова Мария Лукиановнăпа Васильева Нарспи Корниловнăна; социализмла ĕç Геройне Василий Ивашкина; вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайнă, «Трудовик» колхоз председателĕ пулса чылай çул ĕçленĕ Шордеев Антон Григорьевича тата ыттисене те. Ентешлĕхре ытти маттурсене те чысларĕç – Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕ, вĕренÿ наука докторне, Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорне, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Геннадий Анисимова, Йĕпреç поселокĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш республикин промышленнăçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Михеева, Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Красный партизан» колхоз ертÿçине Николай Иванова.
Çак кун куракансене сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чи малтан сцена çине Йĕпреç районĕнчен килнĕ артистсем тухрĕç, каярахпа – Йĕпреç районĕнчен тухнă паллă артистсем.
Ибресинский район Чувашской Республики