09:48 28 ноября 2016 г.
Мĕн тĕрлĕ конкурс çук пулĕ пикесем валли çак çутă тĕнчере! Раççей пики, Европа пики, Ази пики, Тĕнче пики, Чăваш пики. Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра улттăмĕш хут иртрĕ. Çак конкурсра хапăл туса йыхрава йышăнса Ханты-Мансийск тата Ямало-Ненецк автономиллĕ тăрăхсенчен, Мурманск хулинчен, Самара, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт, Крым тата Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен чи чипер хĕрсем килсе çитрĕç. Вĕсем чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăматкун Шупашкарти филармонине «Раççей чăваш пики» конкурса пуçтарăнчĕç. Конкурсăн кунне те ахальтен мар çак кун суйласа илни те паллă, чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ Раççей президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри аннесен кунĕ.
«Раççей чăваш пики» конкурса Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Константин Геннадиевич пухăннисене уявпа саламларĕ, чăваш пикисене маттур та пултаруллă пулнишĕн тав турĕ, конкурсра пурне те ăнăçу сунчĕ.
Вĕренÿ тата çамрăксен политикине тимлекен министр Юрий Исаев та Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен Шупашкара çитнĕ хĕрсене хамăр культурăна, йăла-йĕркене, чĕлхене манманшăн, малалла аталантарма пултарнăшăн чĕререн тав турĕ, паллах пурне те пултарулăхне ку конкурсра тивĕçлĕ шайра кăтартма сунчĕ.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн салам сăмахĕсенче уйрăмах Чăваш Ен тулашĕнчен çитнĕ çамрăксене тата вĕсене конкурса хатĕрленĕ аслисене, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисене тимлĕх уйăрчĕ. Вĕсене тĕрлĕ наци çыннисем хушшинче çухалса кайманшăн, хамăр культурăна чи çÿллĕ шайра тытса пыма пултарнăшăн чунтан тав турĕ.
«Раççей чăваш пики-2016» конкурсра хĕрсен пултарулăхне пурĕ пилĕк тупăшура хакларĕç: хăйсемпе паллаштарасси, ăс-хакăл конкурсĕ, пултарулăх конкурсĕ, чăваш-апат çимĕçне хатĕрлесси, чăваш тумне илемлĕ кăтартасси. Пурĕ вăтăрпĕр чиперкке пултаруллăхне тĕрлĕ енлĕ хаклама тиврĕ жюри пайташĕсен тата паллах филармони залне пуçтарăннисен.
Йĕпреҫ районӗн чысне Пучинке ялӗнче ҫуралса ÿснĕ Ксения Шибаева хÿтӗлерӗ. Çак чыса хÿтӗлеме Ксения тивĕçлĕ шайра хăйне кăтартма пултарчĕ. Ксюшӑн ӗçне хисепе хурса «Раççей чăваш пики-2016» конкурсра хутшăнни ҫинчен диплома тивĕҫрĕ, ăна чыслӑ парнепе тата чечек çыххипе чысларӗҫ.
Эпир Ксюшăна саламлатпăр, тав тăватпăр, унпа мухтанатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнăçу сунатпăр!
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района