Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГЕННАДИЙ КИРИЛЛОВ ЮБИЛЕЙ ИРТТЕРЕТ

13 сентября 2003 г.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, пирĕн районти Ленинкасси поселокĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Кириллов çак кунсенче хăй пукане театрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитнине паллă турĕ. Çав тапхăрта вăл 75 спектакльте вылянă, 180 ытла роль калăпланă. Хăшпĕр спектакльте икĕ-виçĕ пуканене те «калаçтарма» тивет. Паллах, мĕн тери пысăк ăсталăх ыйтать çакă, мĕншĕн тесен пĕр сăнартан тепĕрне тăрук куçса кайма йывăр: чи малтанах сасса улăштармалла тата хусканăвĕсем те урăхларах пулса тухмалла. Ку енĕпе илсен, Турри кÿрентермен пирĕн ентеше. Вăл «выляттаракан» пуканесем чĕрĕ пекех туйăнаççĕ. Куракан вара çав тĕлĕнтермĕш çын алли сĕртĕннипе куçса çÿрени пирки шутламасть те. Геннадий Кириллов сцена çине пысăк пуканесене йăтса тухса спектакльсене хутшăннине те хам та пĕрре кăна мар курнă. Унăн çыпăçуллă калаçăвĕ, тыткаларăшĕ пĕтĕмпех вырнаçуллă, чун-чĕрене тыткăнлать. Ăна сцена искусствин малтанхи утăмĕсене тума хавхалантараканĕсем кукамăшĕпе унăн амăшĕ (ват кукамай) пулнă. Артист мĕн паян кунчченех çак икĕ çынна тав туса пурăнать. Каярахпа, Чăваш Тимешри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ çулсенче, вăл Зиновий Эндеревпа Николай Федоров педагогсем ертсе пынипе, сăнарлă искусствăра тата литературăра хăйне кăтартма ĕлкĕрнĕ. Ачасемпе ял клубĕнче спектакльсем лартнине, алăпа çырса хаçат кăларнине, яла пукане театрĕ килнĕ хыççăн хăйĕн те çак театрăн артисчĕ пулас ĕмĕчĕ çуралнипе чи ырă, манăçми самантсем вырăнне хурса хакланать Геннадий Васильевич. Вăл ĕмĕтне пурнăçа кĕртет: 1979-1983 çулсенче Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин «Пукане театрĕн актерĕ» уйрăмĕнче ăсталăхне туптать. Артист ĕçне республикăри хаçат-журналта очерксемпе тĕрленчĕксем, паллă çынсен пултарулăхĕпе паллаштаракан рецензисем çырнипе килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Вăл пукане театрĕн историне уйрăм кĕнекен кăларма хатĕрленет. Унăн архивĕнче пуян материал йышлă. 2002 çулта Геннадий Кириллов «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестиваль лауреачĕ пулса тăчĕ. Çав çулах ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика