18:50 23 июля 2016 г.
«Манăн аслă урам» фестиваль-конкурс пынă май паян Пучинкери Будённый урамĕнчи ачасем хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштарчĕç. Çуллахи каникулта хуларан килнĕ ачасем те урамра вяляса чупса кăна çÿремеççĕ, пахчара та ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхаççĕ, аслисене пулăшаççĕ, каннă вăхăтра вара юрă-ташăпа киленеççĕ. Çак урам ачисем чăн та пултаруллă та матур. Программăна ертсе пыраканĕ Анна Семёнова пулчĕ. Концерта Зоя Петрова «Лето в разгаре» сăвăпа уçрĕ. «Петя двоечник» сценка тата «Аррива» ташă курма килнисене чăннипех те питĕ килĕшрĕ. Куракансем ачасене кăмăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Хĕвел те ачасене ăшă пайăркисемпе пуçран ачашларĕ, кăшт вăтантарчĕ те.
Финала çак номерсене суйласа илнĕ: «Лето в разгаре» сăвă, «Россия чемпионка» ташă, «Петя двоечник» сценка, «Аррива» ташă, «Чĕкеçсем» сăвă.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района