Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕлĕмкасси культура çурчĕнче чӑваш чĕлхи кунне халалланӑ уяв иртрĕ

11:24 26 апреля 2017 г.

Чӑваш чӗлхи – атте чӗлхи!

Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи!

Атте-анне чӗлхи! Ҫиҫ ӗмӗр!

Эп сансӑр – хӑрӑк тунката:

Чӗлхе пулсассӑн та чӗлхесӗр,

Эп суккӑр – куҫ пулсассӑн та.

Яланхиллех ĕмӗрсем хушшинче аталанса пынӑ чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе мӑнаçлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе, çитӗнсе пыракан пулас ӑрӑва чӑвашлӑхпа тӗплӗнрех паллаштарасс тата вӗсен тавракурӑмне ӳстересс тесе Кĕлĕмкасси культура çурчĕнче чӑваш чĕлхи кунне халалланӑ уяв иртрĕ.

Уяв кащне Кĕлĕмкасси шкулĕн вĕренекенĕсемпе ача сачĕн ачисем Чӑваш Патшалӑх гимнĕпе ущрĕç. Илемлӗ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасс пирки тата чӑваш енри паллӑ çынсем çинчен кĕскен Кĕлĕмкасси ялӗн библиотекарӗ Маргарита Бронникова паллаштарчӗ. Хӑйсен пултаруллӑхӗпе культура керменӗн сцени çинче кӗçӗн тата аслӑ ушкӑн хĕрĕсемпе каччисем савӑнтарчĕç. Вӗсен илемлӗ пултаруллӑх ертӳçисем Татьяна Орловӑпа Надежда Никандрова. «Нарспи» поэмӑн сыпӑкĕпе Алиса Гаврилова паллаштарчĕ. «Качака» сӑвва Надежда Никандрова, «Çывӑр аптраман тавраш» сӑвва София Федорова вуласа куракансен кӑмӑлне тыткӑнларĕç. Наталия Анисимова «Кукамай», каччӑсен ансамблĕ «Хамӑр ялта» юрӑсем шӑрантарчĕç. Хĕрарӑмсен ансамблĕ «Анне манна ан ятла» тата «Тӑван кил» юрӑсем шӑрантарчĕç. Александра Басманцевӑн «Хĕвелпи» пултаруллӑх ушкӑнĕ вара ача пӑча вӑййисемпе кашни уявах илем кӳрет. Уяв каçĕ пурне те кӑмала кайрĕ, куракансен куçĕнче хамӑр тӑван чĕлхене хисеплени чӑннипех те палӑрчĕ.

Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать, шӑпчӑк та юрлать кунта ав чӑвашла. Пин чӗлхеллӗ халӑх хушшинче калаҫса ҫӳретӗп эпӗ чӑвашла!

 

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика