12:05 25 апреля 2016 г.
Кĕлĕмкасси шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекенсемпе «Хумма Çеменĕн «Шишка» калавĕнчи тĕп сăнар хăй евĕрлехĕ» темăпа уçă урок иртрĕ. Çак урокра Шишка сăнарĕ урлă пурнăçра тĕл пулакан мухтанчăк, мăн кăмăллă çынна питлесси, пуçлăха шанса лартнă çын халăхран уйралнине сивлесси, анне панă чĕлхерен вăтанмалла маррине, ăна хисеплемеллине туйтарасси, çемье туслăхне, атте-аннене чыс- хисепре тытмаллине кăтартасси пулчĕ. Чи малтанах ачасем калав тăрăх йĕркеленĕ инсценировкине куракансен умне кăларчĕç. Шишка рольне Сергей Михеев пултаруллă вылярĕ. Çавăн пекех Хветĕр - Миша Алексеев, Шишка майри – Алиса Гаврилова, кĕнеке магазинĕн сутуçи - Кристина Петрова, учрежденири машинистка секретарьсем – Ирина Сосновăпа Наталия Гордеева хăйсен ролĕсене ăста кăтартрĕç. Шишка тум-тирне, кăмăлне, тыткаларăшне тишкерсе тухрĕç. Класра пайланнă икĕ ушкăн тĕрлĕ ĕçсем турĕ. Пĕрремĕш ушкăн Шишкăна сăмахпа ÿкерчĕ, иккĕмĕшĕ вара сăрăсемпе ÿкерсе Шишка мĕнле çын пулнине кăтартрĕ. Анжела Михеевăн Шишка портречĕ ăнăçлă пулса тухрĕ. Вĕренекнсем çырнă синквэйн вĕçĕ çапла пулса тухрĕ: «Чунсăр, мăн кăмаллă Шишка халăхран сивĕннĕ. Айван». О. Анисимова вĕрентекен ертсе пынипе Хумма Çеменĕн Шишкине вырăссаен паллă çыравçин И. С. Тургеневăн «Свидание» калавĕнчи Виктор Александровичпа танлаштарчĕç. Вырăс литературинчи сăнара Таня Назаркина лайăх ÿçса пачĕ. Вĕсем иккĕшĕ те сивлек сăнарсем.пулса тухрĕç. Пĕтĕмлетсе ачасем хăйсен шухăшĕсене çапла палăртрĕç: «Чăвашла маннă Вĕçкĕн Ваççассем пирĕн хушăра ан пулччăр. Ĕç çыннине хисеплер. Яланах хамăр ĕçе тĕплĕ тăвар. Тăван чĕлхене, атте-аннене хисеплер, çĕр-шыва юратар».
Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа
Первоисточник: МБОУ «Климовская СОШ» Ибресинского района