Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» Фестиваль иртрĕ

15:29 28 апреля 2018 г.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕн центрĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивале ирттерчĕ.  

Фестивалĕн республика тапхăрне районта/хулара малти вырăна тухнă 400 яхăн ача «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче тупăшрĕç.

Кăçал фестиваль Шупашкар хулин 2-мĕш пуçламăш шкулĕнче иртрĕ. Тупăшăва хутшăнакансене вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Алевтина Димитриева, «Эревет» пултарулăх ушканĕ (ертÿçи – Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов), «Кăмăл» çемье ушкăнĕ (ертÿçи – Дина Кудряшова) саламларĕç.

Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Пирĕн районти Кĕлĕмкассинчи вăтам шкулта 3-4 класра вĕренекенсем  «Чăваш ташши» конкурсра призерсем пулса тăчĕç. Ертсе пыраканĕ – Александра Басманцева, Йĕпреçри ачасен искусствăсен шкулĕн вĕрентекенĕ.

 

 

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика