Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика семинарĕ

09:54 24 октября 2018 г.

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пучинкери вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен республика шайĕнчи семинарĕ пулчĕ. Семинар «Тăван чĕлхепе литература вĕрентĕвĕнчи çĕнĕ технологисем» ятпа иртрĕ. Вăрнар районĕнчен çитнĕ вĕрентекенсен пысăк ушкăнне чăваш çи-пуçĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Малалла пурте палăртнă классене кайса уçă уроксемпе паллашма васкарĕç. Л.П.Школьникова (Эйпеç шкулĕ) Ю.Скворцовăн «Амаçури хайлаври ырă тата сивлек сăнарсем», Н.А.Евдокимова (Чăваш Тимеш шкулĕ) «Чăваш çырулăхĕ — халăх аталанăвĕн никĕсĕ», Ю.В.Кошелева (Липовка шкулĕ) «Ĕç — пурнăç илемĕ», Л.М. Иванова (Пучинке шкулĕ) «Чăваш композиторĕсен пултарулăхĕнчи халăх йăли-йĕрки» ятпа уçă уроксем ирттерчĕç. Кÿршĕ районтан килнĕ вĕрентекенсем те кăсăкла уçă уроксемпе паллаштарчĕç. Уроксен тĕп тĕллевĕ — ФГОСА вăя кĕртнĕ май ачасен хутшăну ĕç-хĕлне, вĕренÿ туртăмне аталантарасси, çĕнĕ технологисемпе вырăнлă усă курасси пулчĕ.

Кăçалхи çул тăван республикăра И.Я.Яковлев çулталăкĕ иртнине тĕпе хурса Пучинкесем «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литературăпа музыка композицийĕ хатĕрленĕ.Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçне халалланă класс тулашĕнчи ĕç пурин кăмăлне те кайрĕ. Л.Н.Клементьева тата Е.М.Михайлова вĕрентекенсем «Чăвашлăха упрар» ятпа ăсталăх урокĕ ирттерчĕç. Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе тата литература кафедрин преподователĕ Н.Г.Иванова, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.А.Игнатьева семинар çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç, вĕрентекенсемпе шкул ачисен ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕç. Çакăн йышши пысăк шайра иртекен семинарсем малашне те вĕрентекенсене хавхалантарса пырассине палăртрĕç.

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика