Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – 2017» 4-мĕш фестивалӗ

17:01 20 апреля 2017 г.

Ака уйǎхӗн 20-мӗшӗнче Хурамалти пӗтӗмӗшле  пӗлӳ паракан вǎтам шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен  район  шайĕнчи «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок 2017» 4-мĕш фестивалĕ  иртрӗ.  Фестиваль шкулти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен  квалификацине ÿстермелли  тĕп мел пулса тăчӗ.  

Хǎнасене хурамалсем ҫǎкǎр-тǎварпа кӗтсе илчӗҫ. Кашни çын пурнăçĕнче аннепе атте чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе Республика Пуçлăхĕн, Михаил Игнатьевăн, хушăвĕпе Чăваш Енре 2017 çула Аннепе Атте çулталăкĕ, Раçҫей президенчĕн Указĕпе – Экологи çулталăкĕ, Йӗпреç  районӗнче Раççей геройӗн – Леонид Сергеевич Константиновӑн çулталӑкӗ тата ҫитес Чǎваш чӗлхи кунӗ ячӗпе фестивале «Атте-анне панǎ ыр пехил - ӗмӗрлӗхе» литературǎпа музыка композицийӗпе уҫрӗҫ. Уявра атте-анне пехилленӗ чӗлхе вӑл – чӑваш чӗлхи – сӗм авалтан паянхи куна çити упранса юлнӑ нимӗнпе танлаштарма çук пысӑк пуянлӑх пулни те палǎрчӗ. Килнӗ хǎнасем  илӗмлӗ сǎвǎсем, юрǎсем  итлерӗҫ, чǎваш ташши пǎхса киленчӗҫ.

Чǎваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем  Ҫемен Элкерӗн «Пуян чǎваш вǎрманӗ» хайлавӗнчи паллǎ ячӗсен пӗлтерӗшӗ», «Лексикǎна вӗренннине пӗтӗмлетни», «Валери. Туркай. «Айǎп» уҫǎ уроксене итлерӗҫ, Хумма Ҫеменӗн «Шишка» хайлавӗ тǎрǎх йӗркеленӗ класс тулашӗнчи мероприятие пǎхрӗҫ. Вӗрентекенсем хǎйсен педагогика ӗҫӗнче тата  методикăра усǎ куракан çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе,  меслетсемпе паллаштарчӗҫ.

Йӗпреҫ районӗн администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисче Игнатьева А.А. ҫĕнтерÿçĕсене (Пучинке вăтам шкулěнчи Л.Н. Клементьевăпа Е.М. Михайлова), призёрсене дипломсем  парса чысларӗ, малашнехи ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

 

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика