Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Михаил Дмитриевичпа Раиса Ивановна Яковлевсем бриллиантлă юбилей паллă тăваççě

14:18 07 февраля 2017 г.

Ěмěр сакки сарлака... Йěпреç районěнчи Хыркасси ялěнче пурăнакан Михаил Дмитриевичпа Раиса Ивановна Яковлевсен ěмěр саккийě чăнах та сарлака. Паян вěсем пěрлешнěренпе 60 çул çитнине - бриллиантлă юбилея паллă тăваççě.

Юбилярсене паллă пулăмпа саламлама Йěпреç район администрацийěн ЗАГС пайěн ертÿçи Татьяна Кузьмина тата Шăрттан ял тăрăхěн пуçлăхě Сергей Моисеев килсе çитрěç, парнесем парнелесе нумай ырă сăмах каларěç.

Михаил Дмитриевичпа Раиса Ивановна хăйсем пирки каласа пачěç. "Эпě Хыркасси ялěнче çуралса ÿснě. Вăрçă вăхăтěнче йывăр килчě, çěр çывăрмасăр ěçленě, ака туна, тырă вырнă, вăрман каснă. Салтака кайсан ялан малти ретре пулнă, куштан пулман. Вăрçă хыççăн юлнă снарядсенен мěн çурçěрччен тирпейлеттěмěр. Салтакран килсен паспорт илтěм те ěçе вырнаçрăм. Тăван ялти колхозрах вай хутăм, хěлле вара Çěпěре вăрман касма çурерěм. Хамăн пурнăçа чыспа пурăнса ирттертěм тесе шутлатăп, çынсемпе вăрçса курман, куршěсемпе, пуринпе те килěштернě", - тет Михаил Дмитриевич.

Раиса Ивановнăн та пурнаçě çăмăл пулман, вăл та вăрçă нушине курнă: пěчěк чух ашшěне вăрçăна илсе кайнă, вăл унтах пуçне хунă, каярахпа, 8 тултарсан, амăшě йывăр чирлесе вилнě. Раиса пиччěшěпе тата шăллěпе тăлăха юлнă.

Раиса Ивановна чылай çул Йěпреçре почтăра ěçленě. "Пилěк ачапа пенсине 50 çулта тухрăм, анчах ěçе пăрахмарăм, почтăра тепěр 10 çул ěçлерěм", - тет вăл.

Юбилярсем пěр-пěрне пěчěкренех пěлнě - вěсем иккěшě те пěр ялтан. 60 çул сисěнмесěрех иртсе кайнă тейěн - вěсем паянхи кун та пěр-пěринпе шăкăл-шăкăл калаçса çемье ăшшине тытса пурăнаççě. Вěсене хавхалантарса тăраканнисем вара - 5 ачи, 9 мăнукě тата 10 мăнукěн ачисем.

Наталийăпа Зинаида хěрěсем те ашшěпе амăшне паллă пулăмпа саламларěç: "Эпир те сире пěрлешнěренпе 60 çул çитнě ятпа чунтан-чěререн саламлатпăр. Сывлăхлă пулăр, савăнаçлă, канăçлă пулăр. Кил-çуртра телей кайăкě хуçалантăр. Киле килсе çÿреме ăшă пурăнăр. Эсир пирěншěн хěвел те, уйăх та. Эсир пуртан эпир пур. Тавах сире пуриншěн те. Çак çуртра юратупа телей, сывлăх хуçаланччăр!".

Тата та нумай пурăнма çирěп сывлăх сире, Михаил Дмитриевич тата Раиса Ивановна!

 

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика