17:16 19 сентября 2018 г.
Ирҫе Çармӑсри вӑтам шкулти чӑваш чĕлхипе литература вĕрентекен Т. Протасовапа вулавӑшри С. Акшарова шкулти вĕренекенсемпе Е. Кошелева «Пĕчĕк вӑрӑ» калава сасӑпа вулаттарса калаҫу урокĕ ирттерчĕҫ. Калав «Тӑван Атӑл» журналӑн 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн № 8 пичетленнӗ.
Е. Кошелева Йĕпреҫ районне кĕрекен Çӑкалӑх (Липовка) ялĕнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш класранпах район хаҫачĕпе, республикӑра тухса тӑракан кӑларӑмсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Калав ҫӑмӑллӑн вуланать. Чĕлхе мелĕсемпе тĕлĕнмелле тĕрĕс те пĕлсе усӑ курать. Екатеринӑн чӑваш прозинче хӑйне евĕр уҫӑмлӑ, ҫепĕҫ, пысӑк туйӑмлӑ сассине ҫак калава вуласан пĕлме пулать.
Калаври тĕп сӑнар Лена, тин кӑна пурнӑҫ ҫулĕпе утма пуҫланӑскер, мĕн пĕчĕкренех ултавлӑ япалапа тĕл пулать. Кун пек «суя» паян кӑна «ҫуралман» иккен, амӑшĕ те пĕчĕклех тӱссе ирттернĕ суя япалана, унӑн хĕрĕ те пĕчĕккллех «астивсе» пӑхать. Çамрӑк ҫыравҫӑ пĕчĕк Ленӑн чун-чĕрин ырӑ енне, унӑн ҫутӑ, таса кӑмӑлне сӑнарлать. Юлашкинчен тĕрĕслĕх ҫиеле тухать: пурнӑҫри тĕрĕслĕхрен, ҫемьери ӑнлануран, ҫемье ӑшшинчен, ашшĕ-амӑшпе ачисен хушшинчи килĕшӱрен илемли пурнӑҫра нимĕн те ҫук иккен.
Персонажсен кӑмӑл-туйӑмĕ, ĕмĕчĕ-шухӑшĕ хальхи ҫамрӑк вулакансене илĕртет, анлӑ пурнӑҫ ҫулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет.
Çамрӑк ҫыравҫӑн Е. Кошелевӑн малашнехи хайлавĕсене вулакансем яланах хапӑл туса йышӑнасса шанатпӑр.
Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики