Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пенсисене çĕнĕ йĕркепе индексаци туса ӱстересси

11:40 06 мая 2016 г.

Кăçал пенсисене çĕнĕ йĕркепе индексаци туса ӱстереççĕ? Кун çинчен вулакансене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать?

- Роза Алексеевна: кăçалтанпа ĕçлекен çынсен пенсине мĕнле йĕркепе ӱстерсе тӱлеççĕ?

 2015-мĕш çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 385-ФЗ номерлĕ Федераци саккунĕпе килĕшӱллĕн страховани пенсине тата унпа пĕрле тӱлекен çирĕплетнĕ виçене пур пенсионерăнне те индексаци тăваççĕ? Анчах ĕçленĕ тапхăрта пенси виçине индексаци ӱсĕмне шута илмесĕр тӱлеççĕ?

Февральтен 2015-мĕш çулхи 3-мĕш квартал отчетчĕ тăрăх сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçлемен тата çулталăк вĕçне предприниматель пулман пенсионерсен пенсийĕсене ӱстертĕмĕр?

- Пенсионерсен ĕç пăрахни çинчен  Пенси фондне заявлени тăратмалла-и ?

Октябĕртен пуçласа апрель уйăхĕччен ĕç пăрахни çинчен çынсен Пенси фондне пĕлтерсе заявлени çырмалла пулнă?

Апрель уйăхĕнчен организацисемпе предприятисем хăйсем патĕнче ĕç килĕшĕвĕпе е гражданла-правăллă килĕшĕвĕпе ĕçлекенсем çинчен Пенси фондне кашни уйăхрах информаци тăратаççĕ? Çавăнпа та пенсисене ӱстерсе тӱлесси çинчен йышăну заявленисĕрех отчет сведенийĕсене усă курса тăватпăр? Пенсионер ĕç пăрахсан виçĕ уйăхран пенсине ӱстерсе тӱлетпĕр?

 - Организацисем ĕçлекен пенсионерсене кăтартасшăнах мар пулсан е тата  пенсионерсене  официаллă вырнаçтармасăр ĕçлетереççĕ пулсан мĕнле ?

Отчета кашни уйăхра  10-мĕш числаччен кĕске формăпа тăратмалла – ĕçлекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, пенси страховани уйрăм счечĕн номерĕ (кĕскен каласан  СНИЛС) кăтартмалла?

Отчета тулли мар е тĕрĕс мар тăратсан тата срока пăсса ярсан ĕçпе тивĕçтерекенсене ответ тыттараççĕ? Саккунпа килĕшӱллĕн кун пек организацисенчен кашни ĕçлекеншĕн 500 тенкĕ штраф  шыраса илме палăртнă?

Граждансен çакна асра тытмалла  - официаллă ĕçлесен пенси коэффиценчĕн калăпĕшĕ çултан çул ӱссе пырать? Ĕçлекен пенсионерсен пенсине кашни çулах август уйăхĕнчен пенси коэффицентне шутласа ӱстереççĕ? Ĕçе пăрахсан вара: пĕтĕм пенси коэффицентне пур индекссем çине ӱстернĕ хакпа шутласа  тӱлеме тытăнаççĕ?

- Апла  пенси çине тухсан пĕчĕк шалу тӱлекен организацисенче ĕçлеме меллĕ мар? Ĕç пăрахса заявлени çыракан пенсионерсен йышĕ ӱсрĕ-и ?

Пенси çине тухсан малалла ĕçлесси çинчен кашни хăй  йышăну тăвать? Ку, паллах, шалу укçинчен те, сывлăхран та тата ытти сăлтавсенчен те килет? Чăваш Республикинче пурĕ 335 пин çын страховани пенсийĕ илсе тăраççĕ: вĕсен шутĕнче  22 проценчĕ ĕçлекен пенсионерсем? Февральтен ватлăхра паракан страховани пенсийĕсен виçи вăтамран  470  тенкĕ хăпарчĕ – 11900 тенке çитрĕ?

Çулталăк пуçламĕшĕнчен Пенси фондне пĕлтĕрхи октябĕртен пуçласа  кăçалхи март уйăхĕнче ĕç пăрахнă пенсионерсем пĕтĕмпе 14,5 пин заявлени тăратнă: çав шутра 8 пин заявленине февральпе апрель хушшинче çырнă?

- Енчен те пенсие ӱстернĕ хыççăн çын ĕçе вырнаçать пулсан: пенси виçине пĕчĕклетеççĕ-и ?

Çук, пенсионер ĕçе вырнаçсан пенси виçине пĕчĕклетмеççĕ. Енчен те тепĕр индексаци тĕлне Пенси фонтне организаци  тăратнă отчет тăрăх пенсионер ĕçлекен шутланса тăрать  пулсан:  çак индексаци ӱсĕмне шута илмесĕр тӱлеççĕ? 

- Роза Алексеевна: пенсионер ĕç пăрахсан пенси калăпĕшĕ индексаципе пĕрле мĕн чухлĕ пулассине  мĕнле пĕлме пулать ?  

Пенси фончĕн сайчĕ çинчи «Граждансен уйрăм кабинечĕ» электронлă сервис  ĕçлет? Кунта çынсем килтен тухмасăрах пенси виçине пĕлме пултараççĕ?

Ку тата ытти Пенси фончĕн сервисĕсемпе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистраци тунă çынсем усă курма пултараççĕ? Кам потралта регистраци туман, вĕсем хăйсем тĕллĕн е Пенси фончĕн специалисчĕсем пулăшнипе  тума пултараççĕ, кунтах ЕСИА системинче учетра паллă тунине (учетная запись) çирĕплетеççĕ? 

 

Раиса  Андреева

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика