Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пучинке шкулĕ - çĕнтерÿçĕсен шутĕнче

11:02 29 ноября 2016 г.

Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ эрнере Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче иртрĕ. Çак чыслава Пучинке шкулĕнчен В.Н. Софронов, Л.Н. Клементьева, Е.М. Михайлова, З.А. Акчурина, Л.М. Иванова, кĕçĕн классенче вĕренекен Лейла Игнатьевăпа Катя Фёдорова хутшăнчĕç. «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра çĕнтерсе 1-мĕш вырăна Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 2-мĕш вырăна Йĕпреç районĕн Пучинке тата Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕсем, виççĕмĕш вырăна вара Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ тухрĕ. Çĕнтĕрÿçĕ шкулсене саламлама Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Исаев Юрий Николаевич тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Угаслов Николай Федорович килчĕç.Çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталантарассинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин пуçлăхĕн Тав хутне тата Чăваш наци конгресĕн укçа сертификатне Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕпе Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ 15 пин, Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕпе Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕ 25 пин, Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕ 50 пин илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çĕнтерÿçĕ шкулсен директорĕсене Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче пирĕн шкул директорĕ Валерий Николаевич Софронов та пулчĕ.Шкулта ăс-хакăл, вĕренÿпе воспитани ĕçне мĕнле туса пынипе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Людмила Николаевна Клементьева паллаштарчĕ. Пирĕн шкулăн 2-мĕш класс вĕренекенĕсем. Игнатьева Лейлăпа Федорова Екатерина, уява пуçтарăннисене «Шăнкăрав» юрăпа (сăвви те кĕвви те Л.М. Ивановăн) саламларĕç.

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ "Новочурашевская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика