Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Смычкăпа Малиновкăсен ял уявĕ

08:14 14 июля 2016 г.

Питрав кунĕнче Малиновкăпа Смычка ялĕнче пурăнакансем йăлана кĕнĕ ял уявне ирттерчӗҫ. Тăван-хурăнташ, тус-тантăш, пĕлĕшсемпе пухăнса шăкăл-шăкăл калаçни, вăйă картине тăни, юрăсем шăрантарса ура хуçса ташлани, волейболла выляни, шÿрпепе хăналанни, пĕтĕм халăхпа пĕрле савăнни – кунтан пысăк ырлăх мĕн пултăр!

Хальхинче те ватти те, вĕтти те клуб умне ял уявне паллă тума пуçтаранчĕç. Уява район Пухăвĕн депутачĕ, Липовка тĕп шкулĕн директорĕ Фёдор Скворцов уçрĕ. Пухăннисене саламланă май Фёдор Константинович смычкăсемпе малиновкăсем яланах туслă та пур ĕçре те маттур пулнине çирĕплетрĕ, ҫамрӑксене ялта пурӑнма, сывӑ пурнăç йĕркипе пурӑнма чӗнсе каларӗ, ял уявне йӗркелекенсене тав турӗ.

Малиновка ялĕн старости, ял депутачĕ, ООО «АФ «Заря» ĕне фермин заведующийĕ Александр Ананьев сăмахĕсене ял çыннисем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Александр Васильевич агрофирма ертÿçин Рафис Айсын саламне çитерчĕ, Пётр Иванов механизатора 60 ҫулхи юбилейпа саламласа парне пачӗ, ял çыннисене ырлăх-сывлăх, телей сунса техĕмлĕ шÿрпепе сăйланма сĕнчĕ. Каярах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял-хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов, ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Олег Новиков, Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков килсе çитрĕç.

Ял хĕрарăмĕсем чылайӑшӗ уява чӑваш тумӗпе тухнă. Чăваш кĕпипе тĕрĕллĕ саппун, çеçкеллĕ шурă тутăр – куç илеймĕн! Уява Смычка клубĕ çумĕнчи «Кĕтне» фольклор ушкăнĕ илем кӳчӗ. Ял артисчĕсем вăйă картине тăрса çаврăм хыççăн çаврăм вăйă юррисем юрларĕç, концерт лартса пачĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле ташласа савăннă, волейболла вылянă. Кашнин чĕринче савăнăç хуçаланчĕ.

                                                                                                                                                       

Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика