15:31 13 июля 2018 г.
Ĕлĕкрех çамрăксем кашни праçнике хăйсен уйрăм вăййи-юррипе паллă туса ирттернĕ. Тĕрлĕ вырăнта ăна тĕрлĕрен паллă тунă.
Пучинкесем утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Питрав уявне Пучинкери Культура çурчĕ умĕнче паллă турĕç. Пучинке ялĕнчи ветерансен ушкăнĕ çамрăк чухнехи вăйă каçĕсене аса илсе вăйă картине туслăн тăрса юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç тата тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç (тупмалли юмах каламалла, япала памалла, çĕрĕ памалла).
Питрав кунĕ уяр та ăшă пулни питех те савăнтарчĕ вĕсене. Ветерансен ушкăнĕ пĕр-пĕрне Питрав уявĕпе саламларĕ. «Чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕнчи ырă та илемлĕ йăли-йĕрки нихăçан та ан пĕттĕр. Çамрăк ăру çак йăла-йĕркене тытсах пытăр», - терĕç хисеплĕ ветерансем.
Малалла та çак уява уявлама йăлана кĕртсе хăварма сунчĕç вĕсем.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района